Çак ятпа иртрĕ те ĕнтĕ ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче Красноармейски иккĕмĕш шкулĕн акт залĕнче чăваш чĕлхи кунне халалланă чаплă уяв. Уява шкулти чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен творчествăлла ушкăнĕн ертÿçи Тихонова Валентина Аркадьевна уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ. Вĕренекенсем тăван чĕлхене юратнине, хисепленине хăйсен сăввисемпе, юрри-ташшисемпе, ырă сăмахĕсемпе палăртса пачĕç. Анастасия Иванова (5а) (вĕрентекенĕ В.Тихонова), Кристина Лукина (5б), Александра Яковлева (5б), Анастасия Иванова (6а), Ксения Григорьева (7а) (ертÿçи З. Михайлова) хăйсем çырнă сăввисене илемлĕ вуласа кăтартрĕç. Павел Данилов (11б), Марина Афанасьева (11б), Евгения Филимонова (11б) (ертÿçи В. Михайлов) Нестер Янкас сăввисене уççăн та илемлĕн вуласа пачĕç. 5а класра вĕренекен хĕр ачасем «Чăваш çĕршывĕ», 6а класс ачисем «Ăçта каян, чĕкеç?» халăх юррине, Анастасия Никифорова (7б) «Тавах сана, тăван шкулăм» юрра (ертÿçи Н.В.Никитина) шăрантарчĕç. 5а класра вĕренекенсем (вĕрентекенĕ В.Тихонова) И.Я.Яковлевăн «Кулачă» калавĕ тăрăх йĕркеленĕ сценкăна питĕ ăста выляса пачĕç. Павел Данилов (11б) вуланă «Павăл» кулăшла сăвă та пурне те килĕшрĕ. Уявра Нестер Янкас çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа ирттернĕ фестивальте хастар хутшăннисене И. Кускова шкул директорĕпе фестиваль проекчĕн авторĕ В. Михайлов Дипломсемпе, Хисеп хучĕсемпе, Тав хучĕсемпе чысларĕç. Тăван чĕлхене халалласа ирттернĕ уяв пурне те килĕшрĕ. И Кускова чăваш чĕлхипе, литературипе, тăван ен культурипе кăçалхи вĕренÿ çулĕнче шкулта, районта тата республикăра ирттернĕ конкурссене, олимпиадăсене, викторинăсене хастар хутшăнса малти вырăнсене тухнă çĕнтерÿçĕсене тепĕр хут ăшшăн саламларĕ, малашне те творчествăлла çитĕнÿсем тума çирĕп сывлăх та ăнăçу сунчĕ. Шкул ачисем тăван чĕлхене сума суни питĕ савăнтарать. Пирĕншĕн, чăваш çыннисемшĕн, хамăрăн илемлĕ те çепĕç чĕлхерен пахи çук. Тăван чĕлхепе калаçни, вулани, çырни, юрлани – пысăк телей. Чăваш чĕлхи радио, телевидени, театр, компьютер чĕлхи пулни – чун тулли савăнăç. Малашне те уççăн янăра, тăван чĕлхеçĕм. Эсĕ пирĕн чун хавалĕ, чун уççи, ăс-хакăл тĕшши, пултарулăх сĕткенĕ. Михайлова З.П.
Çыпăçтарнисем: |