Ĕнер Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн черетсĕр 30-мĕш ларăвĕ иртнĕ. Унта Чăваш Ен президенчĕн вырăнне малашне йышăнма тăратнă Игнатьев Михаил Васильевич кандидатурине пăхса тухнă. Ларăва хальхи вăхăтра Чăваш Ен президенчĕн вырăнне йышăнакан Николай Васильевич Фёдоров, Атăлçи Федераллă округри РФ президенчĕн полномочиллĕ представителĕ Григорий Рапота, Раççей патшалăх думинчи Чăваш Республикинен тăратнă депутатсем Николай Бударинпа Павел Семёнов, Раççей Федерацийĕн Федераллă Пухăвĕн Федераци Канашĕнчи Чăваш Ен Министрсен Кабинечĕн представителĕ Владимир Слуцкер, Чăваш Ен Патшалăх Канашĕн депутачĕсем тата ыттисем хутшăннă. Ларăва онлайн-майпа тĕнче тетелĕнче та сăнама май пурччĕ.
Сасăлава пурĕ 43 депутат хутшăннă. 37-ĕшĕ Михаил Игнатьев малашне Чăваш Ен президенчĕн вырăнне йышăнассипе килĕшнĕ, 5-ĕшĕ хирĕç пулнă, пĕри хăй шухăшне пĕлтермен. Çапла май Николай Васильевич Фёдорова шанса панă вăхăт вĕçленнĕ хыççăн ун вырăнне хальхи вăхăтра Кабинет Министрĕн Председателĕн çумĕ тата Чăваш Енĕн ял хуçалăх министрĕ пулса ĕçлекен Игнатьев Михаил Васильевич йышăнĕ.
Ларура Николай Фёдоров, Григорий Рапота тухса калаçрĕç. Вĕсем пурте Чăваш Ен ура çинче çирĕп тăнине пал
...
Малалла вула »