Красноармейски районĕн Пикшикри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулĕнче районти шкулсенче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Чи малтанах ларăва пухăннисем асăннă шкулта чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Л.А.Тихоновăн уçă урокне итлерĕç. Урок теми: "Пĕр чĕлхе - пĕр ăс, икĕ чĕлхе - икĕ ăс". Вĕрентекен ачасене тăванла тĕрĕк чĕлхисен - чăваш тата турккă чĕлхисен - танлаштаруллă грамматикипе паллаштарнă. Вĕренекенсем турккă чĕлхин алфавитне тишкерчĕç, унпа усă курса турккăлла вулама хăнăхрĕç. Турккă чĕлхи чăваш чĕлхине пит çывăх иккен. Ачасем турккă чĕлхине ятарласа вĕренме те кăмăллă пулмалла терĕç. Нумайăшĕ ăна Интернет урлă вĕренме шухăш тытрĕ. - Урокра тăрăшса ĕçленĕшĕн сире пурне те манран парне - "пиллĕк", - терĕ учительница. Урока сÿтсе явнă май итлекенсем вĕрентÿ процесĕ тухăçлă иртнине палăртрĕç. Кун евĕр уроксене Интернетпа онлайн урок парсан аван терĕç. Ыттисене вĕренмелли нумай ырă тĕслĕх пур кунта. Л.А.Тихонова информаци технологийĕсемпе вырăнлă усă курни те килĕшнĕ вĕсене. Учительсем урок паракана тĕрлĕ тĕрĕк чĕлхисен танлаштаруллă грамматикипе электив курсĕсен программине çырса пичетлеме сĕнчĕç. Методика пĕрлешĕвĕн ларăвĕн иккĕмĕш пайĕнче вĕрентекенсем Людмила Анатольевнăн кулленхи ĕç опычĕпе паллашрĕç. Л.А.Тихонова - аслă категориллĕ учитель. Унăн вĕренекенĕсем республикăри тата районти конкурссене хутшăнса пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ. Вăл хăй те 2010 çулта республикари "Çулталăкри чи лайăх учитель" конкурса хутшăнса дипломант ятне çĕнсе илнĕ.
Çыпăçтарнисем: |