К. Ивановăн «Нарспи» поэмине пăхмасăр калатпăр» конкурс хăй ĕçне пĕтерчĕ. Конкурса республикăн тĕрлĕ йышши шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем хутшăнчĕç. Вĕсем çаксем: 1. Александрова Наталия Викторовна, Шупашкар хулин 60-мĕш шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен. 2. Васильева Зоя Витальевна, Шупашкар хулин 4-мĕш професси училищинче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен. 3. Васильева Татьяна Анатольевна, Сĕнтĕрвăрри районĕн Октябрски шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен. 4. Васильева Татьяна Ильинична, Канаш районĕн Катек шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен. 5. Игнатьева Людмила Семеновна, Муркаш шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен. 6. Ласточкина Анфиса Ильинична, Комсомольски районĕн Ĕнел шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен. 7. Печникова Мария Николаевна, Шупашкар хулин 50-мĕш шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен. 8. Тяхмусова Светлана Вячеславовна, Шупашкар хулин Г.С.Лебедев ячĕллĕ Наци интернат-лицейĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен.9. Уськина Галина Витальевна, Шăмăршă районĕн Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен. 10. Ядрицова Алена Андреевна, Йĕпреç поселокĕн 2-мĕш шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен. 11. Нестерова Вера Петровна, Элĕк районĕн Юнтапа шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен. Конкурсантсем паллă поэмăн текстне пĕлнине, учитель, артист ăсталăхĕ пуррине кăтартрĕç. Кашни тенĕ пек сцена çине илĕртъллĕ костюмпа тухрĕ, çыхăнуллă видеороликпа усă курчĕ. Тупăшăва хутшăннă 11 çынран çĕнтерỳçĕ ятне çак учительсем тивĕçлĕ пулчĕç: Ласточкина Анфиса Ильинична, Ĕнел шкулĕн ветеран учителĕ (Комсомольски районĕ), – I вырăн; Александрова Наталия Викторовна, 60-мĕш шкулăн учителĕ (Шупашкар хули), – II вырăн; Васильева Зоя Витальевна, 4-мĕш номерлĕ професси училищин учителĕ (Шупашкар хули), – III вырăн. Çĕнтерỳçĕсене жюри грамотăсем парса чысларĕ. В.П. Петров (Праски Витти) художник хăйĕн «Нарспи» поэма сюжечĕпе çырнă картина пуххисем, поэмăн чăвашла тата вырăсла тексчĕсене кĕртнĕ кĕнекесем парнелерĕ. Кашни учитель ăмăртура хутшăннине çирĕплетекен свидетельство илчĕ. Кунсăр пуçне конкурсантсене «Тăван Атăл» журнал редакцийĕ журналăн çитес çулхи номерĕсене çырăнса парать.
Çыпăçтарнисем: |