Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Кăрлач 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Шкул директорĕсене демократиллĕ майпа вĕренекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем суйланине ырлатăр-и?
Пурĕ миçе ответ: 15
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Ытларикун, 26.11.2024, 09:53
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2010 » Кăрлач » 25 » Килĕшÿпе çураçу - тăнăçлăх никĕсĕ ("Хыпар" хаçатран)
    Килĕшÿпе çураçу - тăнăçлăх никĕсĕ ("Хыпар" хаçатран)
    21:58
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Чăваш Енре 97 халăх çынни пурăнать. Хăшĕсем пысăк йышпа, теприсем - иккĕн-виççĕн çеç. Тĕслĕхрен, 2002 çулхи çырав тăрăх чăвашсен кăтартăвĕ 67,7 процентпа танлашать пулсан вырăссен - 26,5, тутарсен - 2,8, мордвасен - 1,2, çармăссен - 0,3 процентпа. Тата малалла та тăсма пулать: эрменсем 1261 çын пулнă, чикансем - 701, нимĕçсем - 520, еврейсем - 393, узбексем - 356...

    Юлашки çулсенче çакскерсен хастарлăхĕ ÿсни куç умĕнчех. Çапла тума ЧР Культура министерстви çумĕнче Национальноçсен ĕçĕсен канашĕ пулни те самай пулăшрĕ пулĕ. Ăна ячĕшĕн йĕркелеменни тÿрех палăрчĕ. Канаш тытăмĕнче - вырăнти наци культура пĕрлĕхĕсемпе обществисен, массăллă информаци хатĕрĕсен ертÿçисем, патшалăх органĕн ĕçченĕсем.

    Апла мĕн тума пултарнă тата мĕн ыррине туйнă-ха "ют” вырăнта тымар янă вун-вун халăх çынни?

    Çак тапхăрта кампа курса калаçма тивнĕ - Ферит Гибатдиновпа /ЧР Тутар наци культура автономийĕ/ е Акоп Погосянпа /ЧР Эрмен обществи/, Яков Котпа /ЧР Беларуç культура центрĕ/ е Валентина Аксаковăпа /ЧР Мари культура центрĕ/ - вĕсем пурте хăйсене кунта хăтлă туйнине палăртаççĕ.

    Çапла пулнинчен тĕлĕнме кирлех те мар. Чăваш яланах лăпкă, ытти халăх çыннин шухăш-кăмăлне шута хураканскер, кирек кампа та пĕр чĕлхе тупма ăнтăлаканскер. Республикăри тăнăçлăх пирки хăй вăхăтĕнче Раççей Президенчĕ пулнă Владимир Путин Шупашкара тата Шăмăрша килсен те палăртнăччĕ. Çакăн пек йĕркеллĕ, çураçуллă пурнăçшăн эпир, çак çĕр çинче çуралса ÿснĕ тата ун хуçи шутланакан çынсем, чун-чĕререн савăнатпăр. Пире вăрçă-харçă кирлĕ мар.

    Асăннă канаш, 2007 çулхи кĕркунне йĕркеленнĕскер, вăй илсех пырать терĕмĕр. Виçĕм çул пуçламăшĕнче ЧР Культура министерстви, Национальноçсен ĕçĕсен канашĕ тата ЧР Журналистсен союзĕ çыхăну тытса ĕçлесси пирки Килĕшÿ тунăччĕ. Çак хутшăну та наци культура центрĕсемпе обществисен ĕç-хĕлне вăйлатма чылай пулăшрĕ. Пысăк ĕçсенчен хăшĕ аса килет-ха? Канашăн вырăнта ирттернĕ ларăвĕсем /вĕсенче ЧР патшалăх наци политикин Концепцине пурнăçа кĕртес ыйтусене сÿтсе явнă/, мордва халăхĕн хăй евĕрлĕхне упраса хăварас тĕлĕшпе республикăри Мордва культура центрĕн ĕçне сÿтсе явни, Пĕтĕм чăвашсен "Чăваш пики”, "Кĕмĕл сасă” фестиваль-конкурсĕсем, тутар эстрада юррисен "Урмай моны” фестивалĕ, наци культура пĕрлĕхĕсен "Туслăх кăшăлĕ” фестивалĕ...

