Шкул пĕтерсе пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма хатĕрленекен çамрăксемшĕн халĕ чи хĕрÿ те яваплă тапхăр. Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсене ăнăçлă тытса малашлăха палăртакан професси суйласа илмелле. Тепĕр хут пуç тавра шутлани те, аслисен сĕнÿ-канашĕ те ытлашши пулмĕ кун пек чух.
Уçă калаçăва чĕнсен Чăваш республикин Вĕрентÿ-пе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Светлана Владимировна Петрова та тÿрех çакăн пирки сăмах пуçарма ыйтрĕ. Ахальтен мар, паллах. Республикăри кашни вĕренекеншĕн, унăн пуласлăхĕшĕн хăйĕн ачисем пек пăшăрханни, яваплăха туйни ăна пĕр вĕçĕмсĕр ĕç çинчен шухăшлама хистет.
– Юлашки вăхăтра хăйсен пурнăçне информаципе коммуникаци технологийĕсемпе çыхăнтарас, инженер, врач профессийĕсене, экономикăна çĕклеме кирлĕ ытти специальноçа илес текен йышланса пырать, – яланхиллех ăшшăн те кăмăллăн сăмахлать Светлана Владимировна. – Кăçал шкул пĕтерекен 7747 çамрăкран кашниех вырăс чĕлхипе тата математикăпа патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменне тытрĕ, ыттисене хăйсен кăмăлĕпе, малалла вĕренме кĕнĕ чух кирлĕ пулаканнисене суйласа илчĕç. Хими, технологи, физика, биологи, ИКТ предмечĕсемпе экзамен парас текенсен шучĕ те çулсерен ÿсет. Эппин, профильлĕ вĕрентÿ, про
...
Малалла вула »