«Хыпар» хаçат пĕлтернĕ тăрăх, 2012 çулхи утăн 17-мĕшĕнче чăваш чĕлхин паллă тĕпчевçи, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Анатолий Ермолаевич Горшков доцент пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ.
Анатолий Ермолаевич Горшков 1931 çулхи кăрлачăн 5-мĕшĕнче Муркаш районне кĕрекен Вускасси ялĕнче хресчен çемйинче кун çути курнă. 1938 çулта Сăпайкассинчи пуçламăш шкулта, унтан Калайкассинчи çичĕ çул вĕренмелли, Ишлейри вăтам шкулсенче ăс пухать. 1949 çулхи кĕркунне Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренме кĕрет. Аслă шкула хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ хыççăн пĕр хушă Чăваш патшалăх кĕнеке издательствинче вĕрентӳпе педагогика литературин редакторĕнче ĕçлет. 1954 çулта педагогика институчĕн аспирантурине вĕренме кĕрет. Ăна пĕтернĕ хыççăн Анатолий Ермолаевич каллех издательствăна таврăнать, 1961-1965 çулсенче тĕп редакторта ĕçлет.
1964 çулта тĕпчевçĕ филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ пулса тăрать. 1965–1968 çулсенче — Чăваш АССР Министрсен Канашĕ çумĕнчи Пичет управленийĕн ертÿçи. 1968 çулта паллă, талантлă ăсчах чăваш чĕлхин аталанăвне малалла тишкерес ĕмĕтпе Чăваш АССР Министрсен Канашĕ çумĕнчи наука-тĕпчев институчĕн директорĕн
...
Малалла вула »