Иртнĕ кунсенче Красноармейски муниципалитет округĕн социаллă аталану тата архив ĕçĕсен пайĕ, Чăваш Наци Конгресĕн Красноармейски округĕнчи уйрăмĕ тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленипе Интернет урлă "Улăп – 2022: Эпир – Улăп йăхĕнчен!" инçет вăйă конкурс вĕçленчĕ. Ăна Раҫҫей халӑхӗсен культура еткерлӗхӗн ҫулталӑкне, Чӑваш Енри паллӑ ентешсен ҫулталӑкне тата хамăр ентеш Н.Д.Дмитриев (Карай) поэт-прозаик çуралнăранпа 80 çул çитнине халалланă. Конкурса пурĕ 74 ача хурав ярса панă. Вăйă конкурс ыйтăвĕсене пур ача та ăнăçлă хуравлама пултарнă. Пĕтĕмĕшле илсен, çак шкулсен вĕренекенĕсем хастар пулчĕç: Красноармейски шкулĕ – 44, Чатукасси шкулĕ – 5, Карай шкулĕ – 4, Упи шкулĕ – 4, Трак шкулĕ – 4, Пикшик шкулĕ – 5 ача, Кĕçĕн Шетмĕ – 2, Мăн Шетмĕ – 3, Еншик Чуллă – 2. Пĕр ача Елчĕк районĕнчи Курнавăш шкулĕнчен пулчĕ. Вăйă конкурс ыйтăвĕсен хуравĕсене тупма йывăртарах пулчĕ пулин те, вăл ăнăçлă иртрĕ теме пулать. Чăннипех маттур пулчĕç ачасем. Вăйă конкурс оргкомитечĕ тата тÿресен йышĕ 36 ачан ĕçне тивĕçлипе хакларĕ: 1-мĕш вырăна 12 ача çĕнсе илме пултарчĕ, 2
... Малалла вула »
Миçе çын пăхнă: 710 | | Комментарисем (0)|
Хăш кун хушнă: 14.05.2022
| Рейтинг:
"Улăп-2022" конкурс-викторина хуравĕсем тата пĕтĕмлетĕвĕ:
1. Николай Карай поэт-çыравçă ăçта тата хăçан çуралнă?
Хурав: Николай Дмитриевич Дмитриев (Карай) 1942 çулта Красноармейски районĕнчи Карай ялĕнче хресчен çемйинче кун çути курнă.
2. Унăн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ çинчен мĕн пĕлетĕр? Ача чухне ăна мĕнле чĕннĕ? Сăвă çырма ăна мĕн хистенĕ-ши?
Хурав: Николай Карай ҫемйи пысӑках пулман: ашшӗ, амӑшӗ, аппӑшӗ Валя тата пулас çыравçă Коля. Ашшӗ вӑрҫӑран таврӑнайман. Ҫавӑнпа та ачалӑхӗ те ҫӑмӑлах пулман, килти арҫын ӗҫӗ ун ҫине тиеннӗ. Пĕчӗк чух ӑна ялта Шӑнкӑрч тесе чӗннӗ. Ӳсерехпе Коля теме пуҫланӑ. «Ялти ҫичӗ класлӑ шкула пӗтернӗ хыҫҫӑн 8-мӗш класа Мӑн Шетмӗ шкулне вӗренме кайрӑмӑр, анчах пурӑнмалли ҫук пирки вӗренме пӑрахрӑмӑр. Коля вара Красноармейски шкулне вӗренме кайрӗ. мӗншӗн тесен унта пурӑнма интернат пурччӗ. Вăл шкулта вӗреннӗ чухнех сӑвӑсем ҫыратчӗ, пире вуласа паратчĕ», - тесе аса илет халӗ Николай Исаков, унӑн ҫывӑх юлташӗ. Сăвă çырма ăна тăван чĕлхене юратни хистенĕ. Юрлама юратнă, купăс калама пĕлнĕ. «Кукамай халап-юмах яма питĕ ăстаччĕ. Унран чылай куçнă мана. Анне те хăна-вĕрле пухсан хă
... Малалла вула »
Миçе çын пăхнă: 415 | | Комментарисем (0)|
Хăш кун хушнă: 14.05.2022
| Рейтинг: