Хаклӑ ентешӗмӗрсем!
Сире Ҫӗнӗ 2014 ҫул ячӗпе тата ҫутӑ Раштав уявӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!
Иртсе каякан 2013 çул республикăшăн çăмăлах мар, çапах та, пĕтĕмĕшле илсен, ăнăçлă пулчĕ. Пирӗн пӗрлехи ӗҫӗмӗрӗн кӑтартӑвӗсем тӗрлӗ шайра пысӑк хака тивӗҫрӗҫ. Эппин мухтанмалӑх пур!
Чӑваш Енре хальхи вӑхӑтри тӑватӑ предприяти хута кайнӑ, пысӑк тухӑҫлӑ ҫӗршер ӗҫ вырӑнӗ йӗркеленнӗ. Строительство комплексӗ ӑнӑҫлӑ ӗҫленине пула республика пӗр ҫын пуҫне пурӑнмалли ҫурт-йӗр хута ярассипе каллех Атӑлҫи федераци округӗнче малти вырӑна тухрӗ. Пирӗн ҫӗр ӗҫченӗсем хӑйсене шеллемесӗр вӑй хучӗҫ, пӑхса ӳстернӗ тухӑҫа ҫанталӑкӑн ҫӑмӑлах мар условийӗсенче те туллин пухса кӗртме тӑрӑшрӗҫ. Сывлăх сыхлавне модернизацилемелли программӑна ӑнӑҫлӑн пурнӑҫларӑмӑр. Атăл леш енне газ кĕртес ĕçе "Газпром" АУО 500 миллион ытла укçа-тенкĕ хывать, ҫавна пула унта сывлăха ҫирӗплетмелли учрежденисен сетьне аталантарма питех те лайăх майсем йĕркеленеççĕ.
Пирӗн тӗп пуянлӑх, пирӗн пуласлӑх вӑл – ачасем. Сывӑ та хаваслӑ ачасем вара тулли те ҫирӗп ҫемьесенче кӑна ӳссе ҫитӗнеҫҫӗ. Чӑваш Енре ҫемьене, ача амӑшӗсене тата ачалӑха пулӑшу парас енӗпе чылай мера пурнӑҫланать. Эпир 11 ҫӗн
...
Малалла вула »