И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ пулма пилĕк çын — çав шутра республикăн вĕренӳ министрĕ те пур — ĕмĕтленеççĕ иккен. Кандидатсене аслă шкулăн ăсчахсен канашĕ тата Чăваш Енти университетсемпе институтсен реткорĕсен канашĕ ырланă-мĕн. Ректор пуканне куç хывнисем, тӳррипе, тата ытларах пулнă иккен. Анчах вĕсенчен пĕрне, улттăмĕшне, Мускаври автотранспорт институчĕн Атăлçи филиалĕн директорĕн çумĕ Виталий Михайлов кирлĕ мĕнпур хута хатĕрлесе паман иккен. Çавна пула ăна списока кĕртмен. Çапла вара кандидатсен йышĕнче — Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн дирекорĕ Юрий Исаев, Раççейĕн халăх хуçалăхĕн тата патшалăх службин Шупашкарти филиалĕн кафедрин пуçлăхĕ Нина Семедова-Полупан, республикăн вĕренӳ министрĕ Владимир Иванов, Чăваш патшалăх университечĕн проректорĕ Андрей Александров, юлашкинчен асăннă университетăн кафедра пуçлăхĕ Анатолий Яковлев. Сăнавçăсен шучĕпе ректор пулас шанчăк пилĕк кандидатран иккĕшĕн уйрăмах пысăк: республикăн вĕренӳ министрĕн Владимир Ивановăн тата Чăваш патшалăх университечĕн проректорĕн Андрей Александровăн. Раççейĕн Вĕренӳ министерствин аттестаци комиссийĕ пăхса тухнă хыççăн кандидатурăшăн аслă шкулăн ĕç коллективĕ сасăлĕ.