«Асамат & Шевле», «Салам» хаçат-журнала кăларакан Владислав Николаевпа тĕл пулса калаçрăмăр (Чăваш халăх сайчĕ). Тен сире те кăсăклă пулĕ — паллашăр.
— Хăвăн пирки кĕскен каласа пар-ха.
— Елчĕк районĕнчи Шăмалак ялĕнче 1974 çулхи çурла уйăхĕн 28-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Шăмалакри вăтам шкулта пĕлӳ илнĕ, 1991-96 çулсенче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче вĕреннĕ. Вĕренсе тухсан тĕрлĕ хаçат-журналта («Хыпар», «Çамрăксен хаçачĕ», «Молодежный курьер», «Хресчен сасси»), ЧР физкультурăпа спорт министерствинче, Раççей Перекет банкĕн Чăваш уйрăмĕнче ĕçленĕ. 2011-13 çулсенче «Тантăш» хаçат редакцийĕ» автономи учрежденийĕн тĕп редакторĕнче тăрăшнă. Халĕ — ирĕклĕ ишевре, хам тĕллĕн хаçат-журнал кăларатăп, ытти проектсемпе ĕçлетĕп.
— Владислав Николаевăн «издательств
...
Малалла вула »