Хаклă ентешĕмĕрсем!
Сире Анне кунĕ ячĕпе саламлатăп!
Анне – çĕр çинчи чи ырă та илемлĕ сăмах. Çак çывăх çыннăмăр çумра чухне кăмăл çĕкленет, пурнăçри пĕтĕм ыйту та çăмăллăнах татăлать, вăй-хал хушăнать тата мĕн те пулсан ыррине тăвас килет. Анне – мĕн пурин пуçламăшĕ, çемье никĕсĕ, хавхалану çăл куçĕ. Вăл кашни çын пурнăçĕнчех тĕп вырăнта тăрать, мĕншĕн тесен пире çут тĕнче кăтартса пурнăç пиллет. Анне пулăшăвне, унăн ачаш аллисен ăшшине тата канăçсăр чĕрин таппине эпир мĕн ачаран туйса ÿсетпĕр. Анне телейĕ – çемье ырлăхĕнче тата ачисем ырă-сывă пулнинче. Паян Чăваш Енре çемье¬не çирĕплетес, ача амăшĕсене тата ачалăха пулăшас тĕлĕшпе нумай ĕç тăватпăр. Республика нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтерес енĕпе хăй çине обязательствăсем илчĕ. Çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвне татса парас енĕпе те тĕрлĕ программа шайĕнче патшалăх пулăшăвĕ паратпăр. «Рес¬публикăн амăшĕн (çемье) капиталĕ çинчен» Указа алă пуснă. Ача сачĕсем тăватпăр. Çĕр çинчи пĕтĕм япалана анне чĕрин ăшши çутатать: эпир пу¬рăнакан çурта та, сĕтел çинчи çăкăра та, суйлсаса илнĕ пурнăç çулне те. Пиртен кашниех хăйĕн амăшне ырми-канми ĕçченлĕхĕшĕн, ачи¬семшĕн хыпкаланса çĕрĕ-çĕрĕпе çывăрмасăр ирттернĕ каçсемшĕн, хамăра чунтан юратнăшăн чĕререн тав тăвать, çав юрату пирĕн пурнăçа пуянлатать, пире телейлĕрех тăвать. Çак паллă кун чи ăшă салам сăмахĕсене йышăнсамăр. Пурсăра та лайăх сывлăх, çемьере телей тата ырлăх сунатăп!
Чăваш Республикин
Президенчĕ М.Игнатьев. Çыпăçтарнисем: |