Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх республикăри çынсен кăçалхи кăрлачпа авăн уйăхĕсенчи вăтам ĕç укçи 16 503,90 тенкĕпе танлашнă. Атăлçи федераллă округри тăрăхсемпе танлаштарас пулсан çак кăтарту Мăкшăпа (13 816,70) Мари Эл (15 405, 10) республикăрисенчен тата Киров облаçринчен (16 078,90) пысăкрах. Чи пысăк вăтам ĕç укçи вара — Тутарстанра, вăл 22 295,80 тенкĕпе танлашать. Ыттисенчен ытларах республикăра укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнче (23 916 тенкĕ) ĕçлекенсем, çурт-йĕр тăвакансем (19 914) пулнине кăтартать Чăвашстат. Пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан ĕç укçи пĕтĕмĕшле 12,4% ӳснĕ. Çак кăтарту Перĕм енĕпе Чулхула облаçĕнче сахал пулнине пĕлтернĕ — 7,4% тата 7,5% кăна. Пенза облеçĕпе Тутарстанра вара — самай ӳснĕ: 13,9 тата 13,2%.
Вăхăтра тӳлемен ĕç укçи калăпăшĕ паянхи куна 62 245 пин тенкĕпе танлашать иккен, кăрлач уйăхĕпе пăхсан 21,4% чакнă.
Пĕлме: 1970 çулта Чăваш Енри вăтам ĕç укçи 87 тенкĕпе танлашнă, вăл вăхăтрах Мари Элте 96 тенкĕ, Мăкшă Республикинче — 91 тенкĕ тӳленĕ. 1975 çулхи кăтартусем: Чăваш Енре — 113 тенкĕ, Мари Элпе Мăкшă республикисенче — 124 тата 122 тенкĕ. 1985 çулта вăтам ĕç укçи 160 тенке çитнĕ, маларах асăннă республикăсенче — 168 тата 169 тенкĕне. 1990 çулта палăртнă кăтартусем: Чăваш Енре — 237 тенкĕ, Мари Элте — 254 тенкĕ, Мăкшă республикинче — 248 тенкĕ. Чи пĕчĕк укçа илекенсем шутне çавăн пекех Пенза облаçĕ кĕнĕ — 251 тенкĕ. 1995 çулхи вăтам ĕç укçи пирĕн республикăра 253 пинпе танлашнă, çав вăхăтра Чулхула облаçĕнчисем 397 пин, Тутарстанрисем 428 пин илнĕ. Сахал илекенсем шутĕнче çавăн пекех Мари Эл (254,4 пин), Пенза облаçĕ (261 пин), Мăкшă республики (276 пин) пулнă. 2000 çулта Чăваш Енри вăтам ĕç укçи 1 196 тенкĕпе танлашнă. Ку вăхăталла Мари Элпе Мăкшă республикисем пирĕнтен кая юлма пуçланă — 1 164,8 тата 1 107, 6 тенкĕ. Пенза облаçĕнчи вăтам ĕç укçи 1 258 тенке çитнĕ. 2003 çулта вăтам ĕç укçипе пирĕн республикăна Мăкшă республики иртсе кайнă — танлаштарма, 3 215 тата 3 251 тенкĕ. 2004 çулта Чăваш ен вара, каллех, сахал ĕçлесе илекенсен шутĕнче тăваттăмĕш вырăна аннă (Мăкшăпа Пенза облаçĕнчи ватам ĕç укçи сахалтарах ӳснипе). 2007 çулта вăтам ĕç укçи пирĕн республикăринчен Мăкшă республикипе Мари Элте, çавăн пекех Чĕмпĕр облаçĕпе Пенза облаçĕнче пĕчĕкрех пулнă. 2008 çултанпа Киров облаçĕнчи лару-тăру япăхлана пуçланă. Çăлкуç: http://www.chuvash.org/news/2433.html
Çыпăçтарнисем: |