Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Çĕртме 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
282930
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Шкул директорĕсене демократиллĕ майпа вĕренекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем суйланине ырлатăр-и?
Пурĕ миçе ответ: 15
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Ытларикун, 26.11.2024, 08:42
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2010 » Çĕртме » 20 » ЧĂВАШ ПУЛСА ПУРĂНАС КИЛЕТ ("Сăвар" хаçатран)
    ЧĂВАШ ПУЛСА ПУРĂНАС КИЛЕТ ("Сăвар" хаçатран)
    22:23
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Чăваш пĕтсе пынине кăтартакан тĕслĕхсем кунсерен ӳссе пыраççĕ. Пирĕн чĕлхе – литературăра, искусствăра, культурăра – тӳпе таран çĕкленме пултарнă чĕлхемĕр ирĕлсе çука тухса пырать. Тĕлĕнмелле те, эпир унпа çăмăллăнах сывпуллашма хатĕр. 
    Кулăшла вĕт: мăнуксем ăнланмаççĕ тесе хамăр ачасемпе вырăсла калаçма пуçларăмăр. Çитĕнекен ăрăва вара чĕвĕл-чĕвĕл чăваш чĕлхипе кĕнеке е хаçат вулаттараймăн. Вуласшăн мар вĕсем…
    Çапла чăвашла вулакансен шучĕ те çулсерен чакса пырать. Кĕнеке туянакансем çук. Ним те тăваймастăн, вулама пĕлекеннисем сахалланса пыраççĕ. Çĕннисем хушăнмаççĕ. Ачасенче тăван чĕлхене явăçтараймасан чаплă, сулăмлă мероприятисем туса ирттеретпĕр тесе кăкăр çапса çӳренинчен ним усси те çук. Вăл ыттисен умĕнче мухтанмалли мероприятисем. Чăвашлăхăн тыткăчи вара илемлĕ шоура мар, чĕлхере. Çакна ăнланса пурнăçа улшăнусем кĕртеймесен пирĕн нумай çулхи обществăпа культура ĕçĕнчен нимле усă та пулмасть, ӳстернĕ йывăçран çимĕç илейместпĕр эпир.
    Шутласа пăхăр-ха. Мĕншĕн тутарсем юлашки çулсенче хăйсен чĕлхине хӳтĕлеме сиксе ӳкрĕç? Шкулсенче тутарла вĕрентессине çине тăрса патшалăх шайĕнче пурнăçа кĕртеççĕ, Президент таранччен тутар чĕлхине сараççĕ. Çакна вĕсем вырăсла япăх калаçнипе мар, хăйсен чĕлхине тарăнрах пĕлес тенипе тăваççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем халĕ те, малашне те çут тĕнчере тутар пулса юласшăн. Çак тĕллеве ума хурса кирлĕ ĕçсем тăваççĕ те. Пирĕн ĕç-пуçпа танлаштарсан ăмсанса вилĕн. Вĕренмелле вĕсенчен тăван чĕлхене юратма! Кӳршĕ республика пирки каламастăп, анчах пире Тутарстан условисем туса парсан та чăваш ялĕсенчи ача сачĕсенче пĕчĕкскерсемпе ятарласа вырăсла калаçаççĕ вĕт воспитательсем. Сăнĕпе чăваш пулсан та чунĕпе урăх халăх çынни пулать вĕт вăл ача ӳссе çитĕнсен. Ун пек çыншăн ĕлĕкрен килекен пахалăхсене хакласси пĕрремĕш вырăнта мар. Вăл телевизортан ăс пухнă çĕнĕ пурнăç çынни.
    Кашни халăхăн культури, чĕлхи пĕр кунра йĕркеленмен, паллах. Темиçе çĕр çул хушши пухăнса пынă халăхри ăс-хакăл, йăла, вĕрентӳ тата ытти те пулăшнипе эпир çак кунччен чăвашла пĕлекен ывăл-хĕр çитĕнтернĕ. Тупра вăл. Эпир ăна ытахальтен салататпăр. Чăваш чĕлхипе культурине вырăсла калаçса аталантарасшăн. Намăс вĕт!
    Тĕнче умĕнче хăрушлăх тăрать. Халăхсем пысăк хăвăртлăхпа ирĕлеççĕ, патшалăхсем хушшинче чикĕсем çухалаççĕ, çынсем хăйсем камне те астуман айвансене çаврăнса пыраççĕ. Калама та аван мар та, тен, калле упăтене? Глобализаци арманне потребительсен обществи тивĕçтерет: «ĕçле, çи, çывăр – саншăн шухăшласа хунă». Ильфпа Петров повеçĕнчи «Эллочка-людоедкăна» калаçма 30 сăмах та çитнĕ. Хальхи чăвашсен мăнукĕсене малашлăхра пирĕн пĕр сăмах та кирлĕ пулмасть вĕт, çакна сисетĕр-и?
    Ку çулхи перепись чăваш халăхне калама çук пысăк кисренӳ кăтартма пултарать – халăх шучĕ хăрушла чакса ларсан ун умĕнче тăракан сыхланса юлас шухăш-тĕллевсем геометрилле прогрессипе чакма пуçлаççĕ. Мĕншĕн тесен чăвашлăхран пăрăнасси тĕрлĕрен телеканалсемпе пĕрле ялсене те çитрĕ паян. Çак пулăма хирĕç эпир мĕн кăларса тăратайрăмăр? Мĕн пур пирĕн резервра? Нимех те. Параппан çапса уявсем ирттеретпĕр. Çав кăна. Тĕнче ырлăхĕсем хыççăн чупса улталанас марччĕ пирĕн, юлташсем.
    Тутарстан Республикинче чăвашла вĕрентекен шкулсен шучĕ çулсерен чакса пырать, çак пулăма эпир ним те пулман пек йышăнма хăнăхса та çитрĕмĕр пулмалла, çав вăхăтра республикăри чăвашсен пуçлăхĕсен регалийĕсем хушăннăçем хушăнса пыраççĕ. Кăна мĕнле ăнланмалла?
    Пĕр «Сувар» пур, вăл та аран-аран сывлать ахăр, тиражĕпе савăнтараймасть иртнĕ çулсенчи пек. Ăна та çырăнасшăн мар çынсем – кризиса кĕрсе ӳкнĕ. Тутарстан Правительстви уçса пачĕ вĕт ăна чăвашсене, вулăр, аталанăр тесе. Хамăр хаçата пĕтерес марччĕ тата. Вăл та пулмасан – шанчăк пĕтет. Капла хăть тĕрлĕ çĕрте чăвашсемпе мĕн пулса иртнине пĕлтерсе тăраççĕ. Вуламалла чăваш хаçатне, вулама пĕлмесен те çырăнса илмелле. Кăтарт хăв чăваш иккенне, хăраса-вăтанса ан тăр. Хам ирĕк пулсан эп хаçат хакне çур çула 222 тенкĕ мар, 500 тенкĕ тăвăттăм. Ан тив, пултăр пулăшу редакцине. Хаçата çак хакпа илсе тăракансене вара чăн-чăн патриот тесе калама пулĕччĕ.
    Хисеплĕ редакци! Эсир мана ан çилленĕр çапла тӳрреммĕн «каснишĕн», çакна курса чăтса тăма пулмасть вĕт. Тен, ман шухăшпа килĕшменнисем те пур-тăр. Пуласлăх пăшăрхантарать. Чăваш пулса пурăнас килет.
    ■ Атнер ЮМАНАДИ.
    Çĕпрел районĕ.
    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 869 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 3.3/14 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)