Кирек мĕнле ĕçĕн те йĕрки пур. Чăваш алфавитĕнчи мĕн пур сас паллисемпе усă курса çырмалли предложенисен конкурсне та пĕтĕмлетме вăхăт. Чи малтанах пĕр-ик сăмах конкурс пирки каламалла. Пурте ку конкурса мĕнле шутласа тупни пирки ыйту параççĕ. Алфавитри пур сас паллипе те усă курса çырнă предложение панграмма теççĕ, вырăсла хитререх каласан „разнобуквица” тени пулать ĕнтĕ. Кунашкал тĕслĕхсем вырăс, украин, акăлчан, нимĕç, француз, чех, пăлхар, грек, латыш, корей, яппун, эсперанто тата ытти халăхсен чĕлхипе тупса вулама пулать. Хăй вăхăтĕнче типографи валли сас паллисем шăратса шрифтсем епле çапăннине курма кирлĕ пулнă-ха ку япала. Çĕнĕрен те çĕнĕ шрифтсем шутласа тупаççĕ: вĕсен ячĕсем те тĕрлĕрен – пурне пуçра асра тытса пĕтереймĕн! Анлă сарăлнă Съешь [же] ещё этих мягких французских булок, да выпей чаю предложение Microsoft 1990 çултанпа усă курать. Артемий Лебедев (http://www.artlebedev.ru/kovodstvo/sections/) панграммăсене чылай çул хушши пухнă, ун патне çынсем хăйсен предложенийĕсене яра-яра панă.
Чăваш çырулăхĕн хăйĕн историйĕ пур. Тĕрлĕ вăхăтра тĕрлĕ улшăнусем пулнине те вулакан аванах пĕлет пулĕ. Шкулта чĕрĕк ĕмĕр ĕçлетĕп, ачасене чăвашла вĕрентетĕп.
...
Малалла вула »