Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Кăрлач 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Хисеплĕ вĕрентекенĕмĕр! Эсир шкулта ĕçлесе илнĕ тупăшăрпа çăмăл машина туянма пултарятăр-и?
Пурĕ миçе ответ: 27
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Эрнекун, 29.11.2024, 20:34
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2010 » Кăрлач » 28 » Тавтапуç сана, педагогăм!
    Тавтапуç сана, педагогăм!
    18:24
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    26.01.2010
    "Ял пурнăçĕ" (Красноармейски район хаçачĕ) 

    З. Михайлова
    Çĕр çинче çын алли тĕкĕнмен ĕç çук та пулĕ. Кашни ĕçех юратса, чунтан парăнса пурнăçласан пирĕн пурнăç аталанса çеç пымалла. Ахальтен мар чăвашсем: "Ĕç — пурнăç илемĕ”, — теççĕ. Пурнăç чăннипех те чаплă пултăр тесессĕн пур çыннăн та хăйне килĕшекен пĕр-пĕр ĕçе суйласа илмелле. Суйласа илни çеç çителĕксĕр — çав ĕçре кăмăлтан тăрăшмалла, çитĕнÿсем тумалла, хăв телейне тупмалла.

    "Ĕç пурнăç тытать, ĕç телей кÿрет”, — тенĕ ваттисем. Паллах, кашни çыннăн хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕ, хăйĕн савăнăçĕ, хăйĕн телейĕ. Хăшĕ-пĕрисем ашшĕ-амăшĕн ĕçнех малалла туртаççĕ, теприсем тăванĕсем сĕннипе пĕр-пĕр ĕçе кĕрешеççĕ, виççĕмĕшĕсем çут çанталăк панине — таланта тĕпе хураççĕ. Хăв юратнă ĕçе пĕр кун хушшинче суйласа илме те май çук. Çапах пĕр-пĕр ĕçе кăмăлласси пĕчĕкренех палăрать вăл.

    Çĕр çинчи мĕн пур ĕçе çыннăн ăста аллипе çивĕч ăс-хакăлĕ тăвать. Çав ĕçсене çĕклекен çынсен профессийĕсене шутласа кăларма та çук: агроном, летчик, çăкăр пĕçерекен, ĕне сăвакан, юрă çыракан, çĕр сухалакан, сутуçă, сăвăçă, пулăçă, строитель...

    Паллах, пур професси те лайăх, пур професси те кирлĕ. Анчах та Турă пур çынна та пĕр пек пултарулăх памасть çав. Пурне те артист пулма пÿрмен, ÿнерçĕ-художник пулма та... Йывăçран каскаласа тĕрлĕ илемлĕ эрешсем тума та, хитре кĕпесем çĕлеме те пурте пултараймаççĕ. Çавăнпа та çыннăн чун-чĕринче хăш туртăм-сисĕм ытларах вăй илет, çыннăн кăмăлĕ хăш ĕç патне ытларах сулăнать — çавна суйласа илет те.

    Учитель ĕçĕ вара пархатарлă та сăваплă. Ача çуралсанах унăн пĕрремĕш вĕрентекенĕ амăшĕ пулса тăрать. Хăй пепкине вăл утма, калаçма вĕрентет, ĕçе хăнăхтарать, çут çанталăк пулăмĕсемпе паллаштарать. Амăшĕ пурнăç тăршшĕпех ывăл-хĕрне ĕмĕре чыслă пурăнса ирттерме вĕрентет. Шкулти вĕрентекене вара — иккĕмĕш анне теççĕ. Мĕншĕн ун пек хаклаççĕ-ха ăна? Кашни ачан ăс-тăн ÿсĕмĕнче, тавра курăм аталанăвĕнче, пултарулăхпа ăсталăх туптавĕнче вĕрентекенĕн тÿпи питĕ пысăк. Пĕчĕк ачаран, вулама-çырма пĕлменскертен, пулас инженер е врач, пуçлăх е ăсчах çитĕнтересси çăмăл мар. Хĕр ачасемпе ывăл ачасем пурнăç çулĕ çине тухмалли ăс-тăнпа ăсталăха шкулта кăна илме пултараççĕ.

