Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Утă 2017  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен тенине эсир епле ăнланатăр?
Пурĕ миçе ответ: 34
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Юнкун, 18.12.2024, 21:15
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2017 » Утă » 22 » Чăвашла вĕренессишĕн тĕнче хĕррине çитме хатĕр
    Чăвашла вĕренессишĕн тĕнче хĕррине çитме хатĕр
    09:23
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Акăш, Лĕпĕш, Илемпи, Ти­мукка, Чарлан… Кусем ахаль сăмахсем мар, вĕсем - ятсем. Çапла, «Хавал» çуллахи лагере чăваш чĕлхине вĕренме килни­сен пурин те чăн чăвашла ят пур. Ку чăвашлăха тата тарăн­рах туйса илме пулăшать-мĕн. «Хавал» кăçалхипе 8-мĕш хут йĕркеленчĕ. Пирĕн чĕлхепе кă­сăкланакансен йышĕ çулсерен ÿссе пыни савăнтарать. Халь­хинче 14-16 çулсенчи хĕрсем­пе яшсем валли ятарлă про­грамма та хатĕрленĕ. Çамрăк­сем çуллахи шкулта чăваш чĕлхипе, историйĕпе, культу­рипе паллашнă, акăлчан чĕлхи­не те вĕреннĕ, тĕрлĕ çĕршыв­ран килнĕ çынсен лекцине ит­ленĕ, спорт мероприятийĕсене, тренингсене, ÿнер тата пулта­рулăх лаççисене хутшăннă.

    Хальхинче «Хавала» ăçтан кăна килмен-ши? Мускавран, Шупашкар­тан, Самартан, Саратовран, Тольят­тирен, Хусантан, Ижевскран, Ново­сибирскран, Йошкар-Оларан тата ытти хуларан çитнĕ. Чикĕ леш ен­чен те чылаййăн килнĕ: Украинă­ран, Люксембургран, Швейцари­рен, Японирен, Францирен, Норве­гирен, Италирен, Испанирен, Аслă Британирен.

    «Хавалти» кашни кун тухăçлă иртнĕ. Мероприятисем каçхи вунă сехетченех пынă. Хăшĕ-пĕри чăваш­лăх лагерьне пуçласа килнĕ, тепри­сем вара кашни çул чăваш чĕлхине ăса хывма çитеççĕ. 15 чĕлхе пĕле­кен Арцем Федоринчик /Тимукка/ - иккĕмĕшĕсен йышĕнчен. Чăваш­ла таса та илемлĕ пуплекенскере украин тееймĕн. Полиглот ют чĕлхе­сене çăмăллăнах ăса хывать. Ара, вăл «Хавала» иккĕмĕш хут килсе­нех ыттисене чăвашла вĕрентме пуçăннă-çке-ха.

    - Уйлăха /лагере çапла калаççĕ кунта/ улттăмĕш хут килтĕм. Ку проекта хутшăниччен чăвашла па­чах пĕлмен эпĕ. Ăна вĕренме йы­вăрах мар, анчах кăткăс самантсем пур. Тепĕр тесен, нихăш чĕлхе те ансат мар. «Хавалçăсене» чăваш­ла вĕрентме тытăнсан граммати­кăпа çыхăннă ыйтусене уçăмлатма май пулчĕ. Майĕпен пĕлÿ шайĕ ÿсрĕ. Маншăн чăвашла вулама тата çырма çăмăлрах, мĕншĕн те­сен ун чухне тĕплĕн шухăшлама май пур. Пупленĕ чухне вара сăмах­сене çийĕнчех каламалла, çавăнпа йăнăшасси пулать. Кунта эпир пĕр-пĕринпе чăвашла хутшăнатпăр, ан­чах хăшĕ-пĕринпе акăлчанла е эспе­ранто чĕлхипе пуплеме тивет, - ка­ласа кăтартрĕ Арцем.

    Вăл Шупашкарта иртнĕ чĕлхе фе­стивальне пĕрремĕш хут килсен Чă­ваш Енпе паллашнă. Çавăн чухне «Хавал» проект ертÿçине Александр Блинова /Алпаруха/ тĕл пулнă.

