Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Утă 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен тенине эсир епле ăнланатăр?
Пурĕ миçе ответ: 34
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Юнкун, 18.12.2024, 20:59
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2012 » Утă » 20 » Анатолий Горшков пирĕнтен уйрăлса кайрĕ
    Анатолий Горшков пирĕнтен уйрăлса кайрĕ
    00:12
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    «Хыпар» хаçат пĕлтернĕ тăрăх, 2012 çулхи утăн 17-мĕшĕнче чăваш чĕлхин паллă тĕпчевçи, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Анатолий Ермолаевич Горшков доцент пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ.
    Анатолий Ермолаевич Горшков 1931 çулхи кăрлачăн 5-мĕшĕнче Муркаш районне кĕрекен Вускасси ялĕнче хресчен çемйинче кун çути курнă. 1938 çулта Сăпайкассинчи пуçламăш шкулта, унтан Калайкассинчи çичĕ çул вĕренмелли, Ишлейри вăтам шкулсенче ăс пухать. 1949 çулхи кĕркунне Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренме кĕрет. Аслă шкула хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ хыççăн пĕр хушă Чăваш патшалăх кĕнеке издательствинче вĕрентӳпе педагогика литературин редакторĕнче ĕçлет. 1954 çулта педагогика институчĕн аспирантурине вĕренме кĕрет. Ăна пĕтернĕ хыççăн Анатолий Ермолаевич каллех издательствăна таврăнать, 1961-1965 çулсенче тĕп редакторта ĕçлет.
    1964 çулта тĕпчевçĕ филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ пулса тăрать. 1965–1968 çулсенче — Чăваш АССР Министрсен Канашĕ çумĕнчи Пичет управленийĕн ертÿçи. 1968 çулта паллă, талантлă ăсчах чăваш чĕлхин аталанăвне малалла тишкерес ĕмĕтпе Чăваш АССР Министрсен Канашĕ çумĕнчи наука-тĕпчев институчĕн директорĕн çумĕнче ĕçлет. Унта вăй хунă вăхăтра А.Е.Горшков ăслăлăх енĕпе 100 яхăн статья пичетлет, кĕнекесем кăларать. Унăн «Мĕнле каласан тĕрĕс? Словарь-справочник» (1973), «Сăмах пултăр уçăмлă, шухăш пултăр витĕмле» (1980), «Чăваш чĕлхи: лексика, фразеологи, пуплев культури» (1997) монографисене вуламан çын çук-тăр. А.Е.Горшков чăваш чĕлхе вĕрентĕвĕнче пуçласа «Чăваш чĕлхин кĕске орфоэпи словарьне» тата «Чăваш чĕлхин фразеологи словарьне» çырса хатĕрлесе пичетлесе кăларать. 1982 çулта кун çути курнă «Чăвашла-вырăсла словарь» хатĕрлес ĕçре те тĕпчевçĕн тӳпи пысăк.
    Юлашки вăхăтра А.Е.Горшков «Чăваш чĕлхи. Пуплев культури. Хăнăхтарусем», «Чĕлхе пĕлĕвĕн кӳртĕмĕ», «Чăваш чăлхипе вырăс чĕлхин шайлаштаруллă грамматики», «Чăваш чĕлхи, риторика тата пуплев этикечĕ», «Стилистика тата текстсен чĕлхине редакцилесси» ятлă вĕренӳ пособийĕсем çырса хатĕрлерĕ.
    Паллă тĕпчевçĕ 1990 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2011 çулччен И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче ĕçленĕ.
    А.Е.Горшковăн çутă сăнарĕ ĕмĕрлĕхех пирĕн чĕрере пулĕ.
    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 822 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: http://www.chuvash.org/news/2270.ht | Рейтинг: 2.0/1 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)