Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Нарăс 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Раççейри чăвашсен хăйсен ирĕклĕ патшалăхне йĕркелеме ирĕк пур-и?
Пурĕ миçе ответ: 18
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Ытларикун, 05.11.2024, 18:22
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2011 » Нарăс » 6 » Çывăр, аптраман тавраш (Г.Н.Волковăн хĕрĕх кунне асăнса)
    Çывăр, аптраман тавраш (Г.Н.Волковăн хĕрĕх кунне асăнса)
    20:17
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Кам-ши чăваш ăсчахĕсенчен 900 ытла статья çырса пичетлесе кăларĕ, 20 яхăн нацин хĕрĕсемпе ывăлĕсен наука ертÿçи пулса 50 профессор тата 200 доцент патнелле вĕрентсе хатĕрлĕ, «Раççейĕн чи чаплă çыннисем» энциклопедие кĕме тивĕçлĕ пулĕ, Европăри çĕр-шывсен тĕп хулисенче чăваш халăхĕн ăслăлăхĕ çинчен каласа парĕ, анне чĕлхин пуянлăхне çапла хаклама пултарĕ: «Тăван чĕлхемĕрçĕм... Асаттесен пилĕ, асаннесен тупи, кукамайсен пехилĕ, кукаçейсен тилмĕрĕвĕ, шăллăм тавĕ, йăмăкăн ачашлăхĕ, хурăнташсен, кÿршĕсен ырă кăмăлĕ...», аякра пулнă чухне тăван тăрăха аса илсе салхуллăн тунсăхлĕ: «Париж витĕр утса тухрăм. Париж хитре, Париж чипер... Анчах Парижра чăвашла калаçмаççĕ. «Алран кайми аки-сухи» юрламаççĕ». Пирĕншĕн, вулакансемшĕн, паллă: ăс-тăнпа, ăшă кăмăлпа, ĕçченлĕхпе, икĕ томлă юрату туйăмĕпе Геннадий Никандрович Волков академик - ĕмĕр-ĕмĕр чи пуян чăвашсенчен пĕри пулĕ.
    Учительсен учителĕн пурнăçĕнчи юлашки сехечĕсем те пирĕншĕн тĕлĕнтермĕш: чĕри тапма чарăнас умĕнхи кун теме сиссе кăнтăрла иртсенех хăй патне килне чĕнчĕ, ытти кун çывăрас умĕн кăна калаçса ларма кĕтетчĕ. Ку хутĕнче те «Эп кайсан» темăпа нумай калаçрĕ, хăй юратнă французсен хĕрлĕ типĕ эрехне сыпкаласа кăна ларчĕ /шурă эрехе вăл ĕçнине курман/. Кĕçех тепĕр мăшăр хăнана çитрĕ. Илсе пынă кучченеçсене кил хуçи питĕ тăрăшса çирĕ. 17 сехет еннелле хăйĕн ĕç пÿлĕмне илсе кайрĕ, юратнă ĕç хатĕрне - ручкине - парне вырăнне йышăнма хушрĕ те ăсĕ-тăнĕпе нимĕн пăтранмасăр канма выртрĕ /вăл нихăçан та çур çĕрччен çывăрма выртман теççĕ/. Çенĕке-коридора пире ăсатма тухмарĕ, кун пекки нихăçан та пулманччĕ... Тухтăрсем каланă тăрăх - учителĕн чĕри çур çĕр тĕлнелле тапма чарăннă /Геннадий Никандрович хваттерĕнче пĕчченех пурăннă, виçĕ-тăватă хутчен инсульт-инфаркт тÿснĕ 84-ри çыннăн сывлăхĕ хавшакланнă, çавăнпа та вăл пĕр çăра уççине шанчăклă çынна панă, лешĕ ăна кашни ир тĕрĕслесех тăнă. Раштав уйăхĕн 27-мĕшĕнче ирхине ирех çитет, кĕрет, курать - пирĕн вĕрентекенĕмĕр ĕмĕрлĕхех çывăрса кайнă/. Чăвашăн хăйĕн чаплă ывăлĕ çинчен пĕтĕмпех пĕлес килет, çавăнпа та хамăр куçпа курнине вулакансене те пĕлтерес терĕмĕр. Юлашки хут сĕтел хушшинче ларнă чух çакна та каласа хăварма ĕлкĕрчĕ: çăкăр нихăçан та япăх пулмасть, пĕçерекенĕ япăх пулма пултарать.
