Чăваш Енре кăçал тăваттăмĕш çул тавра пĕлӳ экспедицийĕ пырать. Çавăнпа республикăри кашни район хăйсен тăрăхĕнчен тухнă паллă çынсен вил тăприсене курса, материалсем пухса, япалисене шыраса çӳреççĕ. Çак сăлтавпах октябрĕн 12-мĕшĕнче Хусана Етĕрне районĕсем килсе çитрĕç. Инçе çула кĕскетсе вĕсем Н.И.Ашмарин вил тăпри çине килсе тав сăмахĕсем каласа, сăвăсем вуласа, чечек хурса пуç тайрĕç. Николай Иванович Ашмарин вырăс пулсан та, чăваш çĕрĕнче çуралнипе пулас, чăваш чĕлхипе питĕ кăсăкланса, ăна тишкерсе 17 томлă словарь кăларнă. Николай Иванович тĕрлĕ çĕрте ĕçлесе – пурăнса çӳренĕ пулсан та, Хусан хулинче тымар ярса çут тĕнчерен те çакăнтах уйрăлнă. Етĕрне районĕнчи Тури Ачак шкулĕн ачисем Николай Ашмарин пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланса чĕлхеçĕн 150 çулхи юбилейĕ тĕлне альбом туса кăларасшăн. Тутарстанăн тĕп хулине етĕрнесем хăйсем çеç мар, Чăваш халăх академийĕпе Тавра пĕлӳçĕсен союзĕн хисеплĕ ертӳçипе В.П.Станьялпа пĕрле килнĕ. Виталий Петрович Н.И.Ашмарин вил тăпри çинче кĕлĕ вуласа тав турĕ. Çамрăксене тăван чĕлхене юратма, нихăçан та манмалла марри çинчен чун-чĕринчен ăнлантарчĕ. «Николай Иванович выçă пурăнса словарь кăларнă. Пирĕншĕн тăрăшнă», – терĕ вăл. Экспедицие килнĕ хисеплĕ хăнасене Хусанти Ар масарĕнче Василий Дедушкинпа «Сувар» хаçат ĕçченĕсем ертсе çӳрерĕç. Василий Афанасьевич çак масар çине пытарнă кашни паллă чăвашăн вил тăпри вырăнĕсене пĕлет. Тирпейлесе тăрать, ваттисен кунĕсенче асăнма çӳрет. Тавах ăна уншăн. Тури Ачак шкулĕн директорĕн çумĕпе Александр Павловпа Татьяна Яжейкина тавра пĕлӳçĕ çак масар çинче тата та паллă çынсем канлĕх тупнине пĕлсе вĕсен вил тăприйĕсем патне те чарăнас шутпа килнĕ. Çапла Чăваш Ен ачисем Н.Ильминский, Н.Никольский, К.Фукс тата В.Ленинăн амăш енчи тăванĕн вил тăприйĕ çинче те пулса курчĕç. Масар çинче пулнă хыççăн Чăваш Ен делегацийĕ Н.И.Ашмарин пурăннă çурт патне çул тытрĕ. Çапла чи нумай томлă словарь авторĕн Хусанти пурнăçĕпе паллашрĕç етĕрнесем. Тăван ялне таврăнсан вара çакăнта пулни-иртни çинчен Чăваш Республикинче тухса тăракан хаçатсене çырса яма шантарчĕç. Тутарстанăн тĕп хулине килекенсем, уйрăмах историпе, культурăпа çыхăннă çынсем, Хусан Кремльне курмасăр каймаççĕ, паллах. Етĕрнесем те Николай Ашмарин çурчĕ патĕнчен тӳрех паллă вырăна çул тытрĕç.
Тата çакна каласа хăвармалла, Чăваш Ен хăнисене Хусан хули питĕ килĕшнĕ. Вĕсем малашне те килсе çӳреме сăмах пачĕç. Çитменнине тата Н.И.Ашмаринăн 150 çулĕ тĕлне вил тăпри çинче чаплă палăк лартасси пирки те сăмах хускатрĕç.
Эпир вара вĕсене яланах хаваспа кĕтсе тăратпăр.
■ Светлана САДЫКОВА . E-mail: sveta-elshel@mail.ru Çыпăçтарнисем: |