Чăваш халăх ăс-хакăлĕпе ӳнер академийĕ чӳкĕн 30-мĕшĕнче чăваш наци вулавăшĕнче отчетпа суйлав пухăвĕ ирттерчĕ. Залра «Краеведение Чувашии: история и культура» кĕнекесен куравĕ те йĕркеленĕччĕ. Унта 2013-мĕш çулта таврапĕлӳлĕх темипе кун çути курнă кĕнекесемпе паллашма май пурччĕ. Отчет пухăвĕ тĕлне «Умы народа» журналăн иккĕмĕш номерĕ те кун çути курнă.
Кун йĕркинче 8 ыйту пулнă: академии пайташĕсен ретне çĕнĕ çынсене илесси, ЧХĂХӲА президенчĕн отчечĕ, ревизи комиссин отчечĕ, асăннă отчетсем тăрăх калаçасси, çĕнĕ президент суйлавĕ, ревизи комиссин председательне суйласси, президиум пайташĕсене суйласси, тата ревизии комиссин пайташĕсене суйласси. Пуху пуçламăшĕнче академи членĕсем пурнăçран уйрăлса кайнисене ура çине тăрса пĕр минут шăп тăчĕç.
Çĕнĕ çынсене илес умĕн кашни кандидат хăйĕнпе паллаштарчĕ: чăвашлăхшăн тĕрлĕ ĕçре тăрăшакан В.Антонов, С.Петровский, Н.Семенов, П. Сидоров, А. Ефимов, В.Макаров, С. Федотов, Р. Петрова, М. Кузьмина тата ыттисем чăннипех те академик ретне кĕме тивĕçлĕ терĕç. И.Дубанов вĕсене удостоверени парса чысларĕ. Хисеплĕ академик Виталий Станьял пултаруллсене Хисеплĕ таврапĕлӳçĕ ят парса чысларĕ.
Халăх ăс-х
...
Малалла вула »