Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Пуш 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Раççейри чăвашсен хăйсен ирĕклĕ патшалăхне йĕркелеме ирĕк пур-и?
Пурĕ миçе ответ: 18
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Юнкун, 18.12.2024, 20:39
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2012 » Пуш » 29 » Ят çĕрĕ. Мĕн чухлĕ пулнă вăл?
    Ят çĕрĕ. Мĕн чухлĕ пулнă вăл?
    20:12
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    "Мĕн кăна курмарăм ку пурнăçра”, терĕ пĕррехинче атте. Ун чухне вăл тăхăр вунă çул урлă каçнăччĕ. "Ачалăхăм ят çĕрĕ çинче тертленсех иртрĕ. Каярахпа колхоза кĕрсе ушкăнпа ĕçлесе пăхрăмăр. Совхоз хуçалăхĕнче те ĕçлеме тиврĕ. Халĕ тата, ватлăхăм çитсен, хуçалăхсене аркатса çынсене çĕр пайĕсемпе тивĕçтерчĕç. Ĕлĕкхи патне каялла таврăнтăмăр пулас ĕнтĕ”, — тесе вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне. 
    "Ят çĕрĕ çинченех калаçар-ха”, тетĕп аттене. "Миçе ят çĕрĕ пулнă пирĕн, хăш вырăнта вырнаçнă тата мĕнле лаптăк çĕре йышăннă?” — пĕтĕмпех пĕлес килчĕ манăн. 
    "Паян кунчченех ман ĕнсе çинче ларать вăл”, — тесе сăмахне малалла тăсрĕ атте. 
    Ашшĕнчен вунă çултах тăлăха юлнăскерĕн, пайтах нуша курма тивнĕ пуль çав. 
    Вăл каланинчен çакна ăнлантăм эпĕ. Кашни ялăн хăйĕн сухаланакан çĕрсен лаптăкĕ пулнă. Вулăс управленийĕн мишавайĕ унăн чиккисене çирĕп тĕрĕслесе тăнă. Ят çĕрĕпе арçынсене кăна тивĕçтернĕ. Сухалакан çĕрсен лаптăкне ялти арçынсен хисепĕ çине пайласа ят çĕрĕн калăпăшне палăртнă. Сухаланакан çĕрсен лаптăкĕ те, арçынсен хисепĕ те тĕрлĕрен пулнăран кашни ялăн ят çĕрĕсен пысăкăшĕ те тĕрлĕрен пулнă. Пĕр ят çĕрĕпе усă курнă иккен пирĕн хуçалăх. Унăн калăпăшне пĕлес килчĕ манăн. Çук çав, ниепле те вĕçне тухса пулмарĕ. Çак ыйтупа эпĕ ăçта кăна, ят çĕрĕ çинче ĕçленĕ миçе ватăпа калаçман пулĕ, татăклă хурав илтсе пулмарĕ. Çĕр лаптăкне вăл вăхăтра хальхи пек гектарпа мар, теçеттинпе (десятинăпа) палăртнă. 
    Вулакана пĕлме: пĕр теçеттинĕн (десятинăн) калăпăшĕ 1,09 гектар. Ялта арçынсен хисепĕ улшăнсах тăнă. Лайăх пурнăç шыраса çĕнĕ çĕре — Çĕпĕре — тухса каякансем те тупăнсах пынă, çуралакансем те сахалах пулман. Çавна пула ят çĕрĕпе тивĕçтерес ыйтăва тăватă çулта пĕрре татса панă. 
    Хуçалăх пĕр ят çĕрĕпе кăна усă курнă пулсан та, ăна темиçе пая пайласа тĕрлĕ вырăна виçсе панă. Пирĕн аттен ят çĕрĕ сакăр вырăнта пулнă иккен. Вĕсене Çавал хĕрринчен пуçласа Яманак вăрманĕ патне çитичченех сапаланă. Çак ĕçе çут çанталăк ырлăхĕпе кашниех пĕр пек усă куртăр тесе пурнăçланă теççĕ. 
    Халĕ ĕнтĕ ят çĕрĕн пысăкăшне кăна татса памалли юлчĕ. Çирĕм пĕрремĕш ĕмĕре кĕриччен Çĕньял Упи ялĕнче Иван Семенов пурăнатчĕ. Питех те ăслă, пысăк тавра курăмлă çынччĕ. Тĕнче вăрçи пуçланиччен вăл Сĕнтĕрвăрринчи çĕр йĕркелÿçĕсем хатĕрлекен техникумран вĕренсе тухнă, гидротехник специальноçне алла илнĕ. Сывлăхĕ хавшасах пынине шута илсе, вăл мана, районти çĕр йĕркелÿ комитечĕн председательне, хăйĕн патне çитме ыйтса хыпар янă. Ватта хисеплесе кайса килмех шутларăм. Вăрахчен калаçса лартăмăр эпир унпа. Унăн килĕнче хăй ĕçре усă курнă çĕр виçмелли хатĕр — теодолит — упраннă пулнă. Хăй пурнăçран уйрăлсан теодолит усăсăр пĕтесрен куляннă вăл. Çĕр йĕркелÿ комитетне парса хăварчĕ ăна. Пурнăçне çĕрпе çыхăнтарнă, ятарлă вăтам пĕлÿ илнĕ çын ят çĕрĕн калăпăшне пĕлетех пуль тесе пуçа шухăш пырса кĕчĕ. И. Семенов манăн ыйту çине татăклăн "пĕлетĕп” тесе хуравларĕ. "Пирĕн — Çĕньял Упин ĕлĕкех сухалакан çĕрсен лаптăкĕсем пысăк пулнă. Ят çĕрĕсем тăватă гектар çурăпа танлашнă”, тесе пĕлтерчĕ. 
    Тăватă гектар çурă! Çак лаптăка суха пуçĕпе кăпкалатмалла, алăпа акса сÿрелемелле, кĕр çитсен, çурлапа вырса илмелле пулнă-çке. Кашниех çак ĕçе пурнăçлама пултарайман. Çавăнпах ĕнтĕ ят çĕрĕн хавшак сывлăхлă хуçисем хăйсен лаптăкĕсене тара панă. Халь ĕнтĕ вулакан ăнланчĕ пулĕ: мĕн вăл ят çĕрĕ!

    Л.Малтикас (Красноармейски ялĕ)

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 786 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 5.0/1 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 2
    1 Migulaj   (03.04.2012 18:11) [Материал]
    "тăхăр вунă çул" вырăнне тăхăрвунă çул тесе çырсан тĕрĕс пулать. А.Леонтьев, В.Андреев чăваш чĕлхине мăшкăлакансем.

    2 Яковлева   (15.04.2012 20:23) [Материал]
    Тавах, кун пек пĕлтерÿшĕн. Эпĕ те миçе çынран ыйтса пăхнă, пĕри те пĕр ят çĕрĕ вăтамран мĕн чÿхлĕ пулма пултарнине каласа çирĕплетеймеççĕ. Кашни районăн, кашни ялăн тĕрлĕрен пулма пултарнине ăнланатăп-ха эпĕ, çапах та питĕ пысăк урăмлăх пулманах ĕнтĕ.


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)