Кĕмелли форма
2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ
Ыйтăм
Хапăл тăватăр-и, ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра
Тĕп страница | Ман профиль | Тух
Чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче сире «Ӑ-150» пӗтӗм чӑваш акцие хутшӑнма йыхравлатпӑр! Ӑна ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркеленӗренпе 150 ҫул ҫитнине халаллатпӑр. Акци Раҫҫейри халӑхсен тӑван чӗлхисене упракан тата тӗпчекен фонд пулӑшнипе иртет. Ҫак кун библиотекӑра тӗрлӗ лапам ӗҫлӗ. «Ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхӗ 150 ҫулта» ятлӑ пысӑк кӗнеке куравӗн никӗсӗ ҫинче йӗркеленӗ интерактивлӑ лапамра сире чӑваш чӗлхи урокӗсем, документлӑ фильм, лекци, экскурси-викторинӑсем кӗтеҫҫӗ. «Фолк-тӗпелте» чӑваш халӑх тумӗпе, эрешӗпе, ташши-вӑййипе, сӑмахлӑхӗпе, музыка инструменчӗсемпе паллашма май пулӗ. «Чӑваш ыйтӑвӗ» дискуссиллӗ шоура вара чӑваш чӗлхине вӗрентессипе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтусене хускатӑпӑр.