Тăван чĕлхесен кунне халалласа Трак шкулĕнче районти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен черетлĕ методика ларăвĕ иртрĕ. "Тăван чĕлхене рефрен майĕпе вĕрентесси" ятпа иртнĕ мероприятие районти шкулсенче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем, вырăнти общество хастарĕсем тата Чăваш наци конгресĕн элчисем килсе çитрĕç: Наци конгресĕн Вĕренÿ комитечĕн ертÿçи, Чăваш республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Г.Л. Никифоров, Чăваш республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ А.В. Ишова (Шупашкар районĕ, Тутаркасси), Чăваш республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Т.Н. Петрова (Çĕрпỹ районĕ, Опытнăй). Инçетрен килнĕ хăнасем Трак шкулĕн вĕрентекенĕсем (Ю.Е. Кузьмина, И.М. Федорова, И.А. Павлова) хатĕрленĕ уçă уроксене пăхрĕç. Чăваш наци конгресĕн представителĕсем çавăн пекех ÿнерпе технологи учителĕ Н.В. Кривошеев йĕркеленĕ ачасен ал ĕçĕсен куравĕпе киленчĕç, шкулти этнопедагогикăпа этнографи музейĕсене кĕрсе курчĕç. Тĕл пулăвĕн класс тулашĕнчи ĕçсен пайĕ акт залĕнче иртрĕ. Трак вăтам шкулĕн ачисем "Кĕрлерĕ вăрçă, çунчĕ çĕр!" уçă мероприяти кăтартрĕç, сăвăсем каласа, юрăсем шăрантарса пурин чĕрисене те тыткăнларĕç. Юлашкинчен ларусен пÿлĕмĕнче "Хальхи вăхăтра чăваш чĕлхине паха шайра вĕрентесси" тема тавра çавра сĕтел ирттерчĕç, тĕл пулăва килнисем хумхантаракан ыйтусем çĕклерĕç, пĕр-пĕринпе канашларĕç. Ларура Трак шкулĕн директорĕ И.А. Федорова, чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен И.М. Федорова, "Трак ен — кедр тăрăхĕ" проект ертỹçи С.М. Мефодьева, Н.Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх председателĕ И.А. Прокопьев, Наци конгресĕн Вĕренÿ комитечĕн ертÿçи Г.Л. Никифоров, тĕп вулавăш ĕçченĕ С.А. Гурьева, чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи Л.А. Тихонова, "Юхăм" халăх театрĕн режиссĕрĕ К.И. Васильева тата ыттисем те тухса калаçрĕç, йышăну турĕç. Çавра сĕтеле Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕн çумĕ, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхи вĕрентекен В.М. Михайлов педагог ертсе пычĕ. Мероприятие ăнăçлă ирттермешкĕн ЧНКан Красноармейски районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи, Красноармейски вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен З.П. Михайлова нумай вăй хунă. Тав ăна! Çыпăçтарнисем: |