«Пулĕç аслă, çивĕч ăслă кĕнекеçĕсем…» Çеçпĕл кĕтнĕ кĕнекеçĕсенчен пĕри — филологи наукисен кандидачĕ Геральд Васильевич Лукоянов (1935 – 2001). Вăл хăйĕн ĕмĕрĕнче пĕччен е урăх авторсемпе пĕрле 40 яхăн вĕренӳ кĕнеки ăсталанă, вĕсенчен хăшĕ-пĕри 10 ытла кăларăмпа тухнă. Шкулта унăн кĕнекисемпе 1965 çултанпа вĕренеççĕ. Çав йышра «Чăваш чĕлхи» (3-6 классем валли), «Тăван литература» (4-5 кл.), «Чăваш сăмахĕ» (3-7 кл.), «Савăнăç кĕнеки», «Тăван чĕлхе», «Çеçпĕл», «Шевле», «Килти вулав кĕнеки», «Çыру тетрачĕ» пур. Вăл хатĕрленĕ кĕнекесен пĕрлехи тиражĕ икĕ миллиона çывхарнă! Çакăн чухлĕ кĕнеке калăплама пултарнă ăста хăй пурăннă вăхăтра чысне-сумне питех курайман — наградăсемпе хисеплĕ ятсем илеймен. Геральд Васильевич ача пек уçă кăмăллă та тӳрĕ чунлă çынччĕ, хурине «шурă» теме пултараймастчĕ. Çакă ăна пĕчĕккисем валли кĕнеке хайлама пулăшнă, анчах пуçлăхсен умĕнче ырă ятлă пулма чăрмантарнă. Вăл пирĕнтен камалсăр (выр. Скоропостижно) уйрăлса кайнăранпа кĕçех вунă çул çитет ĕнтĕ. Аслă пĕлӳ илнĕ, ăна-кăна ăнланакан çынсенчен Геральд Лукоянов пирки ыйтса пăхатăн та ку ята пĕлекеннине сахал тупатăн. Вара çав çынсенех хăйсем шкулта вĕреннĕ вăхăтри чăваш чĕлхи, тăван литература е хушма вулав кĕнекине кăтартатăн. Кĕнеке хуплашкине курсанах пирĕн «респонденсен» пичĕ-куçĕ çуталса каять — вĕсем хăйсен пĕлӳ çăлкуçне палласа илеççĕ. Акă кам кĕнеки пулăшнă иккен вĕренсе çын пулма! Кая юлса та пулин Геральд Васильевича ырă сăмах, тав сăмахĕ каламаллах пирĕн, унăн ятне манăçа кăлармалла мар. Пархатарлă туйăма чун-чĕремĕрте вăратмашкăн пĕлтерĕшлĕ сăлтав та пур кăçал — пултаруллă кĕнекеçĕ çуралнăранпа 75 çул çитрĕ (шел, чикан майри каланă пек тата хăй ĕмĕтленнĕ пек 83-е çитеймерĕ ĕçтешĕмĕр). Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ тата Чăваш тавра пĕлӳçисен пĕрлĕхĕ пуçарнипе авăнăн 23-мĕшĕнче Муркаш районĕнчи Мăн Хураçка шкулĕнче — Геральд Лукоянов вĕреннĕ тата вĕрентнĕ пĕлӳ лаççинче — «Чăваш чĕлхине вĕрентесси, тĕпчесси: ĕнер, паян, ыран» темăпа ăслăлăхпа ĕçлĕх конференцийĕ иртрĕ. Кĕнекеçĕ юбилейне халалланă ĕçлĕ уява Муркаш район администрацийĕн пуçлăх çумĕ Алевтина Андреева ертсе пычĕ, район пуçлăхĕ Юрий Иванов та хутшăнчĕ, сăмах каларĕ. Геральд Васильевичăн пултарулăхĕпе ăсталăхне хак пама, чăваш чĕлхипе литературине тĕпчесе вĕрентессине тишкерме Шупашкартан ăсчахсем пычĕç: гуманитари ăслăлăхсен институтĕнчен — Леонид Петровпа Александр Кузнецов, педуниверситетран — Виталий Станьялпа Евдокия Андреева, вĕренӳ институчĕпе университетран — Юрий Виноградовпа Андрей Филиппов. Японири Хоккайдо университетĕнчен килнĕ гуманитари ăслăлăхĕсен кандидачĕ Гото Масанори те конференци шайне ӳстерчĕ. Тĕп доклада тăваканни