Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Юпа 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Раççейри чăвашсен хăйсен ирĕклĕ патшалăхне йĕркелеме ирĕк пур-и?
Пурĕ миçе ответ: 18
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Ытларикун, 26.11.2024, 08:33
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2010 » Юпа » 14 » Италие чĕнсен те кайман - искусствăсен шкулне хута ярасшăн
    Италие чĕнсен те кайман - искусствăсен шкулне хута ярасшăн
    00:01
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    "Çамрăклăхпа киленеймерĕм, пурнăçăм шăхăрсах иртсе кайрĕ. 42 çула çитрĕм, анчах хамшăн пурăнаймарăм”, - тет Александр Семенов. Шăмăршă районĕнчи Виçпÿртре пурăнакан вĕрентекен пирки илтмен çын та юлмарĕ пулĕ. Тĕлĕнмелле ÿнерçĕн пархатарлă ĕçне Раççей МИХĕсем сÿтсе яваççĕ. Нумаях пулмасть вăл РЕН телеканалпа кăтартакан «Справедливость» кăларăмра ÿкерĕннĕ. Ялти ахаль учитель мĕнпе палăрнă-ха? Тĕрĕслĕх шыракан кăларăма мĕн тĕллевпе кайнă-ши? Ыйтусен хуравĕсене вара унăн пахчинче вырнаçнă хута яман кермене курсан тÿрех ăнланатăн.
    Александр Анатольевич, пĕчĕк çеç йывăç пÿртре пурăнаканскер, хăтлă та пуян пурнăçшăн ăнтăлмасть. "Мана нумай кирлĕ мар. Çывăрмалли вырăн, сĕтел-пукан пулсан çитет. Пÿрчĕ çеç чăттăр ĕнтĕ, темшĕн вăл кăçал пĕр еннелле тайăлчĕ-ха”, - сăмах çăмхине сÿтет вăл.
    Чăнах та, пÿлĕмре тирпейлĕ, пĕчĕк кăмакана тĕрлĕ эрешпе илемлетнĕ. Стена çумĕнчи çÿлĕксенче грамотăсемпе дипломсем курăнаççĕ. Кăçал вăл Крыма кайса килнĕ, унтан рак хуранĕсем илсе килнĕ.
    - Питĕ илемлĕ-çке вĕсем, çăлтăр пекки те, чечек евĕрли те пур. Ял ачи унашкал тĕлĕнтермĕшсене ăçта курайтăр-ха? Вĕсене йăтса килес тесе тумтире те пăрахса хăварма тиврĕ. Анчах уншăн ÿкĕнместĕп. Шăпăрлансене мĕнпе те пулсан тĕлĕнтерес килчĕ, - хавхаланса калаçрĕ педагог. Вăл пĕтĕм пурнăçне ачасене халалланă. Ахальтен мар унăн сад пахчинче çăвĕпех ача-пăча сасси янăрать. Пĕчĕкскерсене вăл хăй ăсталанă бассейнра ишме вĕрентет, алă ĕçĕн вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарать. 
    Ÿнер ĕçне мĕн пĕчĕкрен кăмăллаканскер сад пахчинче искусствăсен çурчĕ хăпартнă, анчах хальлĕхе кермен çине урамран çеç пăхма кăмăллă, шалта вара çара стенасем кăна. Вĕрентекен ача чухнехи ĕмĕтне пурнăçа кĕртес шухăшпа çурта 19 çул хăйĕн вăйĕпе купалать. 
    - Пахчара çĕр улми чылай çул лартмастăп, ăнсăртран укçа-тенкĕпе пулăшакан тупăнĕ те çимĕçе сухаласа пăрахма шел пулĕ, - тет вăл шанчăка çухатмасăр. Педагог патне хăнана килсе унăн тăрăшулăхĕнчен тĕлĕнекен, малалла та шанчăка çухатмасăр ĕçе вĕçлеме тăрăшма сунакан чылай, анчах пулăшма алă тăсакан сахал. Чăваш ачисене илеме вĕрентме, ÿнер ĕçне хăнăхтарма тĕллев лартнă ăста ЧР вĕренÿ министрĕ патне пулăшу ыйтма пĕрре мар кайнă, анчах ăна ялта унашкал заведенисен пуласлăхĕ çуккине, усламçăсене укçа-тенкĕпе пулăшма саккун чарнине пĕлтернĕ. Анчах Александр Анатольевич пур пĕрех пуç усмасть.
