Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Чӳк 2014  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Раççейри чăвашсен хăйсен ирĕклĕ патшалăхне йĕркелеме ирĕк пур-и?
Пурĕ миçе ответ: 18
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Юнкун, 18.12.2024, 20:57
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2014 » Чӳк » 21 » «Асамат & Шевле», «Салам» хаçат-журналсене çырăнăр
    «Асамат & Шевле», «Салам» хаçат-журналсене çырăнăр
    23:04
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    «Асамат  &  Шевле», «Салам» хаçат-журнала кăларакан Владислав Николаевпа тĕл пулса калаçрăмăр (Чăваш халăх сайчĕ). Тен сире те кăсăклă пулĕ — паллашăр.

    — Хăвăн пирки кĕскен каласа пар-ха.

    — Елчĕк районĕнчи Шăмалак ялĕнче 1974 çулхи çурла уйăхĕн 28-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Шăмалакри вăтам шкулта пĕлӳ илнĕ, 1991-96 çулсенче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче вĕреннĕ. Вĕренсе тухсан тĕрлĕ хаçат-журналта («Хыпар», «Çамрăксен хаçачĕ», «Молодежный курьер», «Хресчен сасси»), ЧР физкультурăпа спорт министерствинче, Раççей Перекет банкĕн Чăваш уйрăмĕнче ĕçленĕ. 2011-13 çулсенче «Тантăш» хаçат редакцийĕ» автономи учрежденийĕн тĕп редакторĕнче тăрăшнă. Халĕ — ирĕклĕ ишевре, хам тĕллĕн хаçат-журнал кăларатăп, ытти проектсемпе ĕçлетĕп.

    — Владислав Николаевăн «издательство çуртĕнче» хальхи вăхăтра 2 кăларăм тухать. «Асамат  &  Шевле» ача-пăча журналĕ тата «Салам» хаçат. Вĕсем пирки пĕр-ик сăмах. Вĕсене кăларас шухăш епле çуралчĕ?

    — Тĕрĕссипе, хам тĕллĕн хаçат кăларасси маншăн çĕнĕлĕх мар, «Хыпартан» кайсан «Го-о-ол!» спорт хаçачĕ кăларма пуçланăччĕ. Ун чух çамрăк пулнă, лару-тăрăва туллин тишкерсе пĕтĕмлетме пĕлмен — çавăнпа та 7 номертен ытла кăлараймарăм ăна. Унтан «Спортивная Чувашия» хаçат кăларса тăтăмăр 2 çула яхăн. Ун чухне, чăн та, укçине уйăракан тупăнчĕ, эпĕ тĕп редактор тата журналист тивĕçĕсене çеç пурнăçласа пынă.

    «Асамат  &  Шевле» журнала кăларас шухăш 2013 çулхи авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнче çуралчĕ. Мĕншĕн питĕ лайăх астăватăп тетĕн-и? Ун чухне «Тантăш» хаçата «Хыпарпа» пĕрлештерес ĕç пыратчĕ. Тĕрлĕ ултавçăсене пула ман ĕçрен каймалла пулчĕ. Тĕрĕссипе, Мускава кайса пĕрер çул стройкăра ĕçлесшĕнччĕ, пуçа кантарасшăнччĕ. Анчах юлашки кунсенче мана питĕ вирлĕ хĕсме пуçларĕç. Ĕçрен кайнă чухне паракан укçа-тенкĕне парасшăн мар çапла хăтланчĕç. Çак кун — авăнăн 8-мĕшĕнче — мана министерствăра питĕ аван «тăн кĕртрĕç»: эпĕ 2 çул хушшинче нимĕн те туман иккен, эпĕ ĕçлеме те пĕлместĕп иккен, ниме тăман журналист иккен... Кăштах хӳтĕленкелесе лартăм-ха, анчах ытлашши вирлĕн калаçмарăм, чăтрăм. Шăпах çав вăхăтра шăла çыртса ăшра «Эп сире кăтартап-ха мĕнле журналист пулнине!» тесе шутларăм та журнал туса хума тĕллев тытрăм. Паян «Асамат  &  Шевле» журнал 8 пин тиражпа тухать, пĕтĕм республикипех саланать. Тĕрĕссипе, вăл паян чи пысăк тиражлă ача-пăча журналĕ, çав шутра Шупашкарта тухса тăракан вырăслисене шута илсен те.

    «Салам» хаçата вара урăх тĕллевпе кăларма шутларăм. Чăвашла та вуланма интереслĕ хаçат тума пулнине кăтартса парас килчĕ. Ирĕклĕ, чăннине тата тĕрĕссине, влаçрисен йăнăшĕсем пирки уççăн çырма пултаракан хаçат кăларса пăхас килчĕ. Хальлĕхе ăнланса çитерейместĕп-ха — те кирлĕ кун пек хаçат халăха, тен, кирлĕ те мар, тен эпĕ Дон Кихотла çил арманĕсемпе çеç çапăçса пурăнатăп... Вăхăт кăтартса парасса шанатăп: енчен те хаçат тиражĕ ӳссе пычĕ-тĕк — кирлĕ, енчен те çук-тăк — хупса урăх проектсемпе ĕçлемелле пулать-тĕр...

