Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Ака 2014  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
282930
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Мĕн вăл Çĕнĕ Çул парни?

Пурĕ миçе ответ: 94
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Шăматкун, 14.12.2024, 16:40
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2014 » Ака » 16 » Чăваш Енре патшалăхăн икĕ чĕлхипе усă курнине хаклакан блог
    Чăваш Енре патшалăхăн икĕ чĕлхипе усă курнине хаклакан блог
    20:47
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Тĕнче тетелĕнче Чăваш Енре патшалăхăн икĕ чĕлхипе усă курнине хаклакан мониторинга халалланă блог тунă. Хальлĕхе pertanlah журналта (чăвашла «пĕртанлăх» — «равноправие») 700 ытлă сăнӳкерчĕк пичетленнĕ. Унта чăваш тата вырăс чĕлхипе ăнăçлă усă курнисем те, республикăри чĕлхе саккунне пăснă тĕслĕхсем те пур.

    Журнал авторĕсем палăртнă тăрăх, çакна Чăваш Республикинчи патшалăхăн икĕ чĕлхине пĕр тан усă курманнине кăтартас тĕллевпе йĕркеленĕ. Тĕслĕхсем илсе кăтартнă.

    «Чылай чухне пĕр чĕлхепе çеç усă кураççĕ. Вăл — ялан тенĕ пекех вырăс чĕлхи. Çапла майпа граждансен прависене пăхăнмаççĕ. Ку Чăваш Республикин сакунне пăсни те. Саккун патшалăхан икĕ чĕлхи те пĕр тан пулнине калать», — тенĕ журналта. Тĕслĕхрен, çул çинчи паллăсене вырăсла çеç çыраççĕ.

    «Юлашки 20 çулта çул çинчи чылай палла, урам, общество чарăнăвĕсен ячĕсене улăштарнă, патшалăх учрежденийĕсен умĕсене юсанă, — тенĕ блогра. — Анчах хăш-пĕр çĕрте çеç çакăнпа усă курса объект ячĕсене вырăсла та, чăвашла та çырнă. Тĕслĕхрен, патшалăх çурчĕсене, автостанцисене, спорт центрĕсене уçнă чухне алăк çинче чăвашла-вырăсла çырнă пĕчĕк вывескăсене çеç курнă эпир. Етĕрне хулинче, унти халăхăн 66 проценчĕ чăваш пулин те, вырăнти тӳре-шара 1990 çултанпа урам, чарăну ячĕсене çырнă чухне патшăлăхăн икĕ чĕлхипе усă курмашкăн май тупайман-ха».

    «Çурт умĕнче икĕ чĕлхепе çырнине кураймасан шалта кунашкаллине тупма тата йывăртарах, — çырнă малалла журналта. — Ачасене воспитани памалли вырăнсенче, культура керменĕсенче, парксенче, ача-пăча поликлиникисенче пĕр чĕлхепе усă курни çеç ытларах шухăшлаттарать».

    Мониторинг ертӳçисем вывескăсене икĕ чĕлхепе тумашкăн укçа-тенкĕ кирлине тунмаççĕ. Анчах кивĕ табличкăсене планпа килĕшĕллĕн улăштарнă чухнех икĕ чĕлхепе çырсан укçа самай перекетленине палăртнă. Вĕсем транспортра вырăс тата чăваш чĕлхисемсĕр пуçне ытти чĕлхепе усă курнине хирĕç мар-мĕн.

    Pertanlah блога икĕ чĕлхепе йĕркелесе пыраççĕ.

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 723 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 5.0/1 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 1
    1 Migulaj   (17.04.2014 15:28) [Материал]
    Вара хăш вăхăтран Чăваш республикинче 2 чĕлхепе усă курма тытăннă? Мĕнле эпĕ çавна асăрхаман та туйман та.


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)