Авăнăн 9-мĕшĕнче, производство йĕркелӳçи, 1964-2007 çулсенче «Ланинская искра» колхозăн председателĕнче вăй хунă Аркадий Павлович Айдак вилсе кайнă. Сывпуллашу ыран, авăнăн 11-мĕшĕнче, Етĕрне районĕнчи Тури Ачак ял клубĕнче 12:00-13:00 сехетсенче иртнĕ. Айдак Аркадий Павлович 1937 çулхи çĕртмен 7-мĕшĕнче Етĕрне районĕнчи Чурпайра çуралнă. 1961 çулта И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагигика институчĕн историпе филологи факультечĕн вырăс-чăваш уйрăмне пĕтерсе аслă пĕлӳ илнĕ. 1960 çулта ПСÇЛКС Чăваш обкомĕн вĕренекен çамрăксен инструкторĕ, 1961 çулта — ССКП Етĕрне райкомĕн пропагандисчĕ, ПСÇЛКСăн Етĕрне райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулнă. 1962 çулта «Ленинская искра» (чăв. «Ленин хĕлхемĕ») колхозăн пĕрремĕш парторганизацийĕн секретерĕнче тăрăшнă. 1964 çултанпа вара 43 çул «Ленинская искра» колхозăн председателĕ пулса ĕçленĕ. Вăл ертсе пынипе колхоз пĕтĕм СССРĕпе чапа тухнă. Аркадий Павлович колхоз ертӳçинче ларнă вăхăтра 270 гектар çĕнĕ варман лартнă, 84 гектар лаптăклăх 64 пĕве хывнă, «Ачак» этно-çутçанталăк паркне тата юланутçăсен шкулне (35 юланут) уçнă, шкулсем, клубсем, санаторий туса лартнă. Аркадий Айдака СССР халăх депутатне (1989), Чăваш АССРĕн Аслă Канашĕн депутатне (1085) суйланă. Унсăр пуçне вăл районти тата ял совечĕсен депутачĕ те пулнă. Чылай орденсемпе чысланă ăна: Ĕçлĕ Хĕрлĕ Ялав орденĕпе, Хисеп орденĕпе. СССР ВДНХ ылтăн медалĕпе тата ытти медальсемпе наградăланă. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ (1994), Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ (1997), Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1979), РСФСРăн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1985), Раççей Федерацийĕн хисеплĕ çĕрйĕркелӳçи.
Çыпăçтарнисем: |