    - Алпарух мана уйлăха пыма йых­равласан: «Кирлех-ши мана чăваш чĕлхи?» - текен шухăш çуралчĕ. Анчах «Хавала» çитсен чунра па­чах урăхла кăмăл-туйăм хуçаланчĕ. Питĕ килĕшрĕ. Çав тери лайăх çын­сем кунта, никам та эрех-сăра ĕçсе айкашмасть, пирус мăкăрлантар­масть. Лăпкă, туслă, пултаруллă, ăслă çынсемпе хутшăнма кăсăклă кăна мар, кăмăллă та. Эпĕ «Хава­ла» пуçтарăнакансене чăваш чĕлхи­не вĕренме пулăшатăп, лекцисем вулатăп. Пĕтĕм заняти чăвашла ир­тет. Паллах, мана кăткăс ыйтусе­не сÿтсе явма çăмăл мар, анчах эпĕ питĕ тăрăшатăп. Вĕренекенсем те ахаль лармаççĕ, кунсерен темиçе çĕнĕ сăмаха ăса хываççĕ. Эппин, «Хавал» чăваш чĕлхишĕн, культу­ришĕн пĕлтерĕшлĕ, - шухăшне па­лăртрĕ нумай чĕлхе пĕлекенскер.

    Ют чĕлхе вĕренни ăс-тăна пуян­латма кăна мар, пурнăçа улăштар­ма та пултарать иккен. Çак кăсăкла­ну Арцема мăшăр тупма пулăшнă. Мĕнле майпа-ха? Вăл Ижевска ко­мандировкăна кайсан унпа паллаш­нă. Евгения та ют чĕлхесемпе кăсă­кланать, общество ĕçĕсенче тăтă­шах палăрать. Пĕлтĕр Удмурт Ре­спубликин пики «Хавал» проекта хутшăннă, кăçал та вăл унта килнĕ.

    - Арцем Федоринчикран «Ха­вал» пирки пĕлтĕм. Манăн та тă­ван тăрăхра удмурт чĕлхине вĕрен­ме пулăшакан лагерь йĕркелес шу­хăш тĕвĕленчĕ. Çакна Арцемпа сÿтсе яврăмăр, вăл мана нумай пу­лăшрĕ. Проекта пуçарма çăмăл пул­марĕ. Александр Блиновпа та Ин­тернет урлă çыхăнса канашларăм. Анчах сăмахпа кăна каласа кăтар­тни çителĕклĕ-и? Куçпа курнине нимĕн те çитмест паллах. Çавăнпа «Хавал» лагере çитсе курма палăр­трăм. Кунта çĕннине нумай пĕлтĕм, майĕпен чăваш чĕлхине те вĕре­нетĕп. Сасăсем, сăмахсем, пусăм­сем - хăйне евĕрлĕ, хальччен ун пек­кине илтмен эпĕ. Удмурт тата чăваш чĕлхисенче пĕр евĕрлĕ икçĕр ытла сăмах иккен. Анчах мана, хамăн тă­ван чĕлхене те лайăх пĕлменскере, чăвашла калаçма ансат мар. Уйрă­мах «йытă» сăмаха ниепле те тĕрĕс калаймастăп. Пиллĕкмĕш кунхине кăштах чăвашла ăнланма пуçларăм, ку та маншăн пысăк çитĕнÿ, - каласа кăтартрĕ Евгения Лекомцева. Лара- тăра пĕлменскер Ижевскра удмурт чĕлхине аталантарас тĕлĕшпе çанă тавăрса ĕçлет. Юлашки икĕ çулта удмурт чĕлхин лагерьне ертсе пы­рать. Çав вăхăтрах 36 çулти хĕрарăм фрилансерта та тăрăшать, килтен тухмасăрах Интернет урлă ĕçлет. Евгения видеосюжетсем ÿкерме, вĕсене монтаж тума ăста.

