Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Авăн 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
27282930
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Шкул директорĕсене демократиллĕ майпа вĕренекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем суйланине ырлатăр-и?
Пурĕ миçе ответ: 15
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Ытларикун, 26.11.2024, 09:53
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2010 » Авăн » 19 » Апат-çимĕç çаплах хакланать ("Хыпар")
    Апат-çимĕç çаплах хакланать ("Хыпар")
    09:44
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Сутлăх апат-çимĕç чылай хакланни перекетлĕрех пулма хистет. Çулла хура тул кĕрпи кăмăлласах туяннисем халĕ йÿнĕрех кĕрпе шыраççĕ. Шупашкарти вак суту-илÿри хура туллăн кашни килограмĕ вăтамран - 56, Вăрмар районĕнчи Энтриялĕнчи уйрăм çыннăн лавккинче - 66, райпон юнашар вырнаçнă лавккинче 45 тенкĕ тăрать. «Тавар ăçта йÿнĕрех - çавăнта туянатпăр», - терĕ Надежда Степанова, пĕр килограмм кĕрпе илнĕскер. 
    Республикăра хура тул тата çĕр улми хакĕ çурла уйăхĕнче маларахри уйăхринчен вăтамран 30 : ытла хăпарнă. РФ Правительствин утă уйăхĕн 15-мĕшĕнчи 530-мĕш йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн çывăх вăхăтра вĕсен вак суту-илÿри чи пысăк хакне Мускав палăртма пултарать. Ку ыйтупа РФ Экономика аталанăвĕн министерствине документсем тăратнă.
    Федерацин монополипе кĕрешекен службин /ФМКС/ Чăваш Енри управленийĕ вак суту-илĕвĕн 2 организацине, сутă тăвакан 4 предприятие тĕрĕсленĕ. РФ монополипе кĕрешесси çинчен калакан саккунне пăхăнманшăн - 2-шне, РФ конкуренципе кĕрешесси çинчен калакан саккунне пăснăшăн 3-ĕшне хирĕç ĕç пуçарнă.
    Республикăра çурла уйăхĕн 30 - авăн уйăхĕн 5-мĕшĕсенче маларахри эрнерипе танлаштарсан çăмарта хакĕ вăтамран - 19,2, вир кĕрпин - 7, тип çăвăн - 2,5, хура туллăн - 1,9, сахăрăн - 1,2, шурă çăнăхăн - 1, услам çăвăн - 0,8, пастеризациленĕ сĕтĕн - 0,8, пан улмин - 0,5, хура çăкăрăн, ырашпа тулă çăнăхĕнчен пĕçернĕ çăкăрăн, ĕне ашĕн тата рисăн 0,4 : ÿснĕ.
    Хаксен лару-тăрăвĕ Шупашкарта мĕнлерех-ха?
    Авăн уйăхĕн пĕрремĕш эрнинче çăмарта маларахри 7 кунрипе танлаштарсан вăтамран «ТК «Центральный» АО лавккисенче - 12,9-30,4, «ЧХЗ /2» обществăн «Звездный» лавккинче - 32, «Универсам «Новосельский» ООО лавккинче - 13,3, «Сахарок» ООО лавккинче - 21,3-74,6, «Дар» ООО лавккинче - 9,7, «Компания «Алкис» обществăн «Центральный» гастрономĕнче 32 : хакланнă. Чи хаклă çăмарта «ТК «Центральнăйăн»: 10 штукĕ 50 тенкĕ тăрать. Чи йÿнни «Центральный» гастрономра: 10 штукĕ 33 тенкĕ.
    Вир кĕрпин хакĕ «Карат» обществăн «Мир» лавккинче - 23,1, «Диапазон» обществăн - 25, «Сахарок-1» лавккара 25,6: хăпарнă. Чи хакли «Универсам «Новосельский» лавккинче: 43,7 тенкĕ. Шурă çăнăх «Акатуй» суту-илÿ çурчĕн лавккисенче 34,3: хакланнă. Чи хакли «Новосельский» обществăн: кашни килограмĕ 23,5 тенкĕ. Хура тул-ядрица хакĕ «Seven» лавккисенче 9,2-36,3: ÿснĕ. «АмиКо» ООО лавккисенче вăл чи хакли: кашни килограмшăн 85 тенкĕ тÿлеме тивет. Чи йÿнни «Горпо-12» лавккара: 49,8. Чи хаклă сахăр «Звезднăйĕнче» - 40, чи йÿнни «Тройка» суту-илÿ çуртĕнче - 32,5.
    Пастеризациленĕ кашни литр сĕте «Сахарок» пуринчен те хаклăрах - 36,34 тенкĕпе - сутать. Чи йÿнни «Копейка» ООО лавккинче - 23,8. Чи хаклă пан улми - «Хлеб» АО «Тутлăх» лавккинче: 85, чи йÿнни «ТД «Центральнăйăн»:15.
