Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Кăрлач 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Сирĕн шкулта Интернет мĕнле ĕçлет?
Пурĕ миçе ответ: 13
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Вырсарникун, 01.12.2024, 23:57
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2010 » Кăрлач » 22 » Вĕрентекен ят-сумĕ ан хавшатăр. Ирина Пушкина ("Хыпар")
    Вĕрентекен ят-сумĕ ан хавшатăр. Ирина Пушкина ("Хыпар")
    00:02
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Пĕр тунмасăр калатăп: çак профессирен çывăхраххи маншăн нихăçан та пулман, шкул çулĕсенче вĕрентекен специальноçне алла илме ĕмĕтленни çинчен сочиненисем шăрçаланă. Асатте, асанне, анне... тата тăван-пĕтен йышĕнчи 30 ытла çын хăйсен пурнăçне педагог çул-йĕрĕпе çыхăнтарнăран, тен, урăхла пулма та пултарайман. Анчах вăхăтăн, кун-çулăн - хăйĕн саккунĕ. Самана, шăпа, шухăшлав улшăнăвĕ дипломра çырнă иккĕмĕш специальноçа - журналистикăна - суйлама хистерĕç. Ача чухнехи ĕмĕтĕме пурнăçа кĕртеймерĕм пулин те çынна пĕлÿ тĕнчине кĕме пулăшаканăн сăнарĕ манăн ăнлавра çутă та илĕртÿллĕ çырăнса юлчĕ. Телее, журналист ĕçĕпе çыхăннă çул çÿревсенче ырă, хăйсен профессине чунĕпе парăннă, чăннипех пултаруллă вĕрентекенсем ытларах тĕл пулаççĕ.

    Хирĕçлемĕпĕр: ХХ ĕмĕр вĕçĕнче - XXI ĕмĕр пуçламăшĕнче учителĕн ят-сумĕ хавшарĕ, унчченхи портречĕ шупкаланчĕ. Ĕлĕкрех идеал шайĕнче пулнăскере ыттисемпе тан курма пуçлани кăна мар, пурнăçне ăнăçтарайман çын пек хакласси те йăлана кĕчĕ. Чăн та, шалăвне тĕпе хурсан учитель профессийĕ ăмсанмаллисен шутĕнчех мар çав...

    ...2010 çула пурăнса çитрĕмĕр. Идеологи тĕлĕшĕнчен ăна Раççейпе Чăваш Енре Вĕрентекен çулталăкĕ тесе йышăнчĕç. Нумай-нумай профессирен учителе суйласа илни пирки вĕчĕрхенсе калаçакан сайра-тăр: педагог статусне паян çÿлерех çĕклемелли пирки иккĕленекен çук. Çакна та асăрхар: шкулти педагог аслă вĕренÿ заведенийĕнчи преподавательрен уйрăлса тăрать. Унăн тивĕçĕ пĕлÿ парасси кăна мар-çке, воспитани ыйтăвĕсемпе куллен ĕçлесси те. Вĕрентекенĕн кашни утăмĕ - ачан куçĕ умĕнче. Ăс-тăн, психологи енчен çирĕпленсе çитменскершĕн аслин пĕр йăнăшĕ те тĕрĕс çулран пăрăнма çителĕклĕ. "Учитель çапла тăвать тĕк манăн мĕншĕн юрамасть?” - теме пултарĕ кĕçĕнни. Хамăн пурнăçри тĕслĕх асрах: вăтам тата аслă классене вĕрентекенсенчен пĕри пырне "хаяррипе” чÿхекелетчĕ. Мухмăрлăскер урока килсен "ырă мара” тÿрех сисеттĕмĕр. Тимлĕх, йĕрке пирки ан та ĕмĕтлен вара ун пек чухне. Хăйĕн предметне мĕн тери тарăн пĕлекен, анлă тавра курăмлă учителĕн хисепĕ çав шĕвекшĕнех "уксахлама” тытăннăччĕ.