    - Тăван чĕлхе майĕпен пĕтсе пыни пăшăрхантарать. Пирĕн респу­бликăра удмуртла калаçакансем са­халлансах пыраççĕ, ачасем чĕлхене пачах пĕлмеççĕ. Чăваш Енре ку енĕ­пе лару-тăру аванрах, шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентеççĕ. Эпĕ йĕркеленĕ çуллахи шкул пу­лăшнипе удмурт чĕлхи çĕнĕрен вăй илессе шанатăп, - пăшăрханса калаçрĕ Евгения.

    Тĕлĕнмелле пултаруллă çын­сене пуçтарнă «Хавал»! Вĕсем ют чĕлхене вĕренес тесе тĕнче хĕрри­не те çитме хатĕр вĕт. Масая Сещи­мо ав Японирен вĕçсе килнĕ. Хăй вы­рăсла пĕр-икĕ сăмах çеç пĕлет, ыт­тисемпе эсперантăлла е акăлчан­ла хутшăнать. 31 çултискер Япони­ри пĕр пĕчĕк хулара компьютер ад­министраторĕнче вăй хурать. Мĕн хистенĕ-ха ăна Чăваш Ене кил­ме? Куçаруçă пулăшнипе Масаяпа калаçу аванах сыпăнчĕ.

    - Эпĕ çул çÿреве тухма, ют чĕлхе­сене вĕренме кăмăллатăп. Нума­ях пулмасть финн-угор ушкăнĕнчи чĕлхесемпе интересленме тытăн­тăм, удмуртла вĕрентĕм. «Хавала» мĕнле лекрĕм тетĕр-и? Мана Аспа­рух лекци вуламашкăн йыхравларĕ. Атăлçи регионĕсенче мĕнле халăх­сем пурăннине тĕпчеме пуçласан чăвашсем пирки пĕлтĕм. Çакăнтан пуçланчĕ те ку чĕлхепе кăсăкла­насси. Ăна вĕренме çăмăлах мар, мĕншĕн тесен яппун алфавитĕнче «л» сас палли çук. Кунта манăн тÿрех вырăс тата чăваш чĕлхисене вĕрен­ме тивет. «Л» «р» сасă евĕр илтĕнет пек туйăнать, çавăнпа хăш-пĕр сăма­ха ăнланма йывăртарах. Тĕслĕхрен, «алă» сăмаха «арă» пек илтетĕп. Тата чăвашла вĕренмешкĕн эспе­ранто чĕлхипе çырнă кĕнеке çукки кулянтарать. Эсперанто - халăхсе­не туслашма пулăшакан чĕлхе, унпа усă курса эпĕ ыттисене ăса хывая­тăп. Тен, каярахпа кун пек кĕнекене хамах çырса хатĕрлĕп, - шухăшне пĕлтерчĕ самурайсен çĕршывĕнчен çитнĕ çамрăк. Тăрăшуллăскер кĕске вăхăтрах чăвашла вулама вĕренни­не мухтамалла. «Чарлан» хушма ят та Масая çул çÿреме юратнине палăртать. Вăл вуланă пĕрремĕш вырăсла кĕнеке те «Чарлан» ятлă пулнă-мĕн.

    - Кунта пĕчĕк ачасем те чăваш­ла пуплени питĕ савăнтарчĕ. Уд­мурт Республикинче шăпăрлансем вырăсла çеç калаçаççĕ. Японире те кун пек йывăрлăх çук мар. Майĕ­пен вырăнти чĕлхесем яппун чĕлхи­пе хутăшаççĕ, чылай сăмах манăçа тухнă ĕнтĕ. Чăваш тата яппун чĕлхи­сенче пĕрпеклĕх пурри тĕлĕнтерчĕ. Тăван тăрăха таврăнсан юлташсене çак çул çÿрев пирки каласа кăтартăп, Японири эсперанто институчĕ валли тĕплĕ отчет çырăп. Чăваш халăхĕ, чĕлхи пирки информаци сарас енĕпе ĕçлĕп, - çапла палăртрĕ çитес çул та «Хавала» килме тĕллевленĕ кач­чă. Масая Японири эсперанто çам­рăкĕсен организацине ертсе пырать, вĕсем хаçат та кăлараççĕ.

