Сурхури — авалхи чăваш уявĕ. Ĕлĕкрех ăна кун ӳсме пуçласан ирттернĕ. Сурхурие ытларах яш-кĕрĕм, ача-пăча хутшăннă. Сурхури ирттерме ятарласа пĕр киле пуçтарăннă. Килтен киле пуçтарнă апат-çимĕçрен, сăраран, тĕрлĕ апатран сĕтелçи майланă. Ача-пăча килрен киле çӳрет, урайне ăшаланă пăрçа сапать. Тарават хуçасем вĕсене тутлă çимĕçпе сăйлать.
Каччăсем вара хĕр сăри валли çăнăх, çăмарта, пыл, хăмла пуçтарать. Пикесем вĕсенчен сăра вĕретет, кукăль пĕçерет. Каçхине пĕтĕм çамрăк улаха пухăнать. Çур çĕр çитсен пуласлăха пĕлме витене тухать, тĕттĕмре сурăхсене хыçалти уринчен тытать. Çакăнтан пулса кайнă та уяв ячĕ. Путек лексен – авланасса, така лексен качча каясса пĕлтерет. Шурă сурăх – çутă, хури – тĕттĕм çӳçлĕ мăшăр пуласса систернĕ.
Çамрăксем ытларах Турă çырни пирки пĕлес тет, аслисем вара тыр-пул, пахча ç
...
Малалла вула »