Чӳкĕн 27-мĕшĕнче, кĕçнерникун, чăваш поэзийĕн никĕсне çĕнĕлĕх хывнă Çеçпĕл Мишшиçуралнăранпа 115 çул çитнине халалланă «Чăваша — чăваш чĕлхи кирлĕ...» канашлу иртмелле. Меропритие Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче пулĕ. Пуçламăшĕ 10 сехетре.
Канашлура гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ Юрий Исаев, республикăн вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ В.Н. Иванов, Патшалăх Канашĕн социаллă политикăпа наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ Пётр Краснов, «Хыпар» хаçатăн тĕп директорĕ–тĕп редакторĕ Валери Туркай, ЧНК Президенчĕ Николай Угаслов тата ыттисем тухса сăмах каламалла. Доклад калакансен йышĕнче вĕренӳ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедрин ертӳçи Анна Семёновна Егорова, гуманитари институчĕн ăслăлăх ĕçтешĕ Эктор Алос и Фонт, «Чăваш Республикин вĕрентекенсен ассоциацийĕ» çумĕнчи чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен секцийĕн ертӳçи Георнтий Никифоров, вĕренӳ институчĕн доценчĕ Надежда Иванова, Шупашкар районĕнчи Кăшлавăш шкулĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ Евгений Майков, вĕренӳ институчĕн обществăлла дисциплинăсен кафедрин преподавателĕ Елена Енкка тата ыттисем пулĕç.
Ăслăлăх канашлăвĕн тĕллевĕсем: чăваш чĕлхипе литератури предмечĕсен вĕренӳ планĕнчи вырăнне уçăмлатасси; шкулсенче чăваш чĕлхине вĕрентессине упраса хăварасси тата пурнăçра чăваш чĕлхин кирлĕлĕхне, пĕлтерĕшĕпе хăватне çĕклесси, чăвашла калаçу талккăшне анлăлатасси.
Чăваш чĕлхишĕн пăшăрханакан пур чăваша та хутшăнма йыхравлаççĕ. Тĕплĕнрех...
Çăлкуç: http://www.chuvash.org/news/7416.html Çыпăçтарнисем: |