    "Чăн-чăн вĕрентекенĕн артист пулмалла, - пуçа килчĕç Шупашкарти 25-мĕш шкулта чылай çул кăтартуллă ĕçлекен Р.Л.Кондратьева темиçе çул каялла каланă сăмахсем. - Спектакль пуçланать те - сцена çинчи артиста куç илмесĕр пăхатпăр. Вăл мĕн тунине сăнатпăр-хаклатпăр. Ачасем те хăйсен вĕрентекенне куçран вĕçертмеççĕ: пĕлÿ çуртĕнче те, унăн тулашĕнче те...”

    Чăваш Республикинчи вĕрентÿ тытăмĕнче 25 пин ытла çын тăрăшать. Çав пысăк йышран 13,2 пинĕшĕ шкулта вăй хурать. Вĕсенчен 94,4 проценчĕ - аслă пĕлÿллĕ, 2008-2009 вĕренÿ çулĕнче хăйсен квалификацине 4142 педагог курссенче ÿстернĕ, çулталăк тăршшĕнче вĕрентÿ тытăмĕн 4777 ĕçченĕ семинарсемпе "çавра сĕтелсене” хутшăннă. 2006 çултанпа "Вĕрентÿ” наци проекчĕпе килĕшÿллĕн республикăри чи лайăх, пултаруллă учительсем РФ Президенчĕн грантне /унăн виçи 100 пин тенкĕпе танлашать/ çĕнсе илессишĕн тупăшаççĕ. 4 çулта пурĕ 1721 педагог конкурса хутшăннă, вĕсенчен 446-шĕ çĕнтерÿçĕ ятне илнĕ. Чăваш Енри вĕренÿ учрежденийĕсенче тăрăшакан педагогсенчен 20 проценчĕ патшалăх е отрасль наградине тивĕçнĕ. Республикăри учитель портретне çиелтен те пулин "ÿкерес” йÿтĕмпе илсе кăтартрăм çак цифрăсене. Çакăнтах ЧР Президенчĕ Н.В.Федоров республикăн Патшалăх Канашне янă Çырури йĕркесене те аса илтерем: "Чăваш Ен шкул олимпиадисен çĕнтерÿçисен шучĕпе Раççейре иккĕмĕш вырăн йышăнать. Пирĕн шкулсенчен вĕренсе тухакан çамрăксем çĕршыври чи лайăх аслă шкулсене вĕренме кĕресси XXI ĕмĕрте 100 хут ытла ÿснĕ!”

    Паллах, çакнашкал талпăнăва чи малтанах вĕрентĕве модернизациленипе, шкулсене çĕнĕ технологисемпе пуянлатнипе сăлтавламалла. Апла пулин те этем ресурсĕ юлашки вырăнта марри куç кĕрет. Шкул ачи тем пек ăслă, тавçăруллă, çаврăнăçуллă пултăр - ăна яланах вĕрентекен пулăшса пырать. Эппин, олимпиадăсенчи çĕнтерÿсем учитель пархатарлăхĕпе тÿрремĕн çыхăннă. Паян, конкурентлăх пуç пулса тăнă саманара, хăйĕн пултарулăхне çирĕплетме пĕлекен педагог çеç хисепре. Вĕрентекен статусĕ çĕклентĕр тесен вăхăт сĕнекен çĕнĕлĕхсене ăша хывакан, хăйĕн ĕçĕнче хута яракан учительсен шучĕ те ÿсме тивĕç.

    Хăйне валли ят тăвассишĕн çунакан мар, ачасен чĕрисене чĕртме талпăнакан, хăйĕн профессине чăннипех юратакан вĕрентекене тĕл пулсан вара шкул саккипе ĕнер сыв пуллашнисем кăна-и - чылай аслăрах, пурнăçри вырăнне тупнă çынсем те хаваспах сывлăх сунĕç, манăçми ырă самантсене пĕрле аса илĕç. Пĕлÿпе воспитани парас ĕçе суйланă çыншăн хăйне çулсем иртсен те асра тытнинчен, сума сунинчен пысăкрах награда пулас та çук.
    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 991 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 3.1/15 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)