    Вĕрентекенĕн еплерех пулмалла-ши? Мĕнлерех куратпăр-ха эпир ăна? Унăн хăйне ашшĕ-амăшĕ шанса панă ачаран чăн-чăн çын тумалла вĕт-ха. Çакна пултарма вара вĕрентекенĕн хăйĕн чăн-чăн çын пулмалла: ырă кăмăллă, сăпайлă, таса чунлă, пуçаруллă, çивĕч, ăслă, талантлă, культурăллă. Ачапа пĕр чĕлхе тупма пĕлни — пысăк ăсталăх. Ашшĕ-амăшне воспитани мелĕ-ăслайĕсемпе паллаштарса витĕм кÿме пултарни те çакăнтах кĕрет.

    Вĕрентекен пуринчен те ырă, пултаруллă, хисеплĕ, чуна çывăх, кирек кама та ăнланма тата темĕнле йывăр ыйтăва та тивĕçлĕ татса пама пултаракан çын вăл. Ачана тăван амăшĕ мĕнле туйăмпа юратать, учитель те çавăн пекех савса кăмăллать. Амăшĕ хăй тĕпренчĕкне ырă сунать — учитель те ыррине çеç сунать. Амăшĕ хăй ачине ырă-сывă, тĕрĕс-тĕкел, ăслă-тăнлă та сапăрлă çын тăвасшăн — учитель те çавăншăнах çунать. Учителĕн ачана вĕрентÿпе воспитани парас ĕçри чун-чĕре туртăмĕ, таса ĕмĕчĕ ашшĕ-амăшĕнни евĕрлех. Çут çанталăк хăй ăна ырă енсене çеç панă тейĕн. Унсăрăн вăл вĕрентекен пулаймĕ, ашшĕ-амăшĕ те хăйсен ачисене шанса памĕ. Учитель вăл ашшĕ-амăшĕшĕн те, ачасемшĕн те Турă вырăнĕнче тăнă пек туйăнать. Çĕр çинче мĕн ырри пур — йăлтах вĕрентекенрен тухать: пурне те асăрхать, йăнăш тусан — тĕрĕс çул çине тăратать, ăнланмасан — айăплама та пултарать, анчах ытларах чухне — каçарать. Çапла туса вăл ача чунĕнчи ырă туйăмсене вăратать, ыррипе усаллине уйăрса илме вĕрентет. Вара ун пек ачасенчен усал çын пулмĕ: вăрлакан-çаратакан та, вĕлерекен-пусмăрлакан та... Ашшĕ-амăшĕн чысне яракан çын мар, Тăван çĕр-шывшăн усăллă ĕç тăвакан патриот пулĕ унран. Тепĕр чухне вĕрентекен ачасенчен çирĕпрех ыйтни те, вĕсене хыттăнрах калани те пулать. Паян çирĕп ыйтмасан — ыранхи куна тивĕçтерекен пĕлÿпе кăмăл-сипет шайĕ пулмĕ ачасен. Вĕрентекен никама та усал сунмасть, пурне те чипер ача тăвасшăн çунать. Хăйĕн чун пуянлăхĕпе çамрăксене те çынсене юратса хисеплеме, ĕçчен те йĕркеллĕ çын пулма вĕрентет.

    Кашни вĕрентекенех хăйĕн вĕренекенĕсем сапăр та хастар чун-чĕреллĕ çынсем пулччăр тесе тăрăшать, ырă шухăш-ĕмĕтпе пурăнать. Вăл çĕр çинчи çĕршер професси валли тÿрĕ чунлă çынсем вĕрентсе хатĕрлет. Тÿрĕ чунлă çынсем — саккунлăхпа йĕркелĕхе пăхăнакансем. Ку вара — çĕр çинчи, хамăр хушăри тăнăçлăх никĕсĕ. Çакăнта мар-и учителĕн пархатарлă ĕçĕ?

