Сутлăх апат-çимĕç чылай хакланни перекетлĕрех пулма хистет. Çулла хура тул кĕрпи кăмăлласах туяннисем халĕ йÿнĕрех кĕрпе шыраççĕ. Шупашкарти вак суту-илÿри хура туллăн кашни килограмĕ вăтамран - 56, Вăрмар районĕнчи Энтриялĕнчи уйрăм çыннăн лавккинче - 66, райпон юнашар вырнаçнă лавккинче 45 тенкĕ тăрать. «Тавар ăçта йÿнĕрех - çавăнта туянатпăр», - терĕ Надежда Степанова, пĕр килограмм кĕрпе илнĕскер.
Республикăра хура тул тата çĕр улми хакĕ çурла уйăхĕнче маларахри уйăхринчен вăтамран 30 : ытла хăпарнă. РФ Правительствин утă уйăхĕн 15-мĕшĕнчи 530-мĕш йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн çывăх вăхăтра вĕсен вак суту-илÿри чи пысăк хакне Мускав палăртма пултарать. Ку ыйтупа РФ Экономика аталанăвĕн министерствине документсем тăратнă.
Федерацин монополипе кĕрешекен службин /ФМКС/ Чăваш Енри управленийĕ вак суту-илĕвĕн 2 организацине, сутă тăвакан 4 предприятие тĕрĕсленĕ. РФ монополипе кĕрешесси çинчен калакан саккунне пăхăнманшăн - 2-шне, РФ конкуренципе кĕрешесси çинчен калакан саккунне пăснăшăн 3-ĕшне хирĕç ĕç пуçарнă.
Республикăра çурла уйăхĕн 30 - авăн уйăхĕн 5-мĕшĕсенче маларахри эрнерипе танлаштарсан çăмарта хакĕ вăтамран - 19,2, вир кĕрпин - 7, тип çăвăн - 2,5,
...
Малалла вула »