    Юлашки кунĕсенчен пĕри уйрăмах ĕмĕрлĕх куç умĕнче юлчĕ: ăçтан сисрĕ-ши ăсчах икĕ уйăха яхăн тĕнчене ĕнтсе асаплантарнă шăрăхăн вĕçĕ пуласса? Каç еннелле уçăлма урама тухма шутларĕ, Элкер бульварĕпе тăвалла утма кăмăл турĕ, çула май кашни ача çине савăнса пăхса тăчĕ, Татиана чиркĕвĕ патне çывхарсан каялла çаврăнчĕ кăна - таçтан пĕлĕтсем сиксе тухрĕç, çумăр витререн тăкнă пек шарлаттарса çума пуçларĕ. Урамри халăх хÿтлĕх шыраса унталла та кунталла чупать кăна, академик çакна курса тĕлĕнсе хытса кайрĕ, аллисене пĕлĕтелле çĕклесе вырăнтан тапранмасăр кăшкăрсах ячĕ: «Эй, айвансем, икĕ уйăх Турра кĕтнĕ пек кĕтрĕмĕр çумăра, халĕ вăл килчĕ, ма хăраса ÿкрĕр, ма таратăр унтан, ма çылăха кĕретĕр?» Утрĕ çумăр айĕн анаталла, ятарласа шыв юххи тăрăх, пĕчĕк ача пек кашни лакăма тĕрĕслесе, савăнса, тăтăшах: «Çын пултăм, шывран тухнă - шывах кĕрсе куртăм», - тесе. Вĕрентекенĕ мĕн калать, тăвать, вĕренекенĕн те çаплах пулмалла - çур сехетрен çумăрпа çăвăнса тухрăмăр, киле кĕтĕмĕр, типĕ тумсем тупса тăхăнтăмăр, савăнăçĕ - туп тулли. Тепĕр кунне япалисене тавăрма кĕтĕм те каллех пуйрăм: футболкине вăйпах каялла парса ячĕ, йĕппе çип илтĕм те кăкăр вырăнĕ тĕлне von Wolf тесе çырса хутăм. Эппин, каллех куртăмăр: талант - стандарт мар, ыттисем хăраççĕ - вăл савăнать, хăйĕн тĕслĕхĕпе вĕрентрĕ.
    Юлашки уйăхĕсем, каллех, тĕлĕнтермĕш: кайма вăхăт çывхарнине туйса, пĕтĕм вăйне пухса Геннадий Никандрович хăй вĕрентсе ÿстернĕ профессорсемпе доцентсем патне Якут Республикине конференци ĕçне хутшăнма кайса килчĕ, Сталинградпа та сыв пуллашрĕ /хула ятне вăл улăштарман/, Казахстанăн тĕп хулинче хăйĕн вĕренекенĕсене пил сăмахĕ каларĕ, юратнă Элистари университетра чăваш калмăкĕсемпе пĕрле уйăхĕпех ĕçлесе савăнчĕ, Мускавра академиксен çулталăкри пухăвĕн ĕçне хутшăнчĕ /ĕçтешĕсемпе юлашки хут курса калаçас тĕллеве пĕрре те пытарман/, çула май реанимацие те лекрĕ, Шупашкара килме виçĕ хут хатĕрленнĕ хыççăн кăна тухайрĕ /темскер тытса чарать/, чăваш тăрăхне çитсен тăван Аслă Елчĕкпе сыв пуллашма та ĕлкĕрчĕ, Чăваш наци конгресĕн президиумĕн анлă ларăвĕнче чăваш чĕлхине вĕрентекенсен умĕнче сăмах тухса каларĕ /леш тĕнчене каяс умĕн виçĕ кун маларах/. Эппин, хисеплĕ Вĕрентекенĕмĕр никама та йывăрлăх кÿмен, хăй урипех утса çÿресе тăван халăхран уйрăлса кайрĕ.
    Унăн савăнăçне те, куççульне те курнă çынсем: «Ма йĕретĕн, учитель?» - тесе ыйтакансене çапла хуравлани те пулнă: «Касу таврăнчĕ, ĕне киле килмерĕ те анне Йынкка шăллăмпа иксĕмĕре ĕнене шырама ячĕ. Пĕчĕк çеç ачана эпĕ, асли, тĕттĕм урампа утма хушрăм, тĕксе те пăхрăм. Шăллăм хăранипе йĕрсех ячĕ. Аса илетĕп те - халĕ те йĕретĕп, хама çакăншăн каçармастăп паян кун та».
    Германи çĕрĕ-шывĕнче Учительпе пĕр пÿлĕмре пĕр эрне пурăнтăмăр, вăл çывăрнине курса пулмарĕ: каçхине çывăрма выртатăп - çырса ларать, çĕрле вăранатăп - çаплах ĕçлет, ирхине тăратăп - Геннадий Никандрович тăнă, тумланнă, ĕçе тытăннă та. Юлашки çула ăсатнă чух çеç Вĕрентекенĕмĕр лăпкă çывăрнине курса юлтăмăр.

    Владимир ИВАНОВ ("Хыпар")
    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 1862 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 3.6/13 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)