    Мĕнле хисеплемĕн-ха вĕрентекене? Вăл кашни ачан пурнăçĕпе, савăнăçĕ-хуйхипе, терт-нушипе пурăнать. Кашни вĕренекене хăй ачине юратнă пек юратать, йывăр вăхăтра пулăшать, унпа пĕрле савăнать те, кулянать те. Педагог вăл пĕр вăхăтрах чун инженерĕ те. Ачан чунне вĕрентекен пек тата кам ăнланма пултарать-ши? Тата кам унран ытла ача чунне витĕр курать, ăна сăваплă витĕм кÿрсе çĕр-шыва, ашшĕ-амăшне, тăванĕсене, юлташĕсене юрăхлă та тивĕçлĕ çын ÿстерме хевте çитерет?

    Учитель ĕçĕ питĕ яваплă ĕç. Пурне те пĕлесшĕн çунакан таса чунлă шăпăрлансемпе пĕлÿлĕх тĕнчинче çÿрени, мĕн пĕлнине пĕлменнисемпе тавçăрайманнисем патне çитерме тăрăшни мăнаçлантарать, хавхалантарать, чунра савăнăç вăратать. Чăнах, хăвăн ăс-тăнна, пултарулăхна ыттисене парнелесси — сăваплă ĕç. Кашни вĕрентекен хăйĕн пурнăçне пархатарлă ĕçпе ирттерет.

    Пур çыннăн та хăйĕн юратнă вĕрентекенĕ пур. Пĕрисем пĕрремĕш учителе асра тытаççĕ, теприсем пĕр-пĕр предмета вĕрентекен учителе ырăпа асăнаççĕ. Вĕрентекен вăл — пур ачана та, пур çынна та кирлĕ çын. Аслă Вĕрентекенĕмĕре, Иван Яковлевич Яковлева, чăваш халăхĕ ырăпа асăнса пурăнать. Мĕн чухлĕ çын Геннадий Никандрович Волков педагог-ăсчах кĕнекисене вуласа хăйĕн ăс-хакăлне çивĕчлетет, тавра курăмне анлăлатать, тĕнче курăмне тарăнлатать... Тăван республикăмăрăн тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕсем сахал мар. Вĕсем чăннипех те мухтава та, хисепе те тивĕçлĕ.

    2010 çула Вĕрентекен çулĕ тесе йышăнни вăл учительсене хисепленине пĕлтерет. Учитель ĕçĕ çăмăл маррине пурте ăнланаççĕ. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕсем те мĕн май пур таран шкула пулăшма тăрăшаççĕ: классене тирпей-илем кĕртме те, вĕрентÿпе воспитани ĕçне лайăхлатма та, шкулăн пурлăх никĕсне пуянлатма та. Ашшĕ-амăшĕсем вĕрентекенсене ăнланса, пулăшса пырсан ĕçлеме те кăмăллă, чунра та ырă. Учительсене çынсем ĕненни-шанни те савăнтарать. Акă, 2009 çулхи раштав уйăхĕн вĕçĕнче ыйтăм ирттерсе Пĕтĕм Раççейри халăх шухăш-кăмăлне тишкерекен центр çакăн пек пĕтĕмлетÿ тунă: Раççейре халăх ытларах учительсене тата чиркÿ çыннисене ĕненет-шанать. Чăннипех те, шкулсенче ответлă та, шанчăклă та, чăтăмлă та ырă шухăш-кăмăллă çынсем ĕçлеççĕ. Вĕсен ырми-канми ĕçĕ-хĕлĕ олимпиада-конкурс çĕнтерÿçисен çитĕнĕвĕсенче, Президент стипендиачĕсенче, медальпе вĕренсе тухакансенче, пултаруллă та талантлă ачасенче курăнать.

    Педагогсем — кашни ача шăпинче ырă йĕр хăваракансем, кашни ачан ăс-тăнĕпе характерне çирĕплетсе, ăсталăхне аталантарса пурнăç çулĕ çине кăларакансем. Тайма пуç сире, учительсем.
    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 826 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 2.9/18 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)