Тĕп страница » 2010»Çĕртме»9 » Чăваш Патшалăх Правительстви çумĕнчи Гуманитари ăслăлăх институтĕнче - çĕнĕ директор
Чăваш Патшалăх Правительстви çумĕнчи Гуманитари ăслăлăх институтĕнче - çĕнĕ директор
13:53
Виçĕ уйăх ытла пуçлăхсăр пурăннă институтра тинех çĕнĕ директора çирĕплетнĕ — çĕртмен 1-мĕшĕнчен пуçласа вăл вырăна филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, чăваш чĕлхи тĕпчевçи Исаев Юрий Николаевич йышăнать. Малтан, Григорьев Валерий Сергеевич (истори ăслăлăхĕн тухтăрĕ) кайсан пуçлăх вырăнĕ пушаннă хыççăн, директор ĕçне Харитонова Валентина Григорьевна туса пынăччĕ. Юрий Николаевич маларах Шупашкар хула пуçлăхĕн çумĕ пулса ĕçленĕ. Халĕ вара Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтне ертсе пырĕ. Юрий Николаевич Патăрьелсем, Нăрваш Шăхаль ялĕнче 1969 çулхи нарăсăн 13-мĕшĕнче çуралнă. 1986 çулта ялти шкулта ăс пухнă хыççăн Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультетне вĕренме кĕнĕ. 1989 çулта ăнăçлă вĕренсе тухнă. 2002 çулта «Чувашские эмотивные антропосемизмы и их синонимические ряды (пейоративное семантическое поле «человек»)» темăпа кандидат диссертацине хӳтĕленĕ.