Чăваш тавра пĕлӳçисен пĕрлĕхĕн председателĕ Евгений Ерагин пулчĕ. Ĕçлĕ калаçăва районти библиотекарьсемпе вĕрентекенсем, Мăн Хураçка шкулĕн йышĕ хутшăнчĕ. Докладсене итленĕ май Геральд Лукояновăн тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕ куç умне курăмлăн тухса тăчĕ. Вăл вĕрентӳ программисемпе меслетлĕх кĕнекисем те хатĕрленĕ, «Марийские заимствования в чувашском языке» монографи кăларнă, Леонид Сергеевпа пĕрле аслă шкул валли «Чувашский язык» вĕренӳ кĕнеки калăпланă, вăрçăра пуç хунă çамрăк поэтсен сăввисене пухса «Вĕçленмен юрăсем» (1973) поэзи пуххине кун çути панă. Кĕнеке кăна калăпласа ларман вăл, тĕрлĕ çулсенче Муркаш районĕнчи Мăн Хураçка, Çатракасси тата Йӳçкасси шкулĕсенче, Вăрмар районĕнчи Мăнçырмара ачасене пĕлӳ тĕнчине çул кăтартнă, район хаçачĕпе кĕнеке издательствинче, вĕренӳ институчĕпе педуниверситетра тăрăшнă. Икĕ тĕрлĕ аслă пĕлӳ илнĕ, Алма-Ата хулинче кандидат диссертацине хӳтĕленĕ. Чăваш литературине чунтан юратаканскер хăй те сăвăсем хайланă, анчах вĕсене пичете сĕнме васкаман. Унăн икĕ пиччĕшĕ 1941 çулта вăрçăра пуç хунă, пĕри сăвăçă пулнă, тепри — ӳнерçĕ... Конференцине хутшăнакансенчен чылайăшĕ Геральд Лукоянова çывăх пĕлнĕ. Тĕслĕхрен, В.Станъял унпа аспирантурăра вĕреннĕ, Ю.Виноградов кĕнеке çырма хутшăннă, эпĕ вара пĕр вăхăт педуниверситетра пĕрле ĕçлеттĕм (тĕрлĕ факультетри студентсене икшер пая уйăрса чăваш чĕлхине вĕрентеттĕмĕр). Пулас ăсчахпа юнашар ӳссе çитĕннĕ е вăл вĕрентнипе шкулта ăс пухнă çынсем аса илӳ çăмхине сӳтнĕ чух куççульленсе те илчĕç. Зала пухăннисем уйрăмах Геральд Васильевичăн çывăх тăванĕсене — вĕрентӳ ĕçĕн ветеранне Галина Николаева Лукояновăна, ывăлĕсене Николайпа Владислава тимлесе итлерĕç. Вĕсенчен пĕри ашшĕ пекех çамрăксене пĕлӳ парать, Шупашкарти 10-мĕш шкулта ĕçлет. Мăн Хураçка шкулĕн коллективĕ конференцие тĕплĕ хатĕрленнĕ: шкул музейне çĕнетнĕ, мухтавлă ентешĕн кĕнекисемпе, ал çырăвĕсемпе тата тĕрлĕ документпа паллаштаракан курав йĕркеленĕ (ăна Муркашра та кăтартма палăртрĕç). Ачасем Геральд Васильевичăн сăввисене каларĕç, юратнă юррисене шăрантарчĕç. Пултаруллă кĕнекеçĕн, ăста чĕлхеçĕн ятне чыслама пухăннисем пархатарлă сĕнӳ чылай пачĕç. Вĕсене Муркаш район администрацийĕ ырласа йышăнчĕ. Кĕçех Мăн Хураçка шкулне Геральд Лукоянов ятне парĕç, шкул çурчĕ çинче вара ăна халалланă асăну хăми пулĕ. Ăсчахăн ал çырăвĕсене, кун кĕнекисене тишкерсе ятарлă кĕнеке кăларасси — тĕпчевçĕсен тивĕçĕ. Тăван халăхшăн, унăн культура ӳсĕмĕшĕн ырми-канми тăрăшнă ырă çыннăмăр умĕнче парăмлă эпир. Çакна аса илсе парăма майĕпен татма пуçларăмăр. Пархатарлăхпа сăваплăх кăмăл-туйăмĕ Геральд Лукоянов юбилейĕ хыççăн та ан сĕвĕрĕлтĕрччĕ ĕнтĕ.
Çыпăçтарнисем: |