1. Чи пĕчĕк ĕç укçи 4630 тенкĕрен 5205 тенке çитрĕ 2. Ача амăшĕн капиталĕ (çуратнă иккĕмĕш ачашăн) 408 пин те 960 тенке çитрĕ 3. Ача амăшне ача 3 çула çитиччен 5 пинрен кая мар пособи тÿлеме пуçлаççĕ (кăрлачра вăл 5504 тенкĕ пулĕ) 4. Автотранспорт налукĕ пĕр лаша вăйĕшĕн 12 тенкĕрен
пуçласа
(малтан 7 пулнă) 25 тенке (малтан 20 пулнă) çитрĕ; 70 лаша вăйĕччен вара пĕр пус та илмеççĕ 5. Пурлăхшăн илекен налук (300 пинччен 0,1 процентах юлать) 0,2 процентран пуçласа 0,75 процентчен ÿсет 6. Лавккари эрех хакĕ (çур литршăн) 125 тенкĕрен 170 тенке çити ÿсет 7. Тĕрлĕ тÿре-шара ĕç укçине мĕнле расхутланине деклараци урлă тĕрĕслесе тăма пуçлаççĕ 8. Çул-йĕр правилисене пăснăшăн штраф виçисем ÿсеççĕ (пиçиххи çыхмасăр çÿресен - 1000 тенкĕ, хирĕç килекен транспорт çулĕ çине тухнăшăн - 5000 тенкĕ...) 9. Алкоголь продукцине çул çитмен çамрăксене ваккăн сутнăшăн штрафсем 10 хутчен хăпарчĕç
Çыпăçтарнисем: |