    Хаксем Канашра та çÿлелле «вĕçеççĕ». Авăн уйăхĕн пуçламăшĕнче чăх какайĕн хакĕ маларахри эрнеринчен «Березка» ООО лавккинче 7,6: хăпарнă. «Русь» обществăн «Атăл» лавккинче бройлер чăх ашĕн кашни килограмне хулара пуринчен те хаклăрах - 120 тенкĕпе - сутнă. Чи йÿнни «Гранит» обществăн «Восточный» лавккинче - 99.
    Тип çу «Атăл», «Восточный», «Для Вас» лавккисенче - 12-22,9, стерилизациленĕ сĕт «Для Вас» лавккара 10,5: хакланнă. Стерилизациленĕ чи хаклă сĕт «Чайка» обществăн: кашни литрĕ 49,57 тенкĕ. Чи йÿнни «Атăлăн» - 41,76. Пастерилизациленĕ чи хаклă сĕт «Продукты» обществăн: кашни литрне 30 тенкĕпе сутаççĕ. Чи йÿнни «Seven» лавккара - 24,7. Çăмарта хакĕ «Рассвет», «Русь», «Гранит», «Чайка», «Поиск» обществăсен лавккисенче 33,3-57,1: хăпарнă. Ăна чи хаклă сутакансем - хула пасарĕнче: кашни 10 штукне 40 тенкĕпе ярăнтараççĕ. Чи хаклă çăкăр «Руслан», «Находка», «Seven» лавккасенче: кашни килограмне 24,17 тенкĕпе туянмалла. Чи йÿнни «Северный» лавккара - 20. Чи хаклă рис «Seven» лавккара: кашни килограмĕ 57 тенкĕ, чи хаклă вир кĕрпи «Добрый» лавккара - 36,25. Чи йÿнни «Рассвет» обществăн - 14. Чи хаклă хура тул-ядрица «Чайка» обществăн - 62,5 тенкĕ, чи йÿнни «Добрый» лавккара - 53. Пĕр килограмм çĕр улмине «Атăлта»- 27, «Восточнăйра» 21 тенкĕпе туянаççĕ.
    Авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче Шупашкарти пасарсенче «Кĕр мăнтăрĕ» курав ирттерчĕç. Хула халăхĕ курма мар, пахча çимĕç, çĕр улми туянма пухăнчĕ. «Иккĕмĕш çăкăрăн» кашни килограмĕ - 17-22, пуçлă сухан - 13-20, купăста - 18-20, кишĕр - 20-25, хĕрлĕ кăшман - 15-20, хăяр - 28-35, помидор - 33, пан улми 20 тенкĕпе сутăнчĕ.
    Хаксене «çăварлăхлас» тĕллевпе патшалăх тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем тивĕçлĕ ĕç пурнăçлаççĕ. Анчах вĕсене тытса чарма йывăр. Авăн уйăхĕн пĕрремĕш эрнинче çĕр улми хакĕ Комсомольски районĕнчи лавккасенче вăтамран 20,9 тенкĕрен - 26, Улатăрта 21,9 тенкĕрен - 25,5, Пăрачкав районĕнче 20,2 тенкĕрен 23 тенке çитнĕ. Иртнĕ уйăхра çĕр улми, пахча çимĕç, апат-çимĕç пур районпа хулара та хакланнă.
    Хаксем текех ан ÿсчĕр тесен мĕн тумалла? Çак ыйту пурне те шухăшлаттарать. ЧР Министрсен Кабинечĕн шайĕнче канашлу хыççăн канашлу иртет. Ыйтăва татса пама тĕрлĕ меслет сĕнеççĕ. Сутуçăсен 25 тĕрлĕ тавар хакне утă уйăхĕн 26-мĕшĕнчен тытăнса уйăх тăршшĕнче 30 процент таран ÿстерме право пулнă. Çакăнтан ытларах хăпартсан патшалăх хака хăй палăртать. 30 процентран ытларах ÿстерекенсене хирĕç кĕрешÿ пуçланчĕ. Вĕсене чарма саккун пур. Суту-илÿ организацийĕсемшĕн ырă тĕслĕх пултăр тесе ФМКС хăш-пĕр предприяте явап тыттаратех пулĕ.
    РФ Правительствин 530-мĕш йышăнăвне, Раççейĕн монополипе кĕрешесси çинчен калакан саккунне пăснăшăн айăпланипе кăна хаксене тытса чараймăпăр. Вĕсене «çăварлăхлама» республикăна тырă, фураж, çăнăх, утă-улăм, çĕр улми, пахча çимĕç, апат-çимĕç çителĕклĕ кÿрсе килмелле. Ку ĕçе суту-илÿ организацийĕсемпе уйрăм предпринимательсене хутшăнтарсан, вĕсене кредитпа пулăшсан лайăхчĕ.
    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 763 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 2.6/20 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)