    — Хăш  хаçат-журнал  сан  изданисен конкуренчĕсем  пулаççĕ?

    — Конкурентсем тесе каласшăн мар, чăвашла мĕн чухлĕ ытларах хаçат-журнал тухать — çавăн чухлĕ аванрах тесе шутлатăп. Çынсем те тĕрлĕрен вĕт, хаçат-журналĕ те тĕрлĕрен пултăр — вулакан хăйех хăйне мĕн килĕшнине суйласа илет. Чăннипе каласан, паян пур чăваш хаçат-журналне те, телевидени-радиовне те патшалăх укçипе тытса тăраççĕ. Эпир вара бюджетран пĕр пус та илместпĕр, çакна уйрăммăнах палăртса хăварасшăн. Çапла майпа, чиновниксен куçĕсенчен пăхмасăр тăвакан япаласем те кирлĕ, массăллă информаци хатĕрĕсем тĕрлĕрен пулмалла.

    — Юрĕ, вĕсемпе тупăшмасăр ĕçлетĕн тейĕпĕр, анчах та вĕсенчен лайăхрах пулас тĕллев пур-и? Сан кăларăмусен мĕнле лайăх енĕсем пур тесе шутлатăн?

    Вĕсем хăйсем пултарнă таран тăваççĕ çак ĕçе, эпĕ хам пултарнă таран. Манăн, чăн та, лайăхрах, самай лайăхрах тумалла хамăн ĕçе, мĕншĕн тесен журналпа хаçат пахалăхĕнчен вĕсем мĕнле сутăнасси килет-çке. Апла та капла та каять тесен туянма пăрахаççĕ те — кайран çухатнă чыса тавăрасси ай-ай йывăр пулать.

    Мĕнпе лайăхрах-и ман хаçатпа журнал? Кунта, чăн малтанах, танлаштарма май çук япаласем пирки калаçатпăр эпир. Эпир хаçат-журнала питĕ пĕчĕк вăйпа тăватпăр, ытти чăваш кăларăмĕсенче вуншар-вуншар çын ĕçлет. Паллах ку енĕпе эпĕ вĕсемпе нихăçан та танлашаяс çук. Тепĕр енчен, эпĕ ирĕклĕ, совеç ирĕк панă таран темĕн çинчен те çырма пултаратăп. Вĕсем бюджетран укçа илсе тăнăран влаçрисен куçĕнчен пăхмалла — ку енĕпе вĕсем манпа танлашаймĕç. Çапларах лару-тăру. Тепре калатăп, хаçат-журнал нумай пулнине эпĕ ырлатăп çеç, çакă тавара (хаçат вăл тавар-çке) тата та лайăхрах тума хĕтĕртсе пырать.

    — «Асамат   &   Шевле»  журнал  пирки  республика  халăхĕ пĕлсе çитрĕ темелле  пуль.  «Салам» пирки ытлашшиех пĕлмеççĕ. Çак çитменлĕхе мĕнле татса пама, мĕнле пĕтерме шухăшлатăн?

    — Хаçата пĕлсе çитме — «Салам» пирки çеç мар, пĕтĕмĕшле илсе калатăп — 3 çултан кая мар кирлĕ. Паллă ĕнтĕ, кăçалхи утă уйăхĕнче çеç тухма пуçланă кăларăма ят çĕнсе илме вăхăт кирлĕ. Ман административлă ресурс та, ытлашши укçа-тенкĕ те те çук çӳлтен каласа çырăнтарма е анлă реклама акцийĕсем ирттерме. Пĕртен-пĕр çул — хаçата илĕртӳллĕ, кăсăк кăларасси. «Вуланă-и, «Салам» хаçатра ун пирки, кун çинчен çырнă...», — теекенсем ытларах пулсан хаçатăн тиражĕ те ӳсессе шанатăп. Апла пулсан хаçата тата илĕртӳллĕрех тумалла, кашни номертех хальччен пулман статьясем пулччăр.

    2015 çулăн пĕрремĕш çурçулĕнче илсе тăма халĕ çырăнтару кампанийĕ пырать. «Салам» хаçата çырăннисем çурçул хушши лайăх хаçат илсе тăнисĕр пуçне лотерейăна хутшăнса тĕрлĕ парне çĕнсе илме пултараççĕ. 300 парне выляттарма палăртатпăр эпир, чи пысăк парне — мультиварка. Çавăн пекех хуçалăхра кирлĕ ытти хатĕр-хĕтĕр: тостерсем, блендерсем, карас телефонĕсем, чейниксем, сехетсем, утюгсем, савăт-сапа тата ытти те. Лотерейăна хутшăнас тесен: 1) хаçат çырăнмалла 6 уйăха, 2) «Салам» хаçата «Чăвашпичет» киоскĕсенче туянса унти купона касса илсе, тултарса редакцие ярса памалла. Тĕплĕнрех лотерея пирки хаçатăн кашни номерĕнчех çырса ăнлантаратпăр эпир.

