Нарăс (февраль) уйăхĕн 14-мĕшĕнче 10.00 сехетре Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче «2012 çулта чăваш чĕлхипе тата литературипе Пĕрлĕхлĕ Ппатшалăх Аттестацийĕ тата Пĕрлĕхлĕ Патшалăх Экзаменĕ ирттересси: экзамен содержанийĕпе хатĕрленÿ уйрăмлăхĕсем» программăпа чăваш чĕлхипе тата литературипе вырăнта экзамен тыттаракан комисси председателĕсен семинарĕ иртет.
Семинарта çак ыйтусене пăхса тухаççĕ: 1) ППА тата ППЭн чăваш чĕлхипе тата литературипе çыхăннă тĕрĕслев-хаклав материалĕ: тытăмĕ, содержанийĕ, çĕнĕлĕхсем; 2) Ăслав сочиненийĕн ытти йышши сочиненисенчен уйăрса тăракан паллисем; 3) Ачасен ППАра тата ППЭре çырнă ĕçĕсене хакламалли критерисем. Экзамен хыççăнхи отчет.
Семинара экзамен тыттаракан комисси председателĕсене тата чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсене йыхравлатпăр.