Нарăсăн 9-мĕшĕнче (шăматкун) «Ăраскал çăлтăрĕ» литература конкурсĕнче малти вырăнсене йышăннисене чыслаççĕ! Мероприятие кăçал Красноармейскинче (ĕлĕкхилле — Тракра) ирттерме шутланă йĕркелÿçĕсем. Пуçламăшĕ 12 сехетре! Мала тухнисене эпир хаклă парнесемпе (картинсем, кĕнекесем, календарьсем) тата хисеп хучĕсемпе чыслаççĕ. Вырăн йышăнманнисем валли ĕнентерӳ хучĕ хатĕрленĕ — май пулсан пырса илме пултаратăр. Тăхтав вăхăтĕнче юрă-ташăпа «Юрату.ру» эстрада ушкăнĕ савăнтарма килĕшнĕ! Килме май тупаймансен хисеп хучĕсемпе ĕнентерӳ хучĕсене кайран Вĕренӳ институтне пырса илме пултарĕç. Çавах та чыслава пыни самай лайăхрах пулнă пулĕччĕ. Аса илтерме: «Ăраскал çăлтăрĕ» литература ăмăртăвне Чăваш халăх сайчĕпе Чăваш чĕлхин инçет вĕренӳ центрĕ ирттернĕ. Ку интернет конкурса эпир ачасемпе çамрăксене тата чăваш чĕлхипе литературине, культурине вĕрентекенсене чăваш халăхĕн кун-çулĕпе кăсăклантарас, литература пултарулăхне аталантарас, çутçанталăкри, тăван тавралăхра пулса иртекен чи кăсăк енсене илемлĕ литература мелĕсемпе уçса пама хавхалантарас тĕллевпе йĕркеленĕ.
Çыпăçтарнисем: |