Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Çĕртме 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
282930
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Сирĕн шкулта Интернет мĕнле ĕçлет?
Пурĕ миçе ответ: 13
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Эрнекун, 29.11.2024, 20:16
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2010 » Çĕртме » 1 » Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кун
    Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кун
    12:53
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Халăх паллă тăвакан пысăк уяв чылай. Пĕлтерĕшлисен, сумлисен йышне Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери куна та кĕртес килет. Ачасем - пурнăç илемĕ-çке. Вĕсене халалланă уява епле чаплă ирттермĕн-ха?
    Сăмах май Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кун çĕртме уйăхĕн пĕрремĕш кунĕпе тÿр килет. Ăна 1949 çулхи чÿк уйăхĕнче Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен демократи федерацийĕн сессийĕн йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ. Çапла вара çак уява пĕрремĕш хут 60 çул каялла паллă тунă. Унăн тĕп тĕллевĕ - çитĕннĕ çынсене ачасен прависене хисеплемеллине тата пăхăнмаллине аса илтересси.
    Ачасен уявне халалласа республикăмăрта кашни çулах тĕрлĕ мероприяти иртет. Акă кăçал та пĕчĕккисене хÿтĕлемелли кун Шупашкарта ачасен пултарулăхĕн I фестивалĕ иртĕ. Шкулта вĕреннĕ чухне çак куна хамăр та паллă тăваттăмăр мар-и? Вĕренÿ çулĕн юлашки кунĕнче пĕлÿ çуртне сумка йăтмасăр кайни хăех мĕн тери савăнăçчĕ! Çак уяв питех те хаваслă иртетчĕ. Тем тĕрлĕ вăйă-кулă, ăмăрту... Вĕрентекенсем тĕслĕ пурăсем валеçетчĕç те эпир шкул, культура çурчĕ йĕри-тавра сарнă асфальта хамăрăн ÿкерчĕксемпе илемлететтĕмĕр. Чи лайăх ÿнерçĕсене парнесемпе хавхалантаратчĕç.
    Эпир: "Ачалăх - чи савăк та чи телейлĕ вăхăт”, - теме юрататпăр. Чăн та, пиртен чылайăшĕшĕн çак тапхăр чи ырă та асамлă самантсемпе асра юлать. Анчах та ашшĕ-амăшĕн çăмăлттайлăхне пула ачалăхне тăварлă куççульпе çăвăнса ирттерекенсем те пур. Аслисем эрех-сăрана, ашкăнчăк тата ирĕклĕ пурнăçа пепкинчен ытларах кăмăлланăран хăш-пĕр шăпăрланăн шар курма тивет. Юрать-ха ун пеккисене патшалăх пăрахмасть.
    Пирĕн республикăра йывăр лару-тăрăва лекнĕ ача сывлăхне сыхлас тата çирĕплетес, пурнăçне лайăхлатас тĕлĕшпе чылай ĕçлеççĕ. Çак пулăшу, паллах, пурне те пĕр пек тивĕçмест: пĕрне - ытларах, теприне - сахалрах. Çапах та ачана патшалăха çеç шанса çуратмалла мар. Шел те, кун çути парнеленĕ пепкине патшалăх аллине "куçаракан” куккук амăшĕсен шучĕ самай пысăк.
    Чăваш Енре тăлăхсене çеç мар, йĕркеллĕ çемьесенче çитĕнекенсен тĕлĕшĕпе те чылай ĕç пурнăçлаççĕ, тĕрлĕ программа йышăнаççĕ. Çул çитменнисен канăвне, сывлăхне çирĕплетессине йĕркелеççĕ. Акă, сăмахран, кăçал çак ĕçсене пурнăçлама кăна 286, 3 млн тенкĕ уйăрнă. 2009 çулта çак цифра 284 млн тенкĕпе танлашнă. 2010 çулта канма тата сывалма 93900 ачана явăçтарма палăртнă. /2009 çулта - 93049 ача/. 6 пин ытла шăпăрлан ача-пăча санаторийĕсенче тата сывлăха çирĕплетекен лагерьсенче канĕç. Çулла кăнтăрлахи, шкул çумĕнчи ĕçпе кану 769 лагерĕ ĕçлĕ. Вĕсем 50 пин яхăн ачана хаваспах кĕтеççĕ. Сăмах май, 2009 çулта кăнтăрлахи лагерьсен шучĕ 1 пинпе танлашнă. Унта 64 пин шăпăрлан çÿренĕ. Каникулта тата вĕренÿрен пушă вăхăтра 15 пин çамрăк ĕçе вырнаçнă.
    Сахал тупăшлă çемьесене, тăлăх, сусăр ачасене пулăшас енĕпе Раççей Ача-пăча фончĕн Чăваш Енри регион уйрăмĕ те чылай тăрăшать. Ыр кăмăллăх марафонĕсем ирттерет. Пухăннă укçапа йывăр лару-тăрăва лекнĕ ачасене пулăшать, интернатсем, сиплев учрежденийĕсем çĕнĕ те паха оборудованисем туянаççĕ. "Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе” марафона хутшăнакансен йышĕ те çулсеренех ÿсет. 2006 çулта ыттисене пулăшу кÿме тăрăшакансем 200-ĕн пулнă, кăçал унта 1285 çынпа организаци хутшăннă. Ыр кăмăллăх марафонĕ ăнăçлă ĕçлени куç кĕрет.

    Ачасен ыйтăвĕсем пирки çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче çеç шухăшлас марччĕ. Шăпăрлансен ачалăхĕ телейлĕ пултăр тесе кашнин ырă ĕç тума тăрăшасчĕ. Ырă туни вара каялла ырăпах таврăнать.


    Ытарайми ачалăх чăннипех телейлĕ пулинччĕ… («Чувашская женщина (Чăваш хĕрарăмĕ)», Чебоксары )

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 899 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 2.9/22 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)