«Ма инçе-ши çăлтăрăм?..» /2001/, «Кая юлнă ÿкĕнÿ» /2002/, «Çирĕп чунлисем телейлĕ» /2010/, «Упраймарăм сана» /1-мĕш пайĕ, 2012, 2-мĕш пайĕ, 2015/ кĕнекесене вуланисем сăмах кам пирки пынине тÿрех ăнланса илчĕç пулĕ. Çапла, çапла, вĕсен авторĕ Ольга Геннадьевна кăçал тата тепĕр ĕçпе - «Сарă кĕпе» кĕнекепе, вăл Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленчĕ, - савăнтарчĕ. «Сарă кĕпе» повеçпе «Чечек çыххи» калав кĕнĕ унта. Паян сăмах шăпах асăннă кăларăм пирки пулĕ. Çапах вулакана Улькка Эльменпе паллаштарар-ха. Вăл Вăрнар районĕнчи Авшак Элменре кун çути курнă. Çывăхри Ярмушкари вăтам шкулта, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче пĕлÿ илнĕ. Унтан тăван районĕнчи Калининăри вăтам шкулта ачасене чăваш чĕлхипе литератури вĕрентнĕ, пĕр тапхăр районти «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатра, Санарпуçри вăтам шкулта директор çумĕнче, район администрацийĕн тĕп специалистĕнче ĕçленĕ, «Капкăн» журнал редакцийĕнче те вăй хунă. Хальхи вăхăтра «Вăрнардорстрой» акционерсен уçă пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ. Ольга Геннадьевна - Раççей Писательсен союзĕн чле
...
Малалла вула »