Тăван чĕлхесен кунне халалласа Трак шкулĕнче районти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен черетлĕ методика ларăвĕ иртрĕ. "Тăван чĕлхене рефрен майĕпе вĕрентесси" ятпа иртнĕ мероприятие районти шкулсенче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем, вырăнти общество хастарĕсем тата Чăваш наци конгресĕн элчисем килсе çитрĕç: Наци конгресĕн Вĕренÿ комитечĕн ертÿçи, Чăваш республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Г.Л. Никифоров, Чăваш республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ А.В. Ишова (Шупашкар районĕ, Тутаркасси), Чăваш республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Т.Н. Петрова (Çĕрпỹ районĕ, Опытнăй). Инçетрен килнĕ хăнасем Трак шкулĕн вĕрентекенĕсем (Ю.Е. Кузьмина, И.М. Федорова, И.А. Павлова) хатĕрленĕ уçă уроксене пăхрĕç. Чăваш наци конгресĕн представителĕсем çавăн пекех ÿнерпе технологи учителĕ Н.В. Кривошеев йĕркеленĕ ачасен ал ĕçĕсен куравĕпе киленчĕç, шкулти этнопедагогикăпа этнографи музейĕсене кĕрсе курчĕç. Тĕл пулăвĕн класс тулашĕнчи ĕçсен пайĕ акт залĕнче иртрĕ. Трак вăтам шкулĕн ачисем "Кĕрлерĕ вăрçă, çунчĕ çĕр!" уçă мероприяти кăтартрĕç, сăвăсем каласа, юрăсем шăрантарса пурин чĕрисене те тыткăнларĕç. Юлашкинчен ларусен пÿлĕмĕнче &qu
...
Малалла вула »