    — Хаçат-журнал кăларас ĕç çăмăл мар. Пысăк редакцисенче çĕршер çын та ĕçлет.  Сан  предприятире  миçе  çын  тăрăшать? Вĕсен йышне пысăклатас плансем пур-и? Авторсен йышĕ пысăк-и?

    — Ĕçлекенсем питĕ сахалăн. Шутне каламастăп та. Паллах ӳстерес килет ĕçлекенсен шутне, анчах та çынсене тӳлемелле вĕт-ха, хальлĕхе тивĕçлĕ ĕç укçи сĕнейместĕп-ха эпĕ. Пĕчĕк укçа сĕнме вара мана совеç ирĕк памасть. Авторсем тенĕрен, эпĕ кирек кампа та çыхăну тытма хатĕр, енчен те пирĕн хаçата тивĕçтерекен статья пулсан хаваспах пичетлетпĕр. Енчен те материал «пиçсех» çитеймен пулсан — пĕрлехи вăйпа хатĕрлесе çитерĕпĕр. Енчен те хăвăр çырма пултараймасан — чĕнĕр, хам пырса çутатма хатĕр.

    — Хуть  те  мĕнле  ĕç те йывăрлăхсемсĕр пулмасть. Пĕр-пĕр проблемăран çăрăлса  тухсан  вăл пушшех та асăмра юлать пуль. Хаçат-журнал кăларас ĕçри çавнашкал мĕнле те пулин пăтăрмах пирки каласа параймăн-и?

    — Телее, хальлĕхе ун пекех йывăрлăхсем пулман-ха. Алă-ура тĕрĕс-тĕкел, чĕре тапать, куçăм курать, хăлхам илтет — сывлăх çеç пултăр, ытти йывăрлăха çĕнтерме пулать. Пăтăрмах тенĕрен, çав хама усал суннă вăхăтсене аса илсе темиçе хут та тишкеретĕп. Тĕрлĕ шухăш пуçа килет. Ун чухне чăнах та тылларĕç мана, аван тылларĕç. Аслă юлташсем тĕрĕс каларĕç çав: ан вăрçăн, хирĕçсе вăйна ан пĕтер, хăвăн ĕçне ту, малалла талпăн — вăхăт вара кам тĕрĕссипе йăнăшне хăйех татса парать. Ăçта халь çав çынсем — мана ура хурас тесе ырми-канми тăрăшнă этемсем? Тепĕр енчен тав тăвас та килет вĕсене, енчен те çавăн чух тылламан пулсан паян «Асамат  &  Шевле» те, «Салам» та пулмастчĕç. Ку чăн.

    — Çак хаçат-журнала кăларнă вăхăтра хăвăн шутупа чи пысăк çитĕнӳ мĕнли сан пулчĕ?

    — Чи пысăк çитĕнӳ — мана çынсем шанни, ман ĕçе хисеплени. Мана «Асамат  &  Шевле» журнала эрне хушшинче шутласа кăларнине ĕненместчĕç. Çапла, эрне хушшинче кăларăмăн концепцине шутласа кăларса, художник тупса ĕçлеме пуçларăмăр. Виçĕ эрнерен вăл пичетрен тухрĕ. Журнал кун çути куричченех шкулсенче ăна 1000 экземпляр таран çырăннăччĕ, мĕнлерех пулать вăл, хитре-и, лăпăр-лапăр-и — никам та нимĕн те пĕлмест-çке. Йăлтах мана шаннипе, эпĕ ĕçе начар тума пултарайманнине пĕлнипе вĕрентекенсем мана пулăшу аллине тăсса пачĕç. Çавăнпах эпир паян та пĕрне пĕри шанса, хисеплесе, пулăшса ĕçлетпĕр.

    — 2015  çулта  Чăвашра  суйлав  иртмелле.  «Салам» хаçата çак суйлав ĕçне (тĕслĕхрен, материалсем вырнаçтарса) хутшăнтарас шухăш пур-и?

    — Эпир йĕркеллĕ çынсемпе яланах пĕр чĕлхе тупма, пĕрле ĕçлеме хатĕр.

    — Калаçăва вĕçленĕ май малашнехи плансем пирки каласа параймăн-и?

    — Пирĕн плансем Наполеонăннинчен пĕрре те кая мар. Кĕçех чи пĕчĕк ачасем валли «Панулми» журнал кăларма пуçласшăн. Унтан тата аслисем валли «ЭПИР. Эстрада. Политика. Илем. Реклама» журнал кăларса пăхасшăн. Çавăн пекех çамрăк çыравçăсене пĕр тĕвве пухса литература альманахĕ е кĕнекесен ярăмĕ пичетлесе вулакан патне çитересшĕн.

    — Ыйтусемпе сĕнӳсем пулсан ăçта çырмалла, мĕнле çыханмалла?

    — Кирек мĕнле ыйтупа та мана тӳрремĕн шăнкăравлама пултаратăр: 8-987-737-60-90 (мтс) е 8-937-011-60-50 (мегафон). Çыру çырма электрон пуштин адресĕ: salam21salam@yandex.ru.

    — Тавах.

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 1960 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 5.0/1 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)