    - Яппунсем пирĕн кăларăмра Чă­ваш Енри çул çÿрев пирки пичет­леннĕ статьяна кăсăклансах вулĕç, - çирĕплетсех пĕлтерчĕ каччă.

    «Хавал» лагере виççĕмĕш хут килнĕ Томас Файдер чăваш чĕлхи­не хăйĕн тăван чĕлхи пекех юратать. Вăл вулама та, çырма та тахçанах хăнăхнă. Калаçасси çеç кăштах «ук­сахлать».

    - Çуллахи шкул пĕр эрнене çеç тă­сăлни маншăн сахал. Кунта эпĕ чă­вашла пуплетĕп, вăл чĕлхене ата­лантарма пулăшать. Анчах хамăр па­тра çакна тума май çук. Пур чĕлхе те - пысăк пуянлăх. Сахал йышлă халăх­сен чĕлхи питĕ кăсăклă, вĕсене çухат­малла мар, - терĕ ултă чĕлхе пĕле­кен, Люксембургран çитнĕ Томас.

    Лагерьте тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕ­нчен пуçтарăннă çамрăксем чăваш­ла вĕренме ăнтăлаççĕ. Вĕсенчен те­при - Александр Ковалев. 24 çулти яш шкултан вĕренсе тухнă хыççăн чăваш чĕлхипе кăсăкланма тытăн­нă. Ахальтен мар. Унăн ашшĕ - чă­ваш. Вăл тăван чĕлхепе пуплени­не ăнланнă-ха, анчах хăй калаçма пĕлмен. Вĕсем Новосибирск ху­линче тĕпленнĕ. Сашăн асламăшĕ­пе аслашшĕ те - чăваш, Чуваши ятлă ялта кун кунлаççĕ. Пĕчĕк чух­не унта тăтăшах кайса çÿренине аса илчĕ яш.

    - Атте çуралнă ялта пурте чăваш­ла пуплеççĕ. Малтан хам тĕллĕн, Интернет пулăшнипе, чăвашла вĕренме шухăшларăм. Анчах унта информаци çителĕксĕр. Юрать, пĕр соцсетьре «Хавал» ушкăн пур­ри пирки пĕлтĕм. Акă халĕ эпĕ кун­та çитрĕм. Сăмахсене тĕрĕс кала­ма вĕрентекенсем пурри паха. Акăл­чанпа чăваш чĕлхисене танлаштар­сан, иккĕмĕшĕ чылай çăмăлрах. Сас паллисем уççăн илтĕнеççĕ, мĕнле çырнă - çаплах вуланаççĕ, - хав­халанса калаçрĕ яш. - Манăн чă­ваш чĕлхине аталантарма пулăшас килет. Тен, çакна юрă-кĕвĕ урлă пурнăçламалла?

    Мусăкçа вĕренекен Алексан­дрăн чăваш юрăçипе Владимир Ян­тушпа тĕл пулнă хыççăн çак шухăш тĕвĕленнĕ. Анчах ку тĕлĕшпе унăн чылай ыйту çуралнă.

    - Хальхи чăваш юррисене итле­сен çапларах пĕтĕмлетÿ патне пыр­са тухрăм: вĕсене хăйне евĕрлĕх çитмест. Мĕншĕн юрăсен тĕрлĕ стильлĕ, жанрлă пулас мар? Клас­сикăран пуçласа «йывăр» кĕвĕ та­ранах усă курма пулать-çке. Паха аранжировка кирлĕ. Тĕнче шайне тухнă чăваш юррисем ытти халăха пирĕн чĕлхепе кăсăкланма хистĕç, - шухăшне пĕлтерчĕ çамрăк. Малаш­нехи плана палăртнă ĕнтĕ вăл: юрă- кĕвĕпе ĕçлекен чăвашсемпе çыхăн­са пĕрлехи проект пуçарасшăн. Мĕнех, ÿркенмен çын сăрт-тăва та тепĕр майлă çавăрать.

    Нина ЦАРЫГИНА («Çамрăксен хаçачĕ», 2017.07.20)

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 744 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 5.0/1 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)