Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Кăрлач 2014  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Хисеплĕ вĕрентекенĕмĕр! Эсир шкулта ĕçлесе илнĕ тупăшăрпа çăмăл машина туянма пултарятăр-и?
Пурĕ миçе ответ: 27
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Вырсарникун, 05.05.2024, 10:33
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2014 » Кăрлач » 1 » Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ҫӗнӗ 2014 ҫул ячӗпе тата ҫутӑ Раштав уявӗпе саламлани
    Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ҫӗнӗ 2014 ҫул ячӗпе тата ҫутӑ Раштав уявӗпе саламлани
    13:08
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Хаклӑ ентешӗмӗрсем!
    Сире Ҫӗнӗ 2014 ҫул ячӗпе тата ҫутӑ Раштав уявӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!
    Иртсе каякан 2013 çул республикăшăн çăмăлах мар, çапах та, пĕтĕмĕшле илсен, ăнăçлă пулчĕ. Пирӗн пӗрлехи ӗҫӗмӗрӗн кӑтартӑ­вӗсем тӗрлӗ шайра пысӑк хака тивӗҫрӗҫ. Эппин мухтанмалӑх пур!
    Чӑваш Енре хальхи вӑхӑтри тӑватӑ предприяти хута кайнӑ, пысӑк тухӑҫлӑ ҫӗршер ӗҫ вырӑнӗ йӗркеленнӗ. Строительство комплексӗ ӑнӑҫ­лӑ ӗҫленине пула республика пӗр ҫын пуҫне пурӑнмалли ҫурт-йӗр хута ярассипе каллех Атӑлҫи федераци округӗнче малти вырӑна тух­рӗ. Пирӗн ҫӗр ӗҫченӗсем хӑйсене шеллемесӗр вӑй хучӗҫ, пӑхса ӳс­тернӗ тухӑҫа ҫанталӑкӑн ҫӑмӑлах мар условийӗсенче те туллин пухса кӗртме тӑрӑшрӗҫ. Сывлăх сыхлавне модернизацилемелли программ­ӑна ӑнӑҫлӑн пурнӑҫларӑмӑр. Атăл леш енне газ кĕртес ĕçе "Газ­пром" АУО 500 миллион ытла укçа-тенкĕ хывать, ҫавна пула унта сывлăха ҫирӗплетмелли учрежденисен сетьне аталантарма питех те лайăх майсем йĕркеленеççĕ.  
    Пирӗн тӗп пуянлӑх, пирӗн пуласлӑх вӑл – ачасем. Сывӑ та хавас­лӑ ачасем вара тулли те ҫирӗп ҫемьесенче кӑна ӳссе ҫитӗнеҫҫӗ. Чӑ­ваш Енре ҫемьене, ача амӑшӗсене тата ачалӑха пулӑшу парас енӗпе чылай мера пурнӑҫланать. Эпир 11 ҫӗнӗ ача сачӗ турӑмӑр, шкулчченхи вӗренӳ учрежденийӗсенче 6,5 пине яхӑн вырӑн йӗркелерӗмӗр, ҫапла майпа ача сачӗсенче 3 ҫултан пуҫласа 7 ҫула ҫитичченхи ачасен черетне пӗтӗмпех пӗтертӗмӗр. 
    Сывӑ пурнӑҫ йӗркине кӑмӑллакан мӗн пур ҫыннӑн хастарлӑхне пула республика физкультурăпа спорт сферинче "Раççей регионĕ" номинацире наци премине тивӗҫрӗ. Чăваш Ен 2015 çулта çăмăл атлетика енĕпе Европăн командăсен чемпионатне, 2016 тата 2018 çулсенче вара хăвăрт утас енӗпе Тĕнче кубокне ирттерме ирĕк илчĕ. Тӗнчери ҫав сумлӑ ӑмӑртусем нихҫан манӑҫми пулӑм пулса юласса тата физкультурӑпа спорт аталанӑвне тивӗҫлӗ тӳпе хывасса шанса тӑратӑп.
    Хаклӑ туссем!
    2014 çула Раççейре Культура çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ. Чӑваш Ен пуласлӑхӗ культура еткерне, ырӑ та уҫӑ кӑмӑллӑ, ӗҫчен халӑхӑмӑ­рӑн йӑли-йӗркипе мешехисене тивӗҫлипе сыхласа упранинчен килет. Ҫынна пултарулăх тĕлĕшĕнчен ÿсме, ăс-хакăлне аталантарма условисемпе майсем туса хурса,тăнăçлăхпа килĕшӳлӗхе тата пĕр-пĕрне ăнланнине упраса хӑварса кăна эпир малашлӑхалла шанчӑк­лӑн пӑхма пултаратпӑр.
    Сире пурне те ҫирӗп сывлӑх, телейпе юрату сунатӑп! Кашни ҫемьерех, кашни килтех ҫителӗклӗх, ырлӑх тата килĕшӳлӗх хуҫаланч­чӑр!
    Уяв ячӗпе сире! Ҫӗнӗ 2014 ҫул ячӗпе!

    Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ М.Игнатьев.
    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 887 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 5.0/1 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)