Утăн 4-мĕшпе 11-мĕшĕ хушшинче Атăл леш енче (авал вăл тăрăха Йăлăм тенĕ) вырнаçнă «Буревестник» кану базинче «Хавал» ятлă чăваш чĕлхин лагерĕ ĕçлерĕ. Лагере хастар çынсем пуçарнă, йĕркелеме вара Шупашкар хулин администрацийĕ, «Ăнăçу чĕлхи» ют чĕлхесен шкулĕ тата Çамрăксен Эсперанто ассоциацийĕ пулăшнă. Лагерĕн тĕп тĕллевĕ — чăваш чĕлхине вĕренме пулăшакан çулсерен иртекен тĕлпулусене пуçарасси, чăвашла калаçакансен хушшинче вăхăт ирттересси. Çавăн пекех лекцисемпе çавра сĕтелсенче чăваш культурипе, историйĕпе, йăли-йеркипе тачăрах паллаштарассине те йеркелекенсем тĕпе хывнă. Лагере пурĕ 31 çын хутшăнчĕ. Вăл шутра 7 ача. Хăнасене, лекцисемпе докладсем калакансене шута илсен вара — 40 çын ытла. Лагерь меллĕ вырăнта иртнĕрен хальхи вăхăтри техникăпа усă курнă чухне йывăрлăхсем пулмарĕç. Пляж çывăхра вырнаçни те меллĕ пулчĕ — шăрăх çанталăк чăрмав кӳмерĕ. Программăпа килĕшӳллĕн чăваш чĕлхи урокĕсем, сăнарлă вăйăсем, çавра сĕтелсем иртрĕç. Тĕрĕ тĕрлеме те вĕренчĕç. Кайран, лагерь вĕçленнĕ тĕлне, тĕрленĕ япаласен куравне йĕркелерĕç. Лагерь чăн та хаваслă иртрĕ: кăвайт умĕнче ларнине, пĕрле ларса юрланине, чăвашла кино пăхнине мĕн çиттĕр? «Чăваш Ен» санатори çумĕнчи этнопарка та çуран кайса килме вăхăт тупрĕç. Çавăн пекех «Хавал» чăваш обществăллă организацийĕн учредительсен пухăвĕ иртрĕ. Лагерь епле ĕçлени пурне те килĕшрĕ, ăна тепĕр çул та утă уйăхĕнче ирттерме палăртрĕç.
Çăлкуç: http://www.chuvash.org/news/1080.html Çыпăçтарнисем: |