Çак ятпа иртрĕ те ĕнтĕ ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче Красноармейски иккĕмĕш шкулĕн акт залĕнче чăваш чĕлхи кунне халалланă чаплă уяв. Уява шкулти чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен творчествăлла ушкăнĕн ертÿçи Тихонова Валентина Аркадьевна уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ. Вĕренекенсем тăван чĕлхене юратнине, хисепленине хăйсен сăввисемпе, юрри-ташшисемпе, ырă сăмахĕсемпе палăртса пачĕç.
Анастасия Иванова (5а) (вĕрентекенĕ В.Тихонова), Кристина Лукина (5б), Александра Яковлева (5б), Анастасия Иванова (6а), Ксения Григорьева (7а) (ертÿçи З. Михайлова) хăйсем çырнă сăввисене илемлĕ вуласа кăтартрĕç. Павел Данилов (11б), Марина Афанасьева (11б), Евгения Филимонова (11б) (ертÿçи В. Михайлов) Нестер Янкас сăввисене уççăн та илемлĕн вуласа пачĕç.
5а класра вĕренекен хĕр ачасем «Чăваш çĕршывĕ», 6а класс ачисем «Ăçта каян, чĕкеç?» халăх юррине, Анастасия Никифорова (7б) «Тавах сана, тăван шкулăм» юрра (ертÿçи Н.В.Никитина) шăрантарчĕç. 5а класра вĕренекенсем (вĕрентекенĕ В.Тихонова) И.Я.Яковлевăн «Кулачă» калавĕ тăрăх йĕркеленĕ сценкăна питĕ ăста выляса пачĕç. Павел Данилов (11б) вуланă «Павăл» кулăшла сăвă та пурне те килĕшрĕ.
Уявра Нестер Янкас ç
...
Малалла вула »