Интернет пирĕн пурнăçа кĕрсе çирĕп тымар ячĕ. Эпир кнопка çине пуссах пин-пин çухрăма çыру яратпăр, экран çине халиччен тухман киносене куратпăр, библиотекăра çук кĕнекесене вулатпăр, нихăçан куçпа курман çынсемпе çăмăллăнах калаçатпăр. Шел, çакă çамрăк ăрăва çĕнĕ чир патне илсе тухма пултарать. Вĕсем сехечĕ-сехечĕпе Интернетран уйрăлаймасăр компьютер умĕнче лараççĕ.
Паян Интернетпа тĕнчери 2 миллиард ытла çын усă курать. Çак кăтарту çулсерен ÿссе пырать. Юлашки вăхăтра психологсене Интернет чирĕ питĕ шухăшлаттарать. Ăна ĕçкĕпе, наркоманипе тата астармăш вăйăсемпе пĕр шая лартаççĕ.
Енчен те хăвăрта çак паллăсене асăрхарăр пулсан, эсир Интернет чирĕпе аптранине çирĕплетме пулать:
1. Эсир компьютер умĕнче миçе сехет ларнине асăрхамастăр. Программăран тухма шутласан та тухаймастăр.
2. Интернетра миçе сехет ларни е унта мĕн туни çинчен ялан суятăр (тĕслĕхрен, пилĕк сехет реферат çыртăр тетĕр, анчах тĕрĕссипе çак вăхăта вăйă выляса е скайпра туссемпе калаçса ирттертĕр).
3. Компьютер умĕнче ларнă хыççăн асапланатăр (кирлĕ ĕçсене тума ĕлкĕрейменнишĕн кулянатăр, пуç ыратнипе аптăратăр).
4. Компьютер пĕлтерĕшне ытла та пысăка хуратăр, унăн сие
...
Малалла вула »