Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Пуш 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Раççейри чăвашсен хăйсен ирĕклĕ патшалăхне йĕркелеме ирĕк пур-и?
Пурĕ миçе ответ: 18
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Ытларикун, 05.11.2024, 18:19
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2010 » Пуш » 23 » "ЧĂВАШ ПИКИ - 2010" ("Хыпар")
    "ЧĂВАШ ПИКИ - 2010" ("Хыпар")
    18:30
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    "Çыннăн чунĕ те, кĕлетки те, çи-пуçĕ те хитре пулмалла”,- тенĕ вырăссен паллă çыравçи А.П.Чехов. "Чăваш пики-2010” конкурса хутшăннă хĕрсене жюри çакна тĕпе хурса хакларĕ те. Конкурс пушăн 12-мĕшĕнче "Галактика” комплексра иртрĕ. Унта Элĕкпе Патăрьел, Йĕпреçпе Канаш, Комсомольскипе Красноармейски, Сĕнтĕрвăррипе Шупашкар, Тăвай районĕсенчен килнĕ 12 пике хутшăнчĕ.
    Сцена çине чиперккесем хальхи модăпа çĕленĕ кĕпепе тухрĕç. Кашниех чи илемли, чи ăсли, чи пултарулли иккенне ĕнентерме, кăтартма тăрăшрĕ. Хăйсемпе паллаштарнă май пĕрисем сăвăласа калаçрĕç, теприсем электрон куравпа усă курчĕç. Татьяна Андреева /Муркаш районĕ/ вара сцена çине юрăпа тухрĕ. Екатерина Иванщикова /Шупашкар районĕ/ брейкпа чăваш ташшине, çавăн пекех реппа чăваш юррине пĕрлештерчĕ. "Эпир, çамрăксем, çĕнĕлле юрлатпăр, çĕнĕ технологипе усă курса пурнăçа аталантарассишĕн тăрăшатпăр. Çапах та тăван халăхăн чĕлхипе историне яланах асра тытатпăр!”- терĕ вăл çунатланса.
    Хĕрсем юрлама-ташлама ăста пулнине пултарулăх конкурсĕнче кăтартрĕç. Алина Кудрявцева /Патăрьел районĕ/, тĕслĕхрен, илемлĕ те уçă сассипе тыткăнларĕ. Сăмах май, вăл кăçалхи "Кĕмĕл сасă” фестивальре 2-мĕш вырăн йышăннă. Екатерина Иванщикова Аслă Çĕнтерĕвĕн 65 çулхи юбилейне халалласа юрă шăрантарчĕ. Пике пысăк çак пулăма асра тытни савăнтарать паллах. Шел те, вырăсла юрларĕ...
    Хĕрсем чăннипех илемлĕ те хÿхĕм, яштака пÿ-силлĕ, пултаруллă. Çапах çитменлĕхсем те куçа тăрăнаççĕ çав. "Шупашкар”, "Атăл”, "пике”, "илем” сăмахсенчен шăрçаланă сăввисем илемлĕ те янăравлă пиçсе тухрĕç пулин те К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрне кам тата хăçан йĕркеленине, республикăри паллă режиссерсене, пуçласа чăвашла кино кам ÿкернине, унта тĕп роле вылякана, пĕрремĕш режиссер кам пулнине, çавăн пекех "Тилли юррисен” авторне пĕлеймерĕç. Апла пулин те çухалса каймарĕç вĕсем, шÿтлесе ирттерсе ячĕç. 12 конкурсанткăран виççĕшĕ çеç тĕрĕс хурав парайрĕ.
    Чăваш хĕрарăмĕ, чăваш хĕрĕ мĕн авалтанах тутлă апат-çимĕç хатĕрлеме ăста. Паянхи хĕрсем вара мĕнпе савăнтарма пултараççĕ-ха? Жюри членĕсем чиперккесем хатĕрленĕ çимĕçе те тутанса пăхрĕç. Çăкăр-тăварпа тата чăваш сăрипе, хуплупа, хуран куклипе, шăрттанпа, тутлă яшкапа сăйларĕç вĕсем тÿресене.
    Илемписем хăйсен илемлĕхне, илĕртÿлĕхне, ăсталăхĕпе пултарулăхне кăтартма тăрăшрĕç. Чăннипех те маттур теес килет вĕсене çакăншăн. Анчах кăлтăксене те палăртмасăр май çук-çке /ку чĕрре кĕрес тени мар, асăрхаттарни çеç пултăр/. Малашне çакăн йышши тупăшусене хутшăнакансене ытларах хатĕрленме сĕнесшĕн, чăваш литературипе историне, тăван культурăпа йăла-йĕркене пырса тивекен ыйтусене тепĕр хут пăхса тухсан аванрах пулĕччĕ. Тĕнчене çăлма илемлĕх çеç мар, ăс-тăн та кирлине асра тытасчĕ.
    Аса илтерер: "Чăваш пики-2010” ята Алиса Королева /Тăвай районĕ/ тивĕçрĕ, "Чăваш вице-пики-2010”- Наталия Иванова /Канаш районĕ/.
    Алиса Королева хăйĕнпе паллаштарма хаваспах килĕшрĕ. Вăл Тăвай районĕнчи Тăвай салинче çуралса ÿснĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн журналистика факультечĕн II курс студенчĕ. Хăйĕн пурнăçне журналистикăпа çыхăнтарасшăн е хăйĕн ĕçне йĕркелесшĕн вăл. Маттур та пултаруллă пике телекурав валли сюжет хатĕрлеме те ĕлкĕрет.
    "Конкурссене тăтăшах хутшăнатăп. Паянхи çĕнтерÿшĕн чи малтанах атте-аннене, юлташсене тав тăватăп. Хатĕрленнĕ чухне вĕсем те манпа пĕрле çĕр çывăрманни пулнă,”- терĕ вăл.
    "Чăваш пики-2010” конкурс пирки ыттисен шухăшне те пĕлес терĕмĕр.

    ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ В.Н.Лукиянов:
    - Конкурс йĕркелÿçи пулнă май çакна çеç калас кăмăл пур: тĕпрен илсен уяв чăннипех килĕшрĕ. Ăна, ман шухăшпа, спортри тупăшупа танлаштарма пулать. Куракан çитменлĕхсене сиссе юлаймарĕ пулин те эпир асăрхарăмăр. Юрă-кĕввех илер: енчен те "Чăваш пики” тетпĕр тĕк кунта пурте тăван чĕлхепе пулмалла. Чăвашлăха аталантарасси пирки "чан çапатпăр”, анчах ĕçе хирĕçле тăватпăр. Кăçалхи конкурсăн тĕп тĕллевĕ - тăван халăха К.В.Иванов çуралнăранпа 120 çул çитнине, çавăн пекех халăх çыравĕ пирки аса илтересси.

    Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ, жюри членĕ В.А.Абрамов:
    - Конкурс шайĕ ÿсни савăнтарать. Анчах хĕрсем, темшĕн, монолог енне ытларах туртăннă. ЧР Çамрăкĕсен "Хастар” пĕрлешĕвĕн витĕмĕ те сисĕнет: уяв программи те пуянланнă, сценăна та çĕнĕлле хатĕрленĕ, ертсе пыракансем шÿтсемпе усă кураççĕ. Паянхи çамрăксен чăвашлăх туйăмĕ сирĕлменни, нацилĕх палли çухалманни уççăн палăрчĕ. Хыпар пĕлтерем: кăçалхи кĕркунне Раççей шайĕнче "Чăваш пики” конкурс ирттересшĕн.
    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 638 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 3.0/18 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)