Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Çурла 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен тенине эсир епле ăнланатăр?
Пурĕ миçе ответ: 34
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Ытларикун, 26.11.2024, 08:29
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2010 » Çурла » 27 » Чăваш Ен вĕренÿ çулне 100 проценчĕпех хатĕр
    Чăваш Ен вĕренÿ çулне 100 проценчĕпех хатĕр
    18:17
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Раççейри 17 регион Пĕлÿ кунне кĕтсе илме 100 проценчĕпех хатĕр. Авăн уйăхĕн пуçламăшĕнче 111337 вĕренÿ учрежденийĕ 28147698 ачашăн алăкĕсене уçĕ. Ку тата ытти çивĕч ыйтусем тавра Раççей МЧСĕн ертÿçи Сергей Шойгу çурла уйăхĕн 25-мĕшĕнче иртнĕ селектор пухăвĕнче калаçрĕ. Пĕлÿ паракан учрежденисен йышĕ çулсерен чакнине палăртмалла - кăçал кăна 2284 таран сахалланнă. Çав шутран 1875-шĕ - ял тăрăхĕнче вырнаçнисем. Тĕрлĕ çитменлĕхе пĕтерейменнипе, хăрушсăрлăх йĕркине вăхăтра йышăнайманнипе 2027 вĕренÿ учрежденийĕ лицензи илеймен. Ку çĕр-шыври пĕтĕмĕшле шкулсен 4,2%.
    Çурла уйăхĕн 10-25-мĕшĕсенче Вĕренÿ, Чрезвычайлă лару-тăру министерствисен, ШĔМ, ФСБ, Роспотребнадзор, Ростехнадзор ĕçченĕсем пĕрле пухăнса йышăну комиссийĕсем йĕркеленĕ. Асăннă тапхăрта шкулсене, ача сачĕсене тата ытти учреждение тĕрĕсленĕ. Çурла уйăхĕн 25-мĕшĕччен тулли информаци тăратмалла пулнă. Çак йĕркене çĕр-шыври 67 субъект пурнăçланă. Аçтăрхан, Магадан, Сахалин, Брянск, Ярославль, Калининград, Курск, Пенза, Вологда, Свердловск облаçĕсем, Еврей автономи облаçĕ, Кабарда-Балкар, Бурят, Карел, Çурçĕр Осети-Алани, Чăваш республикисем 100% хатĕрленсе çитнĕ. Ытти регионта ку кăтарту 75-98% шайĕнче. Кăлтăксене, çитменлĕхсене шута илсе комиссисем чылай вĕренÿ учрежденине йышăнман. "Малта пыракансем” çаксем: Ростов облаçĕ - 4,4%, Иркутск облаçĕ - 4,5%, Карачай-Черкес Республики - 16%, Ленинград облаçĕ - 7,1%, Байкал леш енчи край - 2,9%, Дагестан Республики - 54,1%, Ингуш Республики - 53,4%, Тыва Республики - 39,9%. Вĕсене авăн уйăхĕн пĕрремĕшĕнче ачасене йышăнма ирĕк паман. Селектор пухăвĕнче Чукотка автономи округĕпе Тверь облаçĕ туллин хатĕрленсе çитересси те пысăк иккĕленÿ çуратнине палăртрĕç. Çавăнпа авăн уйăхĕ вĕçлениччен ачасене парта хушшине лартас умĕн вĕренмелли оборудованийĕпе тивĕçтермелле. Апат хатĕрлемелли, çимелли вырăна та тирпейлемелле, санитари ыйтăвĕсене пăхăнмалла. Шкул, сад тăрăхне илем кĕртмелле. Пур çĕрте те медицина кабинечĕ пулмалла, анчах ку ыйтăва пĕтĕмĕшле татса парайман-ха. Çак йывăрлăха кадрсем çитменнипе çыхăнтараççĕ.
    Чрезвычайлă лару-тăрăва пула инкек куракан нумайланнă. Ачасен хăрушсăрлăхĕшĕн тăрăшакансене канăç паман, пуçа ыраттаракан ыйтусем çаксем: вĕренÿ учрежденийĕсенче пушар тухнине хыпарлакан сигнализаци çукки е вăл ĕçлеменни, шыв кĕртменни, электросеть юсавсăрри, эвакуаци çулĕсем тирпейсĕрри. Шел, Пушкăрт, Дагестан, Ингуш, Калмăк, Кабарда-Балкар, Çурçĕр Осети-Алани республикисем, Иркутск, Курган, Волгоград, Челябинск тата ытти хăш-пĕр облаç хăрушсăрлăх оборудованийĕ çинче перекетленĕ. Сергей Шойгу пĕлтернĕ тăрăх патшалăх хăрушсăрлăх шайне ÿстерес тĕллевпе бюджетран уйăрнă укçа 5-6 çулта 17 хут ÿснĕ.
    Тĕрлĕ должноçра тăрăшакан 17000 çынна, 6545 юридици сăпатне административлă майпа явап тыттарнă. 820 шкула ĕçлеме чарнă. Чăваш Ен комиссийĕ тĕрĕслев тапхăрĕнче 400-е яхăн йĕркесĕрлĕх тупса палăртнă. 143 çынна штраф тÿлеттернĕ. 29 юридици сăпатне айăпланă.
    Авăнăн 1-мĕшĕнче 503 вĕренÿ учрежденийĕ шурă бант çыхнă, пысăк чечек çыххи йăтнă, капăр тумланнă ачасене кĕтсе илĕ.
    Раççей МЧСĕн ертÿçи Сергей Шойгу пĕтĕмĕшле ĕç-пуçа лайăх хакларĕ. Хăш-пĕр региона юсанма вăхăт пачĕ. Федераци округĕсем тăрăх палăртсан Урал шкулĕсем "хура списокра”. 747 вĕренÿ учрежденийĕ ачасене вăхăтра йышăнаймĕ. Чи лайăх ĕçлекенни - Тĕп округ, унта авăнăн 1-мĕшне 98% чăтăмсăррăн кĕтет.
    Пĕлтĕрхи çак тапхăрта çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕр маррисем 17% пулнă, кăçал - 5%. Эппин, аслăраххисем çанă тавăрса тăрăшсан шăпăрлансен авăнăн 15-20-мĕшĕ тĕлне пĕлÿ илме хăнăхнă сукмакпа утма тытăнас шанăç пур.
    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 728 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 2.7/27 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)