    Иртнĕ çул Национальноçсен ĕçĕсен канашĕн членĕсемпе пĕрле Елчĕк районне çитсе килнĕччĕ. Çакăн пек тĕл пулусем мĕн тери кирлине тепĕр хут курса ĕненнĕччĕ. Тĕрлĕ халăх ывăл-хĕрĕ Елчĕксен ĕçченлĕхĕнчен, тăван çĕре хисепленинчен тĕлĕннĕччĕ. "Пирĕн йăхташсенеччĕ сирĕн çаврăнăçулăхăр”, - тенĕччĕ Мари культура центрĕн ертÿçи Валентина Аксакова Патреккел уй-хирĕнче усă курман пĕр пĕчĕк лаптăк та çуккине пĕлсен. Мордва культура центрĕн пуçлăхĕ Владимир Седойкин та Елчĕксенчен вĕренмелли пуррине палăртнăччĕ.

    Пĕлтĕрхи юпа уйăхĕн вĕçĕнче Шупашкарта "Этноконфесси килĕшĕвĕпе çураçулăхĕ - общество тăнăçлăхĕн никĕсĕ” ыйтупа "çавра сĕтел” иртнĕччĕ. Унта вырăнти наци культура пĕрлĕхĕсен хастарĕсем çеç мар, кÿршĕсем - Мари Республикипе Ульяновск облаçĕн представителĕсем те - хутшăннăччĕ.

    "Çавра сĕтелте” сăмах илнисем Чăваш Енре хальхи вăхăтра патшалăх тытса пыракан наци политикин тĕп енĕсене - халăхлăх, нацилĕх, этемлĕх паллисене - палăртса хăварчĕç. Тĕрĕсех. Çак ĕçре чи кирли, вырăнли - халăхсен туслăхĕпе ăс-хакăл пĕрлĕхĕн тĕллевĕсене йĕркелесси тата аталантарасси, сарасси. Шăпах çак ыйту питĕ пĕлтерĕшли пирки Раççей Президенчĕ Дмитрий Медведев Федераци Пухăвне янă Çырăвĕнче те палăртнăччĕ. Унти йĕркесене илсе кăтартни вырăнлă пулĕ тетĕп: "Эпир çĕршывăмăрăн пĕрлехи культура хутлăхне, унăн нумай енлĕ сăнарлăхне упрамалла, Раççей халăхĕсен пуян йăла-йĕркине упраса хăварма пулăшмалла”.

    Чăваш Енре çапла тума ĕмĕтленеççĕ çеç мар, ăна пурнăçа кĕртсе пыраççĕ. Кашни халăхăн хăйĕн культурине аталантарма, йăли-йĕркипе чĕлхине упраса хăварма тата чĕртсе тăратма условисем çителĕклĕ. Çĕршывра пирвайхисен шутĕнче пирĕн патăмăрта "Чĕлхесем çинчен” Саккун йышăннă. Шăпах вăл тăван чĕлхене упраса хăвармалли, вĕренмелли никĕс шутланать те. Паян республикăра чăваш шкулĕ - 332, вырăс шкулĕ - 171, тутар шкулĕ - 18 тата мордва шкулĕ - 4. Эрмен, еврей, нимĕç, тутар вырсарни шкулĕсем ĕçлеççĕ.

    Халăхсен хушшинчи çураçулăха çул параканĕ - культура. Ахальтен-и республикăра иртекен вăл е ку халăх уявĕсем - чăвашсен "Кĕмĕл сасă” е тутарсен "Урмай моны”, çармăссен "Пеледыш” е еврейсен "Ханука”, мордвасен "Арта” е узбексен "Навруз” фестивалĕсем - яланах тĕрлĕ халăх çыннипе пуян. Пĕр-пĕрин çитĕнĕвĕшĕн савăнни, культурипе йăли-йĕркине ăша хывни çывăхланма, ăнланма пулăшать, тĕрлĕ енлĕ культура, халăхсен хăй евĕрлĕхĕ вара ăс-хакăлăмăра пуянлатать, пурнăçăмăра кăсăклăрах тăвать.
    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 628 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 2.7/17 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)