    - Пĕчĕк чухнех тăван тăрăхра капмар та илемлĕ çурт хăпартас килетчĕ. И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУран вĕренсе тухсан ялти шкула ĕçлеме таврăнтăм. Çавăн чухне тĕллеве пурнăçа кĕртме шухăшларăм та. Пысăк çуртра пĕччен пурăнни маншăн пĕлтерĕшлĕ мар, çавăнпах тĕрлĕ çыннăн тĕслĕхне тĕпе хурса хам пурăнакан çуртрах искусствăсен шкулĕ уçма палăртрăм. Паллă тухтăрсем чирлисене хăйсен килĕнче сыватни пĕрре мар пулнă-çке. Юрать, ял çыннисем пур, вĕсем мана пулăшаççĕ, нумай вăй хураççĕ. Чылайăшĕ ку çурта эпĕ хама валли хăпартатăп тесе усламçă вырăнне хурать. Анчах ахаль вĕрентекенрен мĕнле предприниматель пулайĕ-ха? «Раççейĕн çулталăк учителĕ» ята тивĕçсен ман енне çурăмпа çаврăнакан пушшех те нумайланчĕ. Çын çитĕнĕвĕпе савăнакан сахал çав, тÿрех ура хума пикенеççĕ, - сăмахне тăсрĕ педагог.
    Александр Семенов искусствăсен шкулне федераци çулĕ хĕрринче ятарласа хăпартнă, çурт хута кайсан кунта вĕренме Тутарстанра, Чĕмпĕрте тата тĕрлĕ ялта пурăнакан ачасен килсе çÿреме май пур. Уроксене ирттерме хăйне евĕр программа хатĕрленĕ. Ăна вăл университетра ăс пухнă чухнех шухăшласа кăларнă. 15-шер ачаран тăракан икĕ ушкăн йĕркелеме ĕмĕтленет вăл. Вĕренÿ çуртне шăпăрлансем 5-мĕш класран пуçласа çÿреме тытăнĕç. Инçетрен килекенсем валли унта çывăрмалли пÿлĕмсем те пулĕç. Ирхине ачасем ыттисемпе пĕрлех Шăмăршă шкулне çул такăрлатĕç, унтан таврăнсан килти ĕçсене пурнăçланă хыççăн Александр Анатольевич вĕсене ÿкерме, йывăçран каскалама, тăмпа çăрăлма вĕрентĕ. Виçĕ сехете тăсăлакан урок хыççăн ачасем килти пекех хăйсен ĕçĕсемпе аппаланма пултарĕç. Канмалли кунсенче килне кайĕç.
    Мал ĕмĕтлĕ ÿнерçĕн шухăшĕсем питĕ пысăк, анчах вĕсем хăçан пурнăçа кĕрĕç-ши? Хальлĕхе ачасен çывăрмалли пÿлĕмĕсенче тĕксĕм стенасем çеç пулни кичемлĕх çуратать. Унта савăнăçлă шăпăрлансен кулли хăçан та пулсан илтĕнĕ-ши? Педагог Шăмăршă шкулĕнче хăй йĕркеленĕ методикăпа уроксем ирттерет: "Искусствăсен çуртĕнче ĕçлемешкĕн ăсталăх пухатăп”, - тет вăл.
    Ĕмĕтне учитель хальлĕхе хăй вăйĕпе çеç пурнăçа кĕртет. 20 çула яхăн çурт купалаканскер нимĕнле чăрмава парăнмасăр малалла талпăнни кама ан тĕлĕнтертĕр-ха? Укçа-тенкĕ пухнă хыççăн çулталăкра пĕр эрне стройка ĕçĕпе тăрмашать. Уйăхне 4 пин тенкĕ шалу илекенскерĕн, паллах, енчĕкĕ хулăн мар, çапах картинăсем ÿкерсе сутни тупăш тума май парать. Илемлĕ ÿкерчĕке 3 сехетре ăсталама пултараканскер хĕл каçнă çĕре кермене кăштах та пулсан хăтлăх кĕртмелĕх материал туянать, ял-йыш тата хăй тăрăшнипе çулла ĕçе пуçăнать. Александр Анатольевич кирпĕч хума та, штукатурка тума та хăех вĕренсе çитнĕ. Ĕç хыççăн кашни кунах унта аппаланать вăл. Керменĕн шалти пайне тĕрлĕ ĕмĕрти стильпе эрешлесшĕн, çавăнпах гипсран скульптурăсем тăвать. Стенасене сиенлĕ япалапа наркăмăшлантарасран ятарлă меслет шухăшласа тупнă, якатнăскере эрешсемпе илемлетет.
    - Хамшăн тăрăшмастăп-çке. Ман хыççăн ырă ят юлтăр, шăпăрлансем хавхаланччăр. Ĕмĕтĕм аппапа Елена Плотниковăпа та çыхăннă. Пĕчĕк чухне эпĕ "5” паллăпа çеç вĕренеттĕм, анчах ÿснĕçем ăс пухас туртăм çухалчĕ. Урамра ытларах чупма пуçларăм, пĕлÿ шайĕ чакрĕ, "2”, "3” паллăсем илеттĕм. Начар енне сулăннине кура аппа мана Куславккари хăй ĕçлекен интернат шкула илсе кайрĕ. Унта тăлăхсем пĕлÿ пухнăран аттепе анне ярасшăн марччĕ, анчах аппа итлемерĕ. Вăл мана çын пулма пулăшрĕ. Унта эпĕ чи маттуррисен йышĕнчеччĕ. Аслă классене Шăмăрша çÿрерĕм, унтан И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУна кĕтĕм. Кам пĕлет, вĕренмесен манран мĕнле çын пулĕччĕ-ши? Çавăнпа асăннă тĕслĕхе тĕпе хурса вылянчăк кăмăл-туйăмлă шăпăрлансене йăнăшмасăр пурăнма хăнăхтарас килет. Искусствăсен çуртне ăс пухма килсен вĕсем вăхăта пустуй ирттермĕç, тавра курăмне анлăлатĕç. Кунта килнисенчен çитĕнсен хăть пĕри те пулин çĕр-шывшăн усăллă çын пулсан мĕн тери аванччĕ, - сăмахне тăсрĕ вĕрентекен.
