Раççей шайĕнче тăван чĕлхе учителĕсен ăста урок конкурсне ирттерес йăла çирĕпленчĕ. Чăваш Республикин тăван чĕлхе вĕрентекенĕсем çак мероприятие улттăмĕш хут хаваспах хутшăнаççĕ. Раççей шайĕнчи ĕçе хутшăнма çăмăлрах пултăр тесе кашни икĕ çулта Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министерствипе Чăваш Республикин вĕрентӳ институчĕ чăваш чĕлхине вĕрентекенсен «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» конкурсне ирттереççĕ. Чăваш Республикин ятне хӳтĕлеме Саранск хулине кăçал 2012 çулхи конкурс çĕнтерӳçи Муркаш районĕн Калайкассин вăтам шкулĕн учителĕ Степанов Александр Марсович тухса кайрĕ. Конкурса хутшăнакансем малтан Мускавра куçăмсăр тур тухаççĕ. Вăл тура тухма конкурсантсем «Манăн педагогикăри тĕп шухăш» эссе, учитель хăйĕн ĕçне тишкерсе çырнă справка, вырăсла çырнă урок конспекчĕсемпе класс тулашĕнче иртнĕ мероприятисен сценарийĕсене, пичетленсе тухнă кĕнекесемпе статья оттискĕсене ярса параççĕ. Кирлĕ чухлĕ балл пухсан вара куçăмлă тура хутшăнма пултараççĕ. Конкурс тĕллевĕ чăваш тата вырăс халăхĕсен культура хутшăнăвне танлаштарса вĕрентмелли тĕп мелсемпе меслетсене кăтартса парасси пулчĕ. Тĕрлĕ халăхăн чĕлхине, культура хутшăнăвне шута илни паллаштару карточкинче те, «Манăн регион, манăн шкул, манăн педагогикăри ĕç-хĕл” презентацире те, наци тумĕн хăй евĕрлĕхĕнчи чи ăнăçлă енĕсене ăнлантарса панă чухне те палăрчĕ. Учителĕн ачасем вырăс чĕлхипе илнĕ пĕлӳ çине таянса çĕнĕлле вĕрентнине кăтартса памалла. Видеоурок çĕнĕ технологисемпе усă курнипе пĕрлех професси ăсталăхне, танлаштаруллă-шайлаштаруллă методика тĕшшийĕн чи паллă саманчĕсене тишкерсе памаллаччĕ.
Кăçалхи ăста урок уявне Мăкшă Республики Раççей халăхĕсемпе пĕрлешнĕренпе 1000 çул тултарнине халалланă. Учительсен ăста урокĕ Саранск хулинче 2012 çулхи авăнăн 21-24-мĕшĕсенче иртрĕ. Раççейри тăван чĕлхене вĕрентекенсен конкурсĕнче тăван чĕлхепе тата вырăс чĕлхипе вĕрентекен 24 регионран 36 учитель хутшăнчĕ. Вĕсенчен пĕри — пирĕн ентеш Муркаш районĕн Калайкасси вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхине вĕрентекен А.М.Степанов — çĕнтерӳçĕ ятне илчĕ, Чăваш Республикин ятне çӳле çĕклерĕ. Александр Марсович пур номинацире те нумай балл пухрĕ «Методикăри хăйне евĕрлĕхпе çĕнĕлĕхсем» номинацире чи мала тухрĕ.
1-мĕш степĕньлĕ диплома пирĕн учителе Мăкшă Республикин оперăпа балет театрĕн сцени çинче Раççей Федерацийĕ халăхĕсен Ассамблейин Совечĕн председателĕ Р.Г. Абдулатипов пачĕ.
Çивĕч кĕрешӳре çĕнтернĕ маттур чăваш учительне тав сăмахĕ калатпăр, çĕнтерӳçĕ пулнă ятпа саламлатпăр!
Çыпăçтарнисем: |