Pаштавăн (декабрĕн) 3-мĕшĕнче Чăваш наци библиотекинче (Шупашкар, Ленин пр., 15 çурт) «Урхамахсем тăраç тапăртатса» шкул ачисемпе çамрăксем тата вĕрентекенсем хайланă сăвă-калав пуххин хăтлавĕ (презентацийĕ) иртĕ. Пуçламăшĕ — 11 сехетре. Кĕнекене 2010 çулта ирттернĕ «Урхамахсем тăраç тапăртатса...» интернетри литература ăмăртăвне хутшăннă хайлавсем кĕнĕ. Чăваш халăх сайчĕ (Chuvash.Org) ачасемпе çамрăксем хушшинчи литература ăмăртăвĕсене тăваттăмĕш çул ирттерет. Тĕп тĕллевĕмĕр — яш-кĕрĕмĕн литература пултарулăхне аталантарасси, çут çанталăкри тата кулленхи пурнăçри пулăмсене илемлĕ çырулăх мелĕпе уçса пама хăнăхтарасси. 2009 çултан пуçласа вара пирĕн конкурссене вĕрентекенсем те — шăпах ачасене ырă ăс хывакансем — хутшăнаççĕ. Пĕлтĕрхи ăмăртăва пурĕ 140 хайлав килнĕччĕ — 111-ĕшне ачасем ăсталанăччĕ, ыттисене — вĕрентекенсем. Кĕнекене вара 100-е яхăн сăвă-калав вырнаçрĕ — унта малти вырăнсене йышăнма пултарнисем кăна мар, ыттисене те кĕртме май пулчĕ. Кашни автор мар пулин те хăшĕ-пĕри хăй çырнă хайлавĕпе паллаштаратех пулĕ. Кĕнекене илемлетес тĕллевпе кăçал «Лаша сăнарĕ хут çинче» ятарлă ӳнер ăмăртăвĕ те ирттернĕ — унта пурĕ 28 ĕç килчĕ. Хăшне-пĕрне эсир кĕнекере тупаятăр. Ӳкерчĕксен тĕп пайĕ вара — Станислав Юхтар явăçтарнипе Çĕрпӳ районĕнчи Çырмапуç шкулĕн ачисем хатĕрленĕскерсем. Хăтлавра кĕнекере вырнаçнă ӳкерчĕксен куравĕ ĕçлĕ — вĕсемпе унта паллашма май пулĕ. Пурне те йыхравлатпăр!