Енчен те эсир кунта, ҫак статьяра эп сире шкулта мӗнле ачасем вӗренни пирки ҫырса парӑп тесе шутлатӑр пулсан — йӑнӑшатӑр. Паллах, пуян ачасем е чухӑнраххисем, ӑслӑ ачасем е айвансем вӗреннине тишкерме пулӗччӗ, тӗпчев те ирттерме май пур, анчах калаҫӑвӗ урӑххи пирки. Хушма ыйтӑвӗ ҫакнашкал: ачисем хӑйсем е вӗсен ашшӗ-амӑшӗ?
Ман пуҫра ку ыйту ӗнер ҫуралчӗ. Кӳршӗри пӗр амӑшӗ килчӗ те унӑн шкула ҫӳрекен ачи валли тӗпчев ӗҫне хатӗрлесе пама ыйтрӗ. Шкулта ыйтаҫҫӗ имӗш. Класс ертӳҫи хушнӑ тет-и... Юрӗ, тейӗпӗр, шкул ыйтма пултарать — вӗрентнине тӗрӗслемелле-ҫке, пӗлӳ ача ӑсне мӗнле вырнаҫнине пӗлмелле-ҫке. Анчах ҫак тӗпчев ӗҫне... пӗлетӗр-и, хӑш класс ачи валли туса памалла? 1-мӗш класа ҫӳрекенскер валли! Тӗпчев ӗҫӗ те ахаль пулмалла мар, презентаци таврашӗпе хатӗрленӗскер кирлӗ. Тепӗр хут калатӑп: ҫакна 1-мӗш класс ачинчен ыйтаҫҫӗ.
Эпир вӗреннӗ чухне те рефератсем ҫыркалаттӑмӑр. Хам та ҫырнӑ. Пӗрре ҫапла реферат хатӗрлес тесе Наци вулавӑшнех (вӑл вӑхӑтра ун ячӗ урӑхлаччӗ-ха) ҫитнӗччӗ. Апи (литература чӗлхенче «анне» пулать) илсе кайнӑччӗ мана унта. Халь астума
...
Малалла вула »