    Суд сакки çинче темиçе хут та ларса курнăскер халĕ шикленме пăрахнă. Александр Анатольевич йăл кулса: "Наркотик упранăшăн айăпларĕç”, - тесен питĕ тĕлĕнтĕмĕр. "Шурă вилĕмпе” мĕнле майпа туслашнă-ха вăл? Анчах пăшăрханни иртерех пулчĕ. Чечексене питĕ кăмăллаканскерĕн пахчинче 3 тĕрлĕ мăкăнь ÿснĕ. Наркотĕрĕслев ĕçченĕсем унăн клумбинче 135 тĕп ешернине палăртнă. Çавăншăнах ăна 3 çуллăха условнăй майпа айăпланă. Тепрехинче унăн пахчи 13 сотăй ытларах пулнишĕн явап тытма тивнĕ. Вăл вырăнта Александр Анатольевич ял-йыша халалласа арка тунă, ларса канмалли беседкăсем янтăланă. Çитес вăхăтра вĕсен тавра вăл йывăçсем лартасшăн. Кам пĕлет, тен, шăпах пĕчĕк хунавсем çÿлелле кармашнă май кермен те ачасене йышăнĕ, унăн чÿречисенчен курăнакан çутă иртен-çÿрене савăнтарĕ?
    Педагог тĕрлĕ йывăрлăха парăнтарать, анчах ура хуракан тупăнсах тăрать иккен. Çурта газпа тивĕçтернĕшĕн вăл питĕ савăнать. Ăшă пулсан хĕлле те ĕçлеме май пур-çке. Анчах пÿлĕмсенче ăшă сарăличчен унăн чылай тăрăшма тивнĕ. Ял тăршшĕпе тăсăлакан пăрăхран çурта газпа çыхăнтарма ăна ирĕк паман. Хулăн пăрăх вырăнне çÿхине вырнаçтарнă май кунашкал пысăк çурта ăшăтма газ çитменнине пĕлтернĕ. Ăна улăштармашкăн педагог хăйĕн кĕсйинчен укçа кăларса парсан çеç ыйтнине тивĕçтерме шантарнă. "Мана пулăшас вырăнне çапла хăтланчĕç”, - тет вăл ассăн сывласа.
    Кун-çулне пĕртен-пĕр ĕмĕтне халалланăскер çемьепе киленсе пурăнайман - мăшăрланнă хыççăн 5 уйăхранах вĕсем уйрăлнă. Çапла вăл пурнăçне ачасемпе çыхăнтарнă. Ÿнерçĕ ăсталăхĕ ăна çывăх çыннисенчен куçнă. Амăшĕ Ольга Андреевна питĕ хитре ÿкернĕ, аслашшĕ платник пулнă. "Анне йăхне Юрттай тетчĕç, çавăнпах пуласлăхра асăннă ята псевдоним тăвас шухăш пур”, - тет Александр Семенов. Педагог патне Республика влаçĕнчисем темиçе хут та пынă, анчах кăсăкланма çеç... Кермене хута яма сахалтан та 5-6 миллион тенкĕ кирлине пĕлтерет вăл. Ун чухлĕ укçана ахаль учителĕн тата миçе çул пухмалла-ши? Александр Семеновăн ырă ячĕ тĕнчипех сарăлнă. Виçĕ çул каялла вăл Украинăра иртнĕ конференцие хутшăннă. Унта малти вырăна тухсан учителе Рим Педагогикăпа психологи университечĕн профессорĕ ĕçлеме чĕннĕ. Анчах А.Семеновшăн ĕмĕчĕ карьерăран чылай хаклăрах, пĕлтерĕшлĕрех. Кермене хута ямасăр лăпланмĕ вăл. 

    Ăна пулăшмаллах!

    Тĕплĕнрех: http://hypar.ru/nws/show/57/8407/index.php?id=s132353157881

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 792 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 3.3/18 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 3
    1 mixaj_58   (15.10.2010 20:55) [Материал]

    2 mixaj_58   (15.10.2010 20:57) [Материал]

    3 mixaj_58   (15.10.2010